Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аркинчен (тĕпĕ: аркӑ) more information about the word form can be found here.
Пӗри ӑна ҫаннинчен туртать, тепри — сӑхман аркинчен.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӗтерука саппун аркинчен тытса сӗтӗрме тытӑнчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Атте! тетӗп, атте! — тесе ашшӗн пиншак аркинчен турткаларӗ вӑл, — анне килнӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Патшалӑх ӗҫне тума ыйтсан-хушсан арӑм кӗпе аркинчен ҫакӑнни арҫынна чыс тумасть.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Мана кӗпе аркинчен ҫавӑтса ҫӳреме эпӗ текех пӗчӗк ача мар.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗри маларах сиксе тухрӗ те жакет аркинчен ҫыртрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Венька амӑшӗн кӗпи аркинчен тытса пычӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Икӗ ҫын шавлӑн калаҫнӑ вӑхӑтра пӳрте кӗтмен ҫӗртен Арлашкин кӗчӗ, урайне плащ аркинчен ҫумӑр шывӗ тумлатса алӑк патӗнчех чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Асатте, юмах ярса ан тӑр-ха, — Варлам Сидоровича пиншак аркинчен туртрӗ пилӗк-ултӑ ҫулхи вараланчӑк сӑмсаллӑ ача.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Анне, анне… — кӗрӗк аркинчен турткалать ача.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ирӗшлӗ-хывӑхлӑ, сӑсӑллӑ, мӑянлӑ ҫӑкӑр, шӗшкӗ кӑчки пашалӑвӗ, «Сталин икерчи», ҫӗрӗк ҫӗрулми, йӗлме хуппи, ҫуркунне-ҫулла серте-пултӑрантан пӗҫернӗ симӗс апат-яшка, майра, качака, пир, пултӑран кӗпҫи, кӑмӑслӑх, кашкӑр ути — акӑ мӗн ҫисе ӳсрӗҫ (хӑшӗ-пӗри выҫӑпа та шыҫрӗ) кипкери, амӑшӗн кӗпи аркинчен ҫакланса ҫӳрекен е тяптяп ҫулӗсенчи вӑрҫӑ ачисем.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӳпере хӗвел кустӑрми ялкӑшать, ҫуртсен аркинчен ӑмӑртмаллах тумла тумлать.

Help to translate

Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.

Пӳрт аркинчен ҫенӗке тӗксӗм мӗлке ӳкнӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хӑраса ӳкнӗ пӗчӗк ачасем амӑшӗсене кӗпе аркинчен е аллисенчен ярса тытнӑ та, вӗсем те пӗрлех йӗреҫҫӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ аннене, ҫывӑрма тухатпӑр тесе, икӗ хутчен кӗпе аркинчен туртрӑм.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Макӑракан та, ҫӑкӑр ыйтса кӗрӗк аркинчен ҫакӑнакан та ҫук.

За полу никто не дергает, есть-пить не просит.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл тӑма хӑтланать те кӗпи аркинчен Яка Илле тытнипе каялла ларать.

Он пытается снова встать, но Илле удерживает ею за подол рубахи.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ахтупай хӑйӗнпе юнашар выртакан Ятламаса тем каласшӑн пулчӗ, анчах лешӗ ӑна кӗпе аркинчен картах туртрӗ.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйне ҫапла пӑтӑрмах тунӑ сунарҫа малти урипе пӗрре ҫапсах вӗлерсе пӑрахасшӑнччӗ пулас, анчах кӑна тума унӑн вӑйӗ ҫитеймерӗ, вӑл Северьяна сӑхман аркинчен ҫаклатса илсе ҫӗре ӳкерчӗ те, касса янӑ йывӑҫ пек, ун ҫине йӑванчӗ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗчӗк Нина амӑш аркинчен вӗҫерӗнмесӗр ҫиме ыйтать.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed