Шырав
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ пирки Петӗр ӗлӗк-авал курнӑҫнӑ хушӑра та, ҫырусенче те час-часах асӑнатчӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Сталина уйрӑмах килӗштерместчӗ, ун ятне кирек хӑҫан та ҫӳҫене-ҫӳҫене, сив чир тытнӑ пек тӑр-тӑр-тӑр чӗтресе асӑнатчӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хайхи директора вӑл кирек хӑҫан та ырӑпа асӑнатчӗ:
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫапла вара, кашни кун ҫӗнӗ хаҫат ятне асӑнатчӗ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Мещеряковпа пӗрле вӗрентсе пурӑннӑ Невски застава хыҫӗнчи рабочисен шкулне те ырӑпа асӑнатчӗ Н. К. Крупская.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Районти хаҫат та ял хуҫалӑх специалисчӗсем ҫинчен ҫырас пулсан, чи малтан Бориса асӑнатчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Ахаль те сире асӑнатчӗ вӑл.
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сан ҫинчен атте те ырӑ ятпа асӑнатчӗ.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл сире час-часах асӑнатчӗ: эсир сӗрме купӑспа калама ӑста, тетчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чунсӑр этемсемех пӗтерчӗҫ манӑн хуҫана, — тесе час-часах асӑнатчӗ вара Хӗветӗр.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Грузин Габуния Украина ҫинчен ӑшӑ сӑмахсемпе асӑнатчӗ, Сумщинӑна ирӗке кӑларсан, тен, пӗр кун та пулин эпӗ ҫуралнӑ Ображеевка ялӗнче пулса курма пултарӑпӑр! тесе ӗмӗтленетчӗ.
8. Габуния лейтенантӑн паттӑр ӗҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Валерий Павлович Чкалов хӑйӗн пӗрремӗш командирне, хӑйӗн авиацири «хӗреснашшӗне» яланах ӑшӑ кӑмӑлпа асӑнатчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Калаҫкаланӑ чухне Беридзе: «ҫавӑнта-ҫавӑнта» ӗҫленӗ тесе асӑнатчӗ, анчах вӑл каланисем пуҫра тытӑнса юлман.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кайран король тата акӑ мӗн пирки паврама тытӑнчӗ: эхер те ҫак ҫемьен ҫывӑх ҫыннисем паян каҫхи апат тума тата виле ҫинче ларма килсен, вӗсем те, пиччӗшӗн хӗрачисем те питӗ савӑннӑ пулӗччӗҫ, енчен унӑн мӗскӗн пиччӗшӗ, халӗ тупӑкра выртаканскер, калаҫма пултарас пулсан, камӑн ятне асӑнасси паллахчӗ: ку ятсем пурте уншӑн питӗ хаклӑ пулнӑ, вӗсем ҫинчен вӑл ҫырусенче час-часах асӑнатчӗ, акӑ ҫаксем ӗнтӗ вӗсем: унӑн преподобийӗ Гобсон мистер, Лот Хови дьякон, Бен Рэкер мистер, Эбнер Шеклфорд, Леви Белл, Робинсон тухтӑр, вӗсен арӑмӗсем тата тӑлӑх арӑм Бартли.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Аттерен кашни уйӑхрах пӗрер пӗчӗк ҫыру илеттӗм; Ася ҫинчен вӑл сайра хутра ҫеҫ тата сӑмах майӑн кӑна асӑнатчӗ.Я получал от отца ежемесячно по короткому письму; об Асе он упоминал редко, и то вскользь.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Пирӗн умра вӑл атте ҫинчен сайра-пӗрре кӑна асӑнатчӗ, анчах та хампа йӗркеллӗ, ҫепӗҫҫӗн калаҫнӑ чухне эпӗ вӑл атте ҫинчен шухӑшланине чухласа илеттӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1