Шырав
Шырав ĕçĕ:
Клиентсем пурте ӗҫе юрӑхлӑ граждансем пулнӑ, авал чухне хӑйсен аслашшӗсем тимӗрҫӗ, чул кӑларакан е атӑ ҫӗлекен ӗҫӗпе пурӑннӑ пекех, халь вӗсем клиент ӗҫӗсене туса пынӑ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эппин, пилӗк ача ҫуратнӑ ҫӗртенех ӗмӗрсем хушши мӑн аслашшӗсем вӗркетнӗ тӑван вучаха ҫапла тӑрпалтайла сӳнтерсе лартмалла тет-и-ха вут-ҫулӑм витӗр тухнӑ, салтакӑн?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑйсен аслашшӗсем ҫӗре алӑпа мӗнле ҫавӑрса чавнине вӗсем музейсенче курччӑр, ун ҫинчен кӗнекесенче вулаччӑр.Пусть музей смотрят, книжки читают про то, как их деды руками бур крутили.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Килти хаклӑрах япаласене йӑлтах аслашшӗсем патне куҫарчӗҫ, каллех кам та пулин пырса ҫӗнӗрен вут тӗртессине кӗтме пуҫларӗҫ.Все ценное, что было в избе, перенесли к дедушке: ждали нового пожара.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пурҫӑн ҫипсемпе эрешленӗ сӑран куртка тӑхӑннӑ ҫак ҫын хӑйӗн тумтирне, тахҫан авал аслашшӗсем хӑйсен ӳчӗсене тӗрлесе эрешленӗ пек, эрешлет тата пуҫкасан сеньора хӑйӗн хуҫи вырӑнне хурса хисеплет.
I. Вӑрмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Итле, вӗсен нумайӑшӗн ашшӗсем те кунтах ӗҫлеҫҫӗ тата аслашшӗсем те кунтах вилме хатӗрленеҫҫӗ.Так у многих из них и отцы здесь работают, и деды тут же помирать собираются.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ачасен ашшӗ-амӑшӗсем, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем те пире пӗрмай килен-каян ҫынсене ӑсатнӑ чухнехи пек ҫеҫ ӑсатаҫҫӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Ан манӑр, — тесе хушса хучӗ вӑл, — Европӑри цивилизациленсе ҫитнӗ халӑхсен аслашшӗсен аслашшӗсем те тахҫан авал ҫынна ҫинӗ, ан кӳренӗр, майор, сӑмахран, шотландецсен те ҫынна ҫиес йӑла пулнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ни ватӑ туземецсем, ни вӗсен аслашшӗсем ҫак ҫулҫӑсем симӗс пулнине курман.Ни старики туземцы, ни их предки никогда не видели этих листьев зелёными.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫук, ӑна тупмалла та нимӗн шухӑша илмесӗр аслашшӗсем патне ӑсатмалла.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл тӗксӗмленсе курӑнакан вӑрман хӗрринчи масар ҫине пӑхса илчӗ, унта Ожерелки ҫыннисен аслашшӗсем, ашшӗсем выртаҫҫӗ, вӑл чӑнах та ҫак, хӑй тӑракан «масар» евӗр туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл ним хайласӑр та ансат сӑмахсемпе казаксен ӗлӗк-авал патша ҫарӗсене харсӑррӑн тустарнӑ, вӑрӑ-хурахсен киммисемпе Донпа Атӑл тӑрӑх ҫӗмӗрттерсе ҫӳренӗ, тӑмхаллӑ патша карапӗсене ҫаратнӑ, купцасене, боярсемпе воеводӑсене унтан-кунтан пайтах «хыпашласа пӑхнӑ», инҫетри Ҫӗпӗре пӑхӑнтарнӑ ватӑ аслашшӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ…
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах вӑхӑчӗ ку ваттисем тӑван килӗсенче канлӗн вилмеллискер тата ашшӗсемпе аслашшӗсем хӑйсен юлашки канӑҫне тупнӑ масарсене кӗрсе выртмаллискер пулмарӗ-ҫав, ахӑр…
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫав масар ҫинче ун ҫылӑхлӑ аслашшӗсем ҫӗрсе выртаҫҫӗ.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ун ҫинчен пирӗн асаттесем те, асаттен аслашшӗсем те ӗмӗтленме пултарайман…— Он таком ни наши деды, ни деды наших дедов не могли мечтать…
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тахҫан, тахҫан авалах вӗсен тӗп аслашшӗсем, кивӗ тӗне тытаканскерсем, Российӑран тарса килсе, Терек леш енче, Гребня ҫинчи чеченецсем хушшинче, Аслӑ Чечнян вӑрманлӑ сӑрчӗсен пӗрремӗш хысакӗ ҫине вырнаҫса ларнӑ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Элкел ялӗнче пурӑнакансем нумайӑшӗ хӑйсен мӑн аслашшӗсем чӑвашсем пулнине пӗлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Кунта ун мӑн аслашшӗсем сӗм авалхи чулсенчен ҫуртсем тунӑ, хула стенисене купаланӑ, ҫак ҫӗр айӗнче ун йӑх-тӗпӗнчи тӑванӗсен шӑммисем выртнӑ; амӑшӗн чӗри ҫав чулсемпе, ҫӗрпе, халап-юмахсемпе, юрӑсемпе тата ҫынсен шанчӑкӗсемпе татса татӑлми сыпӑнса тӑнӑ — хӑйӗн чи ҫывӑх тӗпренчӗкӗ пӗтме пуҫланӑшӑн чӗрипе татӑлса йӗнӗ: ун чӗри ӗнтӗ тараса пек пулнӑ, анчах ывӑлне юратнипе хулана юратнине виҫсе пӑхсан — вал хӑшӗнчен хӑшӗ ытларах тайнине ӑнланма пултарайман.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ывӑлӗ те, аслашшӗсем пекех, нимӗҫ бюргерӗ пуласран хӑранӑ вӑл.Она боялась, что сын ее сделается таким же немецким бюргером, из каких вышел отец.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта чӑваш чӗлхине, культурипе йӑли-йӗркине, аваллӑхне юратакансем, учительсемпе культура ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе юрӑҫсем, кашни ҫулах «Чунҫӳреве» хутшӑнса чӑвашсен мӑн аслашшӗсем тахҫан пурӑннӑ вырӑнсене кайса ҫӳрекенсем хутшӑнчӗҫ.
«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar