Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй ачасене персе ыраттарма пултарасси асӗнче те ҫук унӑн.Ему и в голову не приходило, что он мог больно ударить мальчиков.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Сима ҫинчен вӑл пачах та шухӑшламасть пекех, анчах хӑш-пӗр чухне ҫакан асӗнче ҫамрӑк йӗкӗтӗн тӑп-тӑрӑ куҫӗсем ҫутӑлса илеҫҫӗ, вара Вавила ҫав куҫсен тарӑнӑшӗнче мӗн пуррине курса пӗлесшӗн вилесле тинкерсе пӑхать, ҫав вӑхӑтрах нимӗн калама аптраса, вилнӗ ҫынна ҫапла ӗнентерет:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров асӗнче хула ҫыннисен ҫӑткӑн куҫӗсем мӑчлатаҫҫӗ, пурте вӗсем ун ҫине аялтан ҫӳлелле пӑхса тӑраҫҫӗ, вӗсенче, чиркӳри турӑшсем умӗнче ҫунса ларакан ӑвӑс ҫуртасен ҫути евӗрлӗ, темлескерле ҫутӑ йӑлкӑшать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чун сӗмлӗхӗнче, асӗнче унӑн тӗрлӗрен сӑмахсем ҫутӑ хӗлхемсем пек йӑлкӑшса илеҫҫӗ, пыл хурчӗсем пек ҫаврӑнкалаҫҫӗ, пӗрисем ҫухалаҫҫӗ, теприсем, чӗрӗ сыпӑкӑн сыпӑнса пырса, юрӑ пулса тӑраҫҫӗ, — Симӑн чунӗ сӳлетсе те илет, киленет те, унӑн чӗрине тӳлек савӑнӑҫ ачашласа йӑпатать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Лодкӑпа ҫывӑхланнӑ хыҫҫӑн, Сима халь Жукова тата ытларах килӗштерми пулчӗ: хӑш чухне асӗнче вӑл ҫав этемӗн тачка, хӗп-хӗрлӗ аллисем унӑн хӗр-тусӗн учӗ патнелле епле тӑсӑлнине курать те — вара ҫамрӑк йӗкӗтӗн кӑкрине ҫӑтӑрах сивӗ тытса лартать, урисем чӗтреме тытӑнаҫҫӗ, вӑл куҫӗсене тискеррӗн чарса пӑрахать те хуйхӑпа асапланса мӗкӗрсе ярать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Нихҫан манми юлать вара Надежда Константиновнӑн асӗнче Ленин Пысӑк театрта 1922 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче тухса каланӑ сӑмахӗ.
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Кунти кашни сехечӗ ун асӗнче!
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Эпир юн юхтарни, Атӑлшӑн кӗрешни Халӑх асӗнче ӗмӗр ҫӗкленӗ.Сколько лет ни пройдет, Не забудет народ, Как на Волге мы кровь проливали.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Брянский ҫынсен асӗнче юлма тивӗҫлӗ.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫав каҫ каланӑ сӑмахсенчен Степан асӗнче нумайӑшӗ тытӑнса юлмарӗҫ, — асра юлмалли сӑмахсем пулмарӗҫ те вӗсем! — анчах Вальӑн алли ӗмӗрлӗхех асра юлчӗ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Тирпейлӗ тута-ҫӑварлӑ, пысӑк, ӑслӑ куҫлӑ, пур енӗпе те таса сӑн-питлӗ — ҫаксем пурте унӑн асӗнче пулнӑ, вӑл ӗнер кӑна вилнӗ пек туйӑннӑ ӑна.
IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
СССР тусӗсен обществи пуҫарнипе ирттернӗ митингра Франци столицинче пурӑнакан ӗҫхалӑхне тӗл пулни Чкалов асӗнче уйрӑмах вӑраха юлнӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Уяври ҫутӑсемпе ҫӗнӗ ҫул ячӗпе янӑракан музыка яланлӑхах вӗсен асӗнче юлнӑ.Навсегда запомнились им праздничные огни и музыка новогодней ночи.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл тахҫанах хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрре те пулин ҫурта ҫунтараканни пуласчӗ тесе асӗнче ӗмӗтленнӗ.Она уже давно тайно и страстно, мечтала хоть разок в жизни побывать на свадьбе светилкой.
XVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Йӑнӑшсем, ӑнӑҫсӑрлӑхсем… — хӑйӗн асӗнче тенӗ пек каларӗ Васильев.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫав сӑмахсем ун чӗри патне ҫитмен, ун асӗнче юлман, вӗсем ӑна салхуллантарнӑ тата кӗске вӑхӑтлӑха хӑратнӑ ҫеҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тата тепӗр секунда иртрӗ — ҫак секунда хушшинче ун асӗнче темӗн чухлӗ сисӗм-туйӑм, шухӑш, шанчӑк, темӗн чухлӗ асаилӳ вӗлтлетсе иртрӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн асӗнче ирӗксӗрех Луиза Пойндекстерӗн сӑнӗ туха-туха тӑнӑ.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫутӑ пайӑрка пек ялтӑртатрӗ ҫак шухӑш Дик Сэнд асӗнче.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Мария Александровна асӗнче суд ларӑвӗсем ирттермелли залӑн ӑмӑр ӑшчикки сӑнарланчӗ, ҫирӗм виҫӗ ҫул каялла вӑл унта хӑйӗн ывӑлӗ Саша юлашки сӑмах каланине итлеме пынӑччӗ.
Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.