Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара Елис пуҫ пӳрнине пӑру ҫӑварне чиксе хуллен сӗт ӑшне антаратчӗ, ҫапла майпа ӗҫме вӗрентрӗ.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
«Лаша» куҫӗсем хурлӑхлӑн мӑчлататчӗҫ, вара пысӑк янахлӑ нӗрсӗр пичӗ ӳсӗр куҫҫулӗсемпе йӗпенетчӗ, вӗсене вӑл питҫӑмартисем ҫинчен ывҫӑ тупанӗпе шӑлса антаратчӗ те, аллине чӗркуҫҫисем ҫине шӑлса типӗтетчӗ, — унӑн шалаварӗ ҫинче яланах ҫуллӑ пӑнчӑсем нумайччӗ вара.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Галкина тенӗ хӗрарӑм ҫамрӑк чухне оперӑра хористка пулнӑ, юрӑсене вӑл аванах хаклама пӗлнӗ, ҫакна пула час-часах унӑн сӗмсӗр куҫӗсенчен ӗҫкӗпе тата нумай ҫинипе тӑртанса кӑвакарнӑ питҫӑмартийӗсем ҫине вӗтӗ куҫҫулӗсем юхса анатчӗҫ, вӗсене вӑл питҫӑмарти тӑрӑх самӑр пӳрнисемпе сӑтӑрса антаратчӗ те, кайран пӳрнисене вараланчӑк тутӑрпа шӑлса типӗтетчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ унпала пӗрре ирхине, Ярмаркӑналла уттарнӑ чух паллашрӑм: вӑл килхушши хапхи умӗнче сӗм пӗлми ӳсӗр хӗре извозчикӑн пролетки ҫинчен туртса антаратчӗ; ӑна ансарах ларнӑ чӑлха тӑхӑннӑ урисенчен тытса, пилӗк таран ҫарамаслантарса, вӑл ухлатса та кулкаласа, ним намӑса пӗлмесӗр турткалатчӗ, ун ӳчӗ ҫине суратчӗ; хӗрӗ, лучӑрканса пӗтнӗскер, суккӑрскер, ҫӑварне карса пӑрахса, хӑйӗн ҫемҫе те сикнӗ пек пулнӑ аллисене пуҫӗ урлӑ пӑрахса, пролетка ҫинчен шуса аннӑ чух ҫурӑмӗпе, ӗнсипе тата кӑвакарнӑ пичӗпе пролетка ларчӑкӗ ҫумне, пускӑчӗ ҫумне пыра-пыра ҫапӑнатчӗ, юлашкинчен, пуҫӗпе чулсем ҫумне сапӑнса мостовой ҫинелле ӳкрӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ваҫили Андрейч хакне татах та антаратчӗ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑрманӗ унӑн округӗнче пулнӑ, тата вӑл ялти хуҫасемпе пӗрле тахҫанах ҫакӑн пек йӗрке тунӑ; пӗр хуҫа тепӗр хуҫа таврашне пырса хак хӑпартман; анчах Ваҫили Андрейч кӗпӗрне хулинчи хуҫасем ҫав вӑрмана илесшӗн тенине илтнӗ.
I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Тухтар ача чухне ҫуллахи шӑрӑх кунсенче ял кӗтӗвне ҫакӑнта тапӑра антаратчӗ.Когда Тухтар пас стадо, тут, в тени этих зарослей, они и спасались от летней жары.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑй ахлатнипе, нӑйлатнипе, шурчак, пӗчӗкҫӗ, сисетни, арланӑн пек пӗчӗкҫӗ пичӗ ҫинчи тӗксем куҫлӑхӗпе пурсӑмӑра та пире пусса антаратчӗ, вара ӑна парӑнаттӑмӑр, Петровпа Егоровӑн поведени балне чакарса ҫыраттӑмӑр, вӗсене арӗсе лартаттӑмӑр.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Педагогсен советӗнче асӑрханса калаҫнипе, тем сиксе тухасса кӗтнипе тата хупӑлчаллӑ шухӑшӗсемпе пире просто пуссах антаратчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
- 1