Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ ҫӗре витӗрех куратӑп, ӑна кукӑль ӑшӗ пекех кладсемпе тултарнӑ: пур ҫӗрте те укҫа хурансемпе, арчасемпе, чӳлмексемпе алтса лартнӑ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫак арчасемпе ещӗксене куҫар-ха.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Арчасемпе шкапсене хресченсен союзӗ сӑркӑчласа тухрӗ.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Арчасемпе шкапсене уҫрӗҫ.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пиҫиххи ҫинче яланах ҫӑраҫҫисен ҫыххи ҫакӑнса ҫӳрет, унта сепаратор лартнӑ пӳлӗмӗн, сӗт усрамалли, выльӑх-апачӗ тытмалли вырӑнсен, документсем хумалли сӗтел-ещӗкӗн, мӗн тума кирлине пӗр хӑй кӑна пӗлекен нумай ытти арчасемпе ещӗксен ҫӑраҫҫиӗсем пур.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Йӗри-тавралла ним ӑнланмасӑр пӑхкаласа, вӑл япалисене урапа айӗнче шырасшӑнччӗ, анчах шӑп ҫав тӗле килсе тухнӑ батарейӑри ездовойсемпе лавҫӑсем, утсем ҫинчен анса, урапана ун ҫине купаласа тултарнӑ арчасемпе пӗрле ним шеллесе тӑмасӑр тӳнтерсе ячӗҫ, тупӑсене иртме пӗр самантрах ҫул хатӗрлерӗҫ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем тӑнӑ вырӑнта, ҫӗр айӗнче, арчасемпе хурансенче тӳпемиех червонецсемпе хаклӑ йышши чулсем йӑтӑнса выртаҫҫӗ.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӗвел ҫинче тата ҫумӑр тивнипе пӑсӑлма пултаракан япаласене эпӗ пурне те палаткӑна вырнаҫтартӑм, тул енне йӗри-тавра арчасемпе ещӗксем лартса тухрӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫавӑнпа та эпӗ ҫӗр каҫма ҫыран хӗрринче майлӑрах вырӑн шыраса тупрӑм та йӗри-тавра арчасемпе ещӗксем лартса тултартӑм, варринче хӑмасенчен хӳшӗ пек вырӑн туса хутӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ещӗксене те сулӑ ҫине арчасемпе юнашар лартрӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ӗшенсе утан хуралнӑ ачасем ҫине пӑшӑрханса пӑхса, хӗрарӑмсем пӗчӗк урапасемпе тӗрлӗрен ҫыхӑсем, арчасемпе валашкасем турттарса пыраҫҫӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1