Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Унта вӗҫекен ҫӗлен йӑва ҫавӑрӗ, ҫӑмарта туса чӗпӗ кӑларӗ, вӗсене хӑй хӳтлӗхне пуҫтарӗ; унта хӑлатсем пухӑнӗҫ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн вӗҫсе анӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсемпе пӗрле хир вӑкӑрӗсем, вӑкӑрсемпе пӗрле пӑрусем те тӗшӗрӗлсе анӗҫ — вӗсенӗн ҫӗрӗ юнпа шӑварӑнӗ, тӑприйӗ ҫупа исленӗ, 8. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫанӑн тавӑру кунӗ, Сионшӑн тавӑрмалли ҫулталӑкӗ ҫитнӗ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара анӑҫ енне филистимсен хулпуҫҫийӗ ҫине вӗҫсе анӗҫ, тухӑҫ ачисене пурне те ҫаратса тухӗҫ; Эдом ҫине, Моав ҫине алӑ хурӗҫ, Аммон ачисем вӗсене пӑхӑнса тӑракан пулӗҫ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав кун кил-ҫурта хураллакансем чӗтрене ерӗҫ, вӑй-халлӑ арҫынсем хутланса анӗҫ; авӑртакансем авӑртма пӑрахӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сахалланса юлӗҫ; кантӑкран пӑхакансем курми пулӗҫ; 4. урама тухса кӗмелли алӑксем питӗрӗне-питӗрӗне ларӗҫ; арман чулӗн сасси илтӗнми пулӗ, этем автан авӑтса янӑ чухнех вӑранма пуҫлӗ, юрӑҫӑ хӗрсем шӑпланӗҫ; 5. вӗсемшӗн ӗнтӗ сӑртсем те хӑрушӑ пулӗҫ, ҫулсем сехӗрлентерӗҫ; миндаль йывӑҫӗ ҫеҫкене ларӗ, шӑрчӑк хускалаймӗ, каперс тӑкӑнса пӗтӗ.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хирам вара Соломон патне ҫапла калама ҫынсем янӑ: эсӗ ман патӑма мӗн калама янине эпӗ тӑнласа итлерӗм, кедр йывӑҫҫисемпе кипарис йывӑҫҫисем тӗлӗшӗнчен ху мӗн кӑмӑл тунине пӗтӗмпех тӑвӑп; 9. ман чурасем ӑна Ливанран тинӗс хӗррине турттарса анӗҫ, эпӗ ӑна сулӑсем ҫине тиесе тинӗспе эсӗ кӑтартнӑ вырӑна илсе ҫитерӗп, ҫавӑнта пушатса купалӑп, эсӗ ҫавӑнтан илсе кайӑн; анчах хӑв та тивӗҫтерсем ман кӑмӑла: ман килӗм валли тырӑ кӳрсе тӑмалла ту, тенӗ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2