Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аслисем тӗнчене саланнӑ, кӗҫӗнни, Ҫинук, кӑҫал 11 класс пӗтерет.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кӑштах лӑплансан Артем хӑйне ҫирӗп сӑмах пачӗ: «Нихӑҫан та, кирек кам ыйтсан та, аслисем хушсан та, ют япалана илмӗп!»
Ҫӑмарта ӑшалани // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 25,27,29 с.
— Аслисем, анне, — кулса ячӗ Катя.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Мӗншӗн тесен килӗсенче аслисем пӗр-пӗринпе вӑрттӑн япаласене чӑвашлах пӑшӑлтатнине ачасем каласа панӑ тӑрӑх пӗлетпӗр.Потому что по рассказам детей мы знаем, что взрослые дома тайные вещи обсуждают по-чувашски.
Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Чинпа хӑйӗнчен аслисем те, пӗр таннисем те Пирятинран пӑрӑнма пуҫланӑ.
Сӑмах ҫапма юратакан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Аслисем саланса пӗтрӗҫ, килсе те кӗмеҫҫӗ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Аслисем маларах тӑраҫҫӗ, — шухӑшларӗ Сергей.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергее курсан, ачасем лӑпланчӗҫ, Савва питшӑлли илсе вӗсен йӗпеннӗ куҫӗсене, пичӗсене, сӑмси айӗсене те шӑлса тасатрӗ, вара иккӗшне те сӗтел хушшине лартрӗ, унта аслисем сӗтлӗ пӑтӑ ҫисе ларнӑ.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аслисем мана ҫав япала сывлӑхшӑн аван тесе каланӑ; аслисемех мана ҫавӑн пек тунинче сатурлӑх, хисеплӗх тивӗҫӗ пур тесе каланӑ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Апла пулсан, кирлӗ! — сасартӑк вырӑнлӑ каласа хучӗ те ача, аслисем ҫине, хӑйӗн пӗчӗк пӳне пула ҫакна тума йывӑр пулчӗ пулсан та, хӑйне пӗр танлисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кунта вӑтам ҫулхи ачасемпе аслисем валли тесе ҫырнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ял ятне вара ҫак ял Энтеп (Энте бай) мӑрса ҫӗрӗсем ҫине куҫса ларнӑран Андибер тесе ҫырнӑ пулать (маларах асӑннӑ авторсен статйисем тата аслисем каласа пани тӑрӑх).
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Килӗнче унӑн — амӑшӗ-мӗн, ӗҫке ернӗ ашшӗпе, ҫурма идиотла ывӑлӗпе те тӑватӑ пӗчӗк хӗрачапа; ҫӗрне вӗсенне ялйыш вӑйпалан та тивӗҫсӗррӗн туртса илнӗ; ҫав ялйыш ырлӑхне пула халь пурте ӑҫта-тӑр ӗмӗрне вӗҫленӗ пӳрт пеккинче хӗсӗнкелесе пурӑнаҫҫӗ; аслисем ют ҫынсем патӗнче ӗҫлеҫҫӗ, кӗҫӗннисем кӗлмӗҫленсе ҫӳреҫҫӗ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Аслисем хӑйсен пепкипе чӑвашла калаҫманнин сӑлтавӗ мӗнре-ши ҫакӑн хыҫҫӑн?В чем же тогда причина, что взрослые не разговаривают с младенцем по-чувашски?
Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/4954.html
Муратлийский арӑмӗ иккен, аллине вӑл кӑкӑр ачи тытнӑ, аслисем — тата виҫҫӗшӗ — ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ.То была госпожа Муратлийская с грудным ребенком на руках; трое старших детей плелись вслед за ней.
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫемьере кашниех, уйрӑмах аслисем, сирӗн хӑвӑр кӑна пӗлсе тӑмалли пурнӑҫа ним уяса тӑмасӑрах уҫса пӑхма тӑрӑшаҫҫӗ.Каждый из семейства, особенно из старших, без церемонии сует лапу в вашу интимную жизнь.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Масар ҫинчен таврӑннӑ чухне сӑн-сӑпатсем пирӗн салхуллӑччӗ, сӑпайлӑччӗ, хамӑр хавас пулнине, тахҫан-тахҫан пӗчӗкҫӗ чухне килтен аслисем тухса кайсан, хамӑрӑн улма пахчинче, пӗтӗмпех ирӗк пулнипе киленсе, пӗрер-икшер сехет чупса ҫӳренӗ чухнехи пек савӑннине никам та, палӑртас темен.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Аслисем…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Эсӗ илтрӗн… — тенӗ аслисем.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ку йӑла лешсене кӳрентернӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ӑна; «Эсӗ туртӑнтарман уххӑн ҫивчӗлетмен сӑнни-ха, пире сан пеккисем пинӗ-пинӗпе тата санран икӗ хут аслисем те ҫавӑн чухлӗнех хисеплесе, пӑхӑнса тӑраҫҫӗ», тенӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.