Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кунне калама кирлех те мар сирӗн, — терӗм ӑна эпӗ, — вӑл кун ӗмӗрех ман асра пулӗ терӗм…«Вам не нужно сказывать дня, — отвечал я ей, — он вечно будет мне памятен…»
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫапла вӑл нумайччен калаҫрӗ, сӑмахӗсем варӑ асра нихҫан манӑҫми тӑрса юлчӗҫ, мӗншӗн тесен унашкал калаҫнине эпӗ ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пӗрремӗш ҫынран илтрӗм, урӑхран илтес те ҫук-и, тен…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӑна хирӗҫ вӑл шӳтлесе ответ пачӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй темшӗн асра юлнӑ хаваслӑ сӑмаха пӗрмай каласа пычӗ: «Контакт пур, пур контакт».
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сӑлтавӗ паллӑ: Алексей Акулинӑна чун пек юратнӑ пулин те, чухӑн хресчен хӗрне хӑйпе тан шутлама май ҫуккине асра тытнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ялта пурӑнакан хӗршӗн шӑнкӑрав сасси пурӑнӑҫри пысӑк япалах пулса тӑрать, ҫывӑхри хулана кайни пурӑнӑҫри пӗр самант вырӑнне пулать, пӗр-пӗр хӑна пыни вара нумайччен асран каймасть, тепӗр чухне вӑл ӗмӗрлӗхех асра юлать.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унпа уйӑрӑлсассӑн та ман пуҫран ватӑ пуҫлӑх нумайччен асра тӑчӗ, унӑн мӗскӗн Дуни ҫинчен те эпӗ нумайччен шухӑшларӑм…С ним расставшись, долго не мог я забыть старого смотрителя, долго думал я о бедной Дуне…
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗ хам чуптума пуҫланӑранпа нумай хӗрарӑма чуптунӑ, анчах вӗсенчен пӗрне те ҫакӑн лек нумайччен те кӑмӑллӑн асра тытман.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Хулӑн булочникпа переплётчик, ваттисем ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ тенине асра тытса, Юркона хӑйӗн будкине ҫитичченех аллинчен тытса ӑсатса янӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Владимир вӗсене, манӑн урасем нихӑҫан та сирӗн ҫурта пырса пусас ҫук, манӑн ӗнтӗ мӗн пур шанчӑк та вилсе выртасси анчах юлчӗ, мана, мӗскӗне, эсӗр текех асра ан тытӑр, тесе пӗлтернӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Хӑшӗсен — тӗрмере миҫе камера, ҫавӑн чухлӗ ят; кусем — службистсем, «ни пулӑ мар, ни аш мар» — кунта вӑл апат хушса парать, лере — хӑлха чикки тыттарать; вӑл та, ку та — ӑнсӑртран пулнӑ фактсем, анчах ҫапах та нумайлӑха асра юлаҫҫӗ те, ҫав надзиратель ҫинчен пӗр майлӑ шухӑшлаттараҫҫӗ тата пӗр майлӑ ят партараҫҫӗ.
Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса вилнӗ геройсем ӗмӗр-ӗмӗр асра пулччӑр!»«Пусть герои, павшие в боях за Родину навеки останутся в памяти»!
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мӑнкӑмӑллӑ Троекуров килӗшрӗ, лешин князь тивӗҫлӗхне, унӑн икӗ ҫӑлтӑр (орденсем) тата 3000 ятлӑ йӑхран пыракан именийӗ пуррине асра тытса, Верейский князя вӑл пӑртакках хӑйпе тан тесе шутларӗ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Кирила Петровича та, паян Андрей Гавриловича ӑсатнӑ пекех, ӗмӗр асра пултӑр тесе ӑсатмалла пуль-ха, ӑсатӑвӗ вӑйлӑрах та пуянрах пулӗ те ӗнтӗ, тата ытларах хӑнасем пулӗҫ — турӑшӑн вӑл пурӗпӗр мар-и?
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ашшӗне асра тытман пекех вырӑна хуман пулса кайнӑшӑн Владимир хӑйне-хӑй ӳпкелеме тытӑнчӗ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫула картласа тӑракан япаласем ҫеҫ асра тӑрса юлнӑ: касса янӑ хырӑн ылтӑн вулли ҫутӑ сухӑр юхтарса выртнӑ, пӗрене купи, пур ҫӗрте те пӑчкӑ кӗрпипе сава турпассисем сапаланса выртнӑ тата сӑйлӑ-сӑйлӑ тунката куҫа курӑннӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Апла пулин те банк карттин даннӑйӗсене никама та пӗлтермелле маррине асра тытмалла.
Карттӑ та, алӑри укҫа та кирлӗ // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Вӗсенче ҫуралса ачалӑха ирттернӗ вӑхӑтсем те, тӑван тӑрӑха юратни те, унпа мӑнаҫланни те, савӑнӑҫлӑ пулӑмсене асра тытни те палӑрать.
Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Ҫакна лайӑх асра тытаҫҫӗ ку тӑрӑхра пурӑнакансем.
Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr
Аякранах илемлӗн курӑнаканскер, яла, атте-аннене ялан асра тытма чӗнет, кашнинче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать вӑл.
«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/
— Асра та пулман!
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.