Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аташса (тĕпĕ: аташ) more information about the word form can be found here.
Тем аташса пырӑн.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫывӑрнӑ чухне те санпа аташса выртатчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Вӑт йытӑ тӑк йытӑ! Тепӗр чӗлхесӗр ҫын Хусанта аташса юлас пулсан, килме те пӗлес ҫук, ку, ав, ҫитрӗ», — тӗлӗннӗччӗ ҫавӑн чухне Сахар.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир, арҫынсем, аташса ҫӳренӗ, вӑл вара ӗҫ тунӑ.

Help to translate

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑҫта мур тӗпӗнче аташса ҫӳрет ват супнӑ?

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн аташса ҫӳретӗр, антихристсем, — вӑрҫрӗ манах.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫмалли нумай пулӗ ҫав, ашшӗпе ывӑлӗ ҫур ҫул ытла таҫта аташса ҫӳреҫҫӗ-ҫке.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ача чухнех амӑшӗпе пӗрле нухайсем вӑрласа кайнӑ ӑна, Хусан тутарӗсене сутнӑ; нумай ҫул тыткӑнра, чуралӑхра пурӑннӑ вӑл, вӑй питти ҫынсемпе пӗрле тамӑкран тухса тарма вӑй ҫитернӗ; ҫул ҫинче те аташса кайман, выҫӑ вилмен, чиперех киле таврӑннӑ, ыттисем пек килте те ашшӗ-амӑшӗ ҫуначӗ айӗнче ачашланса ларман, турхан патӗнче тарҫӑра ӗҫленӗ; ватӑ тӗкӗрҫӗсемпе тан, ашшӗпе тан Хусан патӗнче ҫапӑҫнӑ тата; ак Тукай килӗнче те ытти тарҫӑсенчен нимрен те кая мар йӗкӗт.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухантей ӑҫта аташса юлнине чӑнах та нихӑшӗ те асӑрхайман иккен.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫакӑн чухлӗ халӑх ҫинче аташса кайма та пулать.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫулӗ ытлашши тӳп-тӳрӗ пулмарӗ-тӗр, анчах аташса та каймарӗҫ унпа патша ҫыннисем.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аташса каясран кашни стрелецки голова хӑйне валли вожа тытма тӑрӑшрӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ак сана хӗрпе аташса ҫӳренӗшӗн, — терӗ вӑл.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аташса мар, аслӑ хан.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыраш ӑшӗнче аташса кайнӑ, — терӗ атте, ҫӳлти сарайне ҫывӑрма улӑхса.

Help to translate

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чечек татма кӗрсе аташса кайрӑн-и?

Help to translate

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте пире хӑй пӗчӗккӗ чухне вӑрманта аташса ҫӳрени ҫинчен кулӑшла каласа парать.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Акӑ мӗн хака ӳкрӗ вӑл эсӗ арҫын ача пулас тесе аташса ҫӳрени, — ӳпкелешсе каларӗ анне, шӑналӑка уҫса ахлата-ахлата вырӑн ҫине выртнӑ май.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хӗлле аташса кайса вилнӗ тесен… — теме тӑнӑччӗ Микки, Каҫҫан пичче шурса карӗ, Ухтиван сак ҫине кутӑн кайса ларчӗ.

— Если заблудилась и замерзла где… — начал было Микки и смолк. Касьян сделался белее снега, а Ухтиван без сил рухнул на лавку.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗлле е ҫуркунне пулнӑ пулсан татахчӗ темелле — ҫил-тӑманра аташса кайнӑ е ҫурхи шывра путса вилнӗ тейӗччӗҫ.

Будь настоящая зима или весна, можно было бы предположить, что замерзла в пургу или утонула в вешнем половодье.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed