Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анне the word is in our database.
анне (тĕпĕ: анне) more information about the word form can be found here.
Анне ТР Патшалӑх филармони ҫумӗнчи халӑх инструменчӗсен оркестрӗнче вылянӑ, унтан унӑн концертмейстерӗ пулнӑ.

Мама играла в инструментальном оркестре при Государственном филармонии РТ, там у нее был свой концертмейстер.

«Анне юратӑвне туйса ҫӗнтеретӗп» // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Эпӗ анне пек ӑста музыкант пулма пӗтӗм вӑя хурӑп.

Я прикладываю все усилия, чтобы стать великим музыкантом, как моя мама.

«Анне юратӑвне туйса ҫӗнтеретӗп» // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

– Ахванеҫ, мӗн калаҫса ларатӑн, эпӗ сана ӑнланмарӑм, – терӗ анне.

- Афанасий, о чем ты говоришь, я тебя не поняла, - говорит мама.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Анне сӗтел ҫине апат хатӗрлерӗ те ҫиме лартӑмӑр.

Мама приготовила стол и сели обедать.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Юлашкинчен Аверкийӗн йӑмӑкӗ: «Анне, тете инкене илсе килчӗ, паранкӑ пӗҫерер пуль»,– хӑйрӗ сӑмах хушма.

Наконец-то сестренка Аверьяна осмелилась замолвить слово: "Мам, брат невестку привел, наверно картошку сварим".

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Чи хаклӑ, чи юратнӑ ҫын – анне – хӳттинче, ҫул хӗрринче тусан айӗнче ӳсекен шӑнӑр курӑкӗ пек, эпӗ ӳсрӗм те ӳсрӗм.

Help to translate

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«Эпӗ чи малтан мунча хутса ятӑм. Хура мунча. Тӗтӗм-сӗрӗм. Кӑштах хӗрсе ҫитсен, ӑшӑннӑ шывпа пур мунчана ҫуса тасатрӑм. Пысӑк хуранта лӗп шыв хатӗрлерӗм. Тул ҫутӑлса ҫитнӗ ҫӗре сана ҫуратрӑм…» – ҫакна мана пӗр хут ҫеҫ мар каласа панӑ анне.

Help to translate

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Анне пӗлет – ҫак ир ҫӗнӗ чун ҫут тӗнче курать…

Мама знает - в это утро новая душа увидит белый свет...

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Манӑн анне, Анна Степановна Тарасова, ирпе ирех пахча вӗҫӗнче ларакан мунчана васкать.

Help to translate

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Анне ҫут тӗнчерен кайсан аттешӗн ҫав тери пӑшӑрхантӑмӑр — ыратӑвне путарма хаяррипе туслашасран хӑрарӑмӑр.

Когда мать ушла в мир иной, мы очень беспокоились за отца — боялись, что он, заглушая боль, подружиться с "крепеньким".

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Анне чиркӳ хорне юрлама ҫӳретчӗ.

— Мама ходила в церковь петь.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Аттепе анне турра ӗненетчӗҫ»

"Отец и мать верили в Бога".

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Мӗн тери тутлӑ апат хатӗрлерӗ анне! Ҫисе тӑранмалла мар техӗмлӗскерӗн тути халӗ те асра.

Какую вкусную еду приготовила мама! До сих пор помню ненасытный вкус.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Анне монуменчӗ умӗнче ирхине ҫынсем Чӑваш Енӗн тӗп символне сӑнлакан чӗрӗ «йывӑҫне» йӗркелерӗҫ.

Утром у Монумента Матери народ организовал изображение живого "древа", главного символа Чувашии.

Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Унтан Петруша амӑшӗ патне пырса: – Анне, ҫывӑрас киле-е-ет! – терӗ.

Help to translate

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Анне ҫук, хӑнара.

- Мамы нет, в гостях.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ав, анне мунча хутса хатӗрленӗ.

Вон, мама подготовила баню.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Хам пулмасан анне парса ярӗ.

Help to translate

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Хам пулмасан анне парса ярӗ.

– Если меня не будет, то мама нальет.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Анне тырӑ питӗ ӑста выратчӗ, атте ӑна ним те памастчӗ.

Мама очень искуссно жала хлеб, папа ей ничего не давал.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed