Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗсем (тĕпĕ: арӑм) more information about the word form can be found here.
Мӗнле йывӑр пулсан та, алла усса ларман салтак арӑмӗсем.

Help to translate

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Кӗрхи йывӑҫсем ӗлӗкхи туй арӑмӗсем пекех капӑр.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Илюшӑн яла качча тухнӑ аппӑшӗ пур — унӑн килӗнче туй арӑмӗсем саркаланса юрларӗҫ, шӳлкемисене шӑнкӑртаттарса туй каччисемпе пӗрле ташша ҫаптарчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Кайран палӑрчӗ: иккӗшӗ те коммунистсен арӑмӗсем.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Арӑмӗсем ӗҫе тухса кайнипе усӑ курса четвӗрте васкамасӑрах пушатрӗҫ Ҫумккапа Павӑл, отпускри тепӗр куна хӑйсемшӗн «усӑллӑ» ирттерчӗҫ.

Help to translate

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Туй арӑмӗсем хӑйсен юррине юрлаҫҫӗ.

Help to translate

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Туй арӑмӗсем алшӑллипе пуҫ сырса кӑшкар-хушпусем тӑхӑнчӗҫ.

Help to translate

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эс, Тятюк, хӗр ҫумми пул, эсир — туй арӑмӗсем.

Help to translate

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шыльӑк карти патне ҫитсе ӳксен, курчӗ: Полина аркисене кутӗк тытнӑ хура кӗрӗк тӑхӑннӑ, чӗркуҫҫийӗсенчен хуҫкаланкаласа, авӑнкаласа, аллисене кӗпе чӳхенӗ пек сулкаласа юрлакан туй арӑмӗсем, кӗвӗ ҫемипе шарттин-шарттин алӑ ҫупакансем, ӑмӑртса тӑпӑр-тӑпӑр, хоп-хоп ташша тӗвекен-сӗвекен, лапчӑна-лапчӑна илекен, сике-сике ҫавраҫил пек пӗтӗрӗнекен нухрат тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ каччӑсем хушшипе кӗлет патнелле кусӑрка ҫил ачилле кусать иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӳршӗ арӑмӗсем ахлата-ахлата тӗлӗнчӗҫ.

Help to translate

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Мобилизаци йӗркипе ҫара илсе кайнӑ арҫынсен арӑмӗсем, упӑшкисене киле яма ыйтса, демонстрацине тухрӗҫ.

Жены мобилизованных в армию выходили на демонстрацию, добиваясь возвращения мужей.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсен арӑмӗсем ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, эс вара мана асаплантарсах чуна илетӗн.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ав епле хӑш-пӗр ҫынсен арӑмӗсем

Help to translate

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Анне шав хурлать: малтанхи арӑмӗсем лайӑхчӗ, ӗҫлетчӗҫ.

Help to translate

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ялсенче уйрӑмах салтак арӑмӗсем, амӑшӗсем фронтра вилнӗ упӑшкисен, ывӑлӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсене пысӑклатса ӳкерме параҫҫӗ.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сисместӗн те, сана салтак арӑмӗсем, хӗрсем сырса илеҫҫӗ.

Help to translate

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Парамуна киле кӗртесшӗн салтак арӑмӗсем сахал мар калаҫу пуҫарнӑ-ха — вӑл пур ҫаплипех пӗрне юратать.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Улпут-хуҫа арӑмӗсем тарҫисене илӗртеҫҫӗ тенине сахал илтнӗ-и вара?

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗсем те пулин пӗлмеҫҫӗ.

Help to translate

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Туй арӑмӗсем валли те ӑсталанӑ вӑл.

Help to translate

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed