Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асран (тĕпĕ: ас) more information about the word form can be found here.
А халӗ эп сана ӗмӗр тӑршшӗпех, ҫӗр айне кӗричченех, асран ямӑп, ӑшра тытӑп.

Help to translate

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славик, ку кӗвве асран ҫухаличчен хӗлӗхсем ҫине тытасшӑн пулса, сӗрме купӑсне ярса илчӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тӳррипе калам-и: ҫак вӑтӑр ҫул хушшинче пӗр кун та асран кӑларман эп сана…

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Асран кайми атти-анни…

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пире, тахҫанах асран тухас пӗрремӗш арӑмӗн йӑмӑкӗсене, тӑван ачисем вырӑнне хурса ӳстерчӗ.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Халь те куҫ умӗнче пысӑк Хинган сӑрчӗсем, асран тухмаҫҫӗ Ванемяо, Солунь хулисене илессишӗн ҫапӑҫнисем.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Наталья Евграфова вара Татьяна хӗрӗпе 17 ҫулта салтака кайнӑ, «Катюша» ҫинче тӗллекен пулнӑ Василий Долгова, ҫавӑн пекех Рокоссовский полкӗнче связистра тӑнӑ Елена Шоркинӑна асран кӑлармаҫҫӗ.

Help to translate

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Нимӗн те манӑҫмасть, никам та асран тухмасть.

Help to translate

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Апла пулин те эпир вӗсене нихҫан та асран кӑлармӑпӑр.

Help to translate

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Эпӗ вара сире ниепле те манаймастӑп, ҫавна май ҫыру ҫырма лартӑм, ӑна асран кайми инҫетри тусӑм тесе пуҫларӑм.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

«Асран кайми инҫетри тусӑм!

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Еркинейӗн ҫу каҫаччен Чӗкеҫ асран тухмарӗ: Юрату та чӗринче Иксӗлесси пулмарӗ.

Help to translate

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Юлашки номерсенче пичетленнӗ «Асран кайми кукамай» аса илӗве тенеяльсем те аван йышӑнчӗҫ.

Help to translate

«Ял ӗҫченӗ — чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... /1/16/yal/

Асран тайӑлман пуль вӗсем?

Надеюсь, они не сошли с ума?

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Ҫуралнӑ килне Иван, ашшӗн урнӑ вӑкӑрла хӑтланкаларӑшӗсене, чӗрене яланлӑхах касӑнса кӗнӗ хӗрхӳ, сивӗ сӑмахӗсене асран кӑлараймасӑр, пӗртен-пӗр хут, салтака кайнӑранпа вун пилӗк ҫул иртсен, ҫемьесӗр, пӗччен ҫеҫ килсе кайнӑ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Сисмесӗрех куҫ умне кунран кун малалла капашакан, чечекленсе вӑй илекен пӗтпӗлтӗк путене сассиллӗ, ылтӑн тырри-пулли тинӗс пек хумханакан тӑван ҫӗрӗм-шывӑм, куҫ тулли илемлӗ ҫилҫунат — Шупашкарӑм, Сарри-паттӑр чӗриллӗ, ылтӑн алӑллӑ ӗҫчен, хастар ентешӗмсем, Нарспирен те ырӑрах та хитререх савни тӗсленсе тухрӗҫ, хӑлхара «Асран кайми аки-сухи» янӑраса кайрӗ…

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Шӑлаварун хыҫалти вӗче кӗсйинче вӑл!» тенӗ сӑмахсене асран кӑлараймасӑр лешсем чӑнах ӑрӑмҫӑсем-асамҫӑсем пулни пирки вӗсен, Кӗҫтукпа Ула Тимӗрӗн, иккӗленӗвӗ ӑшра тарӑн тымарах яраймарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнле пурӑнатӑн, манӑн асран тухми, ҫывӑхри-катари ҫӑлтӑрӑм?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аттестат илсен, Ула Тимӗр пилӗк уйӑх хушши колхозра «пурнӑҫ урапине бурлаксен пичевӗпе туртрӗ»: Полинана самантлӑха та асран кӑлармасӑр бригадӑри тантӑшӗсемпе, хӑйпе пӗр пусӑмри ҫамрӑксемпе (ах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ачалӑхӗнчи хытлӑх саманана пула ҫӗре те кӗчӗ ӗнтӗ), ытти колхозниксемпе пакапар уй-хире фермӑран, уйрӑм хуҫалӑхсенчен тислӗк кӑларчӗ, чул кӑларнӑ ҫӗрте кутӑрланчӗ, пӗве пӗвелекенсем хушшинче тар тӑкрӗ, пӳрнисене каса-каса, вӗсем тӑваткалланса кайичченех ҫурла тытса ҫатра, пиҫенлӗ тырӑ вырчӗ, килте те, колхозра та паранкӑ кӑларчӗ, ытти-хатти ӗҫре хастарланса тӑрмашрӗ, кунне вун тӑватӑ ӗҫ кунӗшер туни те пулчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Асран кӑларман тетӗн, хӑв виҫӗ ҫул хушшинче те манпа сӑмах хускатса йӗркеллӗ калаҫмарӑн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed