Шырав
Шырав ĕçĕ:
асапланнӑран (тĕпĕ: асаплан) more information about the word form can be found here.
Кунсӑр пуҫне — Лонгрен ҫынпа хутшӑнмасӑр пурӑнни элекӗн тискер те урмӑш чӗлхине ҫул уҫса пачӗ; матрос таҫта такама вӗлерни, шӑпах ҫакӑншӑн ӑна карап ҫине текех ӗҫлеме йышӑнманни, вӑл вара хӑй «тискер ӗҫ тунӑшӑн ӳкӗнсе асапланнӑран» яланах салху, ютшӑнчӑк пулни ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Салтак малалла мӗн-мӗн каланине илтме май пулмарӗ; анчах мӗн каласси сӑнран пӑхсах паллӑ, вӑл мӗнлерех ларса пынине курнипех тавҫӑрса илме пулать, хӑй асапланнӑран, кӑштах тарӑхса калаҫать вӑл, паллах, ырринех каламасть ӗнтӗ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Асапланнӑран вӗсем чӗлхине ҫырта-ҫырта тӑчӗҫ, 11. хӑйсем пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, хӑйсен асапӗсемшӗн, хӑйсен суранӗсемшӗн вӗсем ҫӳлти Турра хурларӗҫ.
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Чунӑма пурӑнӑҫӑм йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ; хурлӑхӑма парӑнам; чунӑм асапланнӑран ӳпкелешем.1. Опротивела душе моей жизнь моя; предамся печали моей; буду говорить в горести души моей.
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чӗлхем-ҫӑварӑма чармӑп ӗнтӗ; сывлӑшӑм тӑвӑнса ҫитнине каласа парам, чунӑм асапланнӑран ӳпкелешем.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1