Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхарӗҫ (тĕпĕ: асӑрха) more information about the word form can be found here.
Каллех кулчӗҫ, вӗсем татах нумай шӳтлетчӗҫ, кулатчӗҫ пуль, анчах цеха икӗ паллӑ старик пӗр-пӗринпе хӑлаҫлансах тавлашса-шавласа пырса кӗнине асӑрхарӗҫ те шӑпах пулчӗҫ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӗрсенех асӑрхарӗҫ ӑна хӗрарӑмсем.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурма тӗттӗм пӳлӗмре унӑн куҫӗсем каткара ларакан хӗрарӑм пуҫне асӑрхарӗҫ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вут ҫутинче пахча урлах каҫнӑ атӑ йӗрне асӑрхарӗҫ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуланалла кӗреспе ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те — Галипе Иван хӑйсен юлташӗ ҫуккине асӑрхарӗҫ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑп ҫак вӑхӑтра ҫывӑхри трактиртен таврӑнакан Костьӑпа Емелька Матӗрне пурӑнакан пӳлӗм чӳречинчен ют ҫын пӑхса тӑнине асӑрхарӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ав, малти стена ҫумӗнче арча ларнине асӑрхарӗҫ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урлӑ сак ӑшӗнчи урай хӑми ҫуннине асӑрхарӗҫ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кузнецовӑн сӑнама вӗреннӗ куҫӗсем Микула сӑн-пичӗ темшӗн ытла та лутӑрканнине тата куҫӗсем ҫывӑрман пирки хӗрелсе тӑнине асӑрхарӗҫ.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта, миххе урайне лартсан, сӗтел ҫинчи шурӑ ҫивитти витнӗ тулли карҫинкка ларнине, ун ҫумӗнче енчӗк выртнине асӑрхарӗҫ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫик йӗпе ҫи-пуҫне улӑштарнӑ вӑхӑтра Михаҫ ҫухалнине асӑрхарӗҫ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫакна шупашкартисем те асӑрхарӗҫ, редактора хавхалантарса пычӗҫ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Стасикпа Тамара та вӑрман ҫуннине аякранах асӑрхарӗҫ.

Help to translate

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кайран ҫеҫ, слетра ӳкернӗ сӑнӳкерчӗк ҫинче упӑшкипе арӑмӗ кула-кула Ванюшӑн шурӑ кӗпи ҫинче хура хӗреслӗ тӳмене асӑрхарӗҫ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем армансем патне васкаса утса килекен сӑрӑ карттус тӑхӑннӑ ҫынна асӑрхарӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑна кӗрсе пынӑҫем ҫап-ҫара выртакан Сӑхӑт ҫырмине, икӗ ҫырма пуҫӗнчи пӗчӗк катана тин асӑрхарӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан вӗсем ҫур километр сарлакӑш тата пӗр километр ҫурӑ тӑршшӗ уҫланкӑ курчӗҫ, уҫланкӑра хӑйсен хӳрисемпе фюзеляжӗсене ҫӑра йывӑҫсем хушшинелле кӗртсе тӑратнӑ «ИЛ» самолета асӑрхарӗҫ.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗрсем унталла-кунталла пӑхкаларӗҫ, вара Кирлене асӑрхарӗҫ те кулса ячӗҫ.

Help to translate

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирилӑн куҫӗсем чи пирвай чаршав карман чӳречене асӑрхарӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Асӑрхарӗҫ ӗнтӗ ӑна…

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed