Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтан эпӗ ӑна сивӗтме алӑран алӑ ҫине хурса кустаркаларӑм, унтан кӗпе аркипе тытса, кӗлпе вараланса пӗтнӗ хуппине шуратмасӑрах ҫырта-ҫырта ҫиме пуҫларӑм.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
«Эй, кинемей, ачамккӑ!» ҫапла чӗннӗ хыҫҫӑн алӑкран леш ырхан кинемей те тата пӗр лутрарах кӑна ача шалпар сюртукӑн вӑрӑм аркипе тӑлланкаласа, кӗрсе тӑчӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӑл чӑн япала, эпӗ пӗлетӗп, эпӗ сисетӗп, — терӗ хӗр, куҫне пурпур плащ аркипе шӑлса.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
«Кӑвайт хунӑ пулмалла», — терӗ вӑл, хӑрӑмлӑ пӳрнисене кӗпе аркипе шӑлкаласа.«Наверное, костер разжигали», — решил он и вытер сажу о подол рубашки.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Кам пӗлет, тахӑшӗ разбойник, — мӑкӑртатрӗ те Бикмуш мучи, Ильсеяра хӑй бешмечӗн аркипе витсе, хуллен ҫӳлелле сӗнкӗлтетрӗ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл лампине ҫутса ячӗ, вараланса пӗтнӗ, чӗтрекен аллисене пальто аркипе шӑлса тасатрӗ те, йывӑр урисене аран-аран сӗтӗркелесе, таҫта кӗтесселле утса кайрӗ, каҫхи кӗпе-йӗмпех хӑй, кӗҫҫерен йӑваланӑ пысӑк туфлисем тӑхӑнса янӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Арӑмӗ вут умӗнче вӗтеленнипе хӗрелсе те тарласа кайнӑ питне саппун аркипе шӑлса илет те сентре еннелле кӑтартать.
Чап // Сергей Мерчен. Ялав, 1957, 5(137)№, 24 стр.
Люся ун патнерех куҫса ларчӗ, ӑна шинель аркипе витрӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кашӑк туса пӗтерсен кӗленче татӑкӗпе якатса шинель аркипе шӑлкаларӗ те, пӗр вӑхӑт киленсе кайсах пӑхса ларнӑ хыҫҫӑн, мана тӑсса пачӗ.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
Темӗнле аманнӑ боец, хӑрах урипе уксахласа вараланчӑк шинель аркипе нимӗҫ патронӗсен пачкисене коридортан йӑтса килет.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл тӑрса ларнӑ та пирускӑ хумаллине кӑларнӑ, унтан тӑлӑп аркипе ҫинчен витӗнсе ӳпкӗн выртнӑ, анчах ҫилӗ унта та кӗнӗ, шӑрпӑксене тивнӗ ҫемӗн сӳнтерсе тӑнӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл вӑхӑтра Ваҫили Андрейч ҫиелти тӑлӑппа кӗрӗкне салтса ярса аркипе витӗннӗ те кӳкӗрт шӑрпӑкӗсем кӑларса хурҫӑ коропки ҫумне сӗрнӗ, анчах ун аллисем чӗтренӗ, шӑрпӑкӗсем тивнӗ-тивменех, е тата лап пируска патне илсе ҫитернӗ чух сӳне-сӳне ларнӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Миките те тӑнӑ, пур енчен ҫыртса пӗтернӗ сахӑр катӑкне каллех сахӑр хумалли ӑшне хунӑ, тарланса ларнӑ питне тумтир аркипе шӑлса илнӗ те хӑйӗн чаппанне тӑхӑнма кайнӑ.
IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Лашан пӑсӑлнӑ, тусанланса ларнӑ, варринче лапчӑкланса тӑракан мӑнтӑр ҫурӑмне вӑл хӑйӗн аркипе шӑлнӑ та унӑн хитре, ҫамрӑк пуҫне йӗвен тӑхӑнтартнӑ, хӑлхисемпе ҫамки ҫине тӳрлетнӗ те шӑварма илсе кайнӑ.
I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Джемма сӑмах каласа яричченех вӑл ун ури патне ӳкрӗ те, питне ун кӗпи аркипе хупларӗ.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Йыттине ачашласан, вӑл каллех ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртнӑ; унтан пӗҫертекен хӗвелтен плащ аркипе пуҫӗ ҫинчен витӗнсе, ҫывӑрса кайнӑ.
L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл арӑмӗпе юнашар утать, амӑшӗ вара кӑшт каярах юлса куҫне тутӑр вӗҫӗпе е саппун аркипе шӑлкаласа пырать.Он шагал рядом с женой, а чуть позади, вытирая глаза то платком, то фартуком, брела мать.
Вӑрҫӑ кунӗсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫӗре ӳксе йӗме пуҫланӑ Шурӑна вӑл кӑпӑшка та тулли аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ, ун куҫҫулӗсене хӑйӗн кӗпи аркипе шӑлса типӗтнӗ.
Ывӑл // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Судьясем хыҫӗнче, питҫӑмартине шухӑшлан шӑлкаласа, хула пуҫӗ — мӑнтӑр, тӗреклӗ арҫын ларчӗ; унтах дворянсен пуҫлӑхӗ, кӑвак ҫӳҫлӗ, мӑн сухаллӑ, хӗрлӗ питлӗ, пысӑк та ырӑ куҫлӑ ҫын тата кӗске сӑхман тӑхӑннӑ, темӗн пысӑкӑш хырӑмлӑ вулӑс старшини ларчӗҫ, — хырӑмӗ пысӑк пулни старшинана хӑйне те вӑтантарчӗ пулас, вӑл ӑна пӗрмаях сӑхман аркипе витме тӑрӑшрӗ, анчах та тумтир арки текех шӑва-шӑва анчӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл шӑппӑн кулса ячӗ те, питне сӑхман аркипе шӑлса илсе, малалла каларӗ:Он тихонько засмеялся, вытер лицо полой кафтана и продолжал:
XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.