Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗн (тĕпĕ: ай) more information about the word form can be found here.
Ман ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ те ҫав кунран пуҫласа вара талӑкра виҫӗ хутчен ҫитерме тытӑнчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем пурте куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Туй ачисем кӗрлесе, Карталанса куҫаҫҫӗ, Хулсем айӗн пӗшкӗнсе Арӑмсемпе ташлаҫҫӗ.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Упӑшки вара, анрашса, малтанхи сӗвӗрӗнкӗ мӑкӑр-мӑкӑрнех пӑрӑҫласа сӑмса айӗн ҫӑрать-ха.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗрпе каччӑ ҫума-ҫумӑнах, малалла чикӗнсе, пӗр хыпӑнчӑк чупӑ сулӑмне ӳксе, чалӑшлатса, чӗреслетсе ҫапса, пӗр юхӑмлӑн чашлаттаракан ҫумӑр айӗн килкарти еннелле пушар сӳнтерме виркӗннӗ пек ыткӑнчӗҫ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Натюш кӑвак чечеклӗ хӗрлӗ халатпа, шурӑ хӑнтӑрлӑ ӑшӑ пушмакпа; ҫӳхе кӑвак косынка айӗн тухнӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем, Альтукӑнни пекех, кӑтраланса тӑраҫҫӗ; ачанни евӗр таса кӑвак куҫӗсем ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ; тути те ачанни пек таса, хӗрлӗ, пӗркеленмен.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар тӳрех каламарӗ, кӗнекине шалт! хупса хучӗ те тусӗ ҫине куҫ айӗн пӑхрӗ.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Ы-ых!» — тесе ҫӳҫенекен Альӑна Акчуров хӑйӗн плащне, шлепкине хывса тӑхӑнтартрӗ те ҫумӑр айӗн ӑна ӑсатма костюм вӗҫҫӗнех, ҫара пуҫӑнах кайрӗ.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Малти самолетран тӑсланкӑ летчик сиксе тухрӗ те, хӗвел ҫутинче куҫӗ шарса кайнӑран, хӗрсем ҫинелле алӑ айӗн пӑхса кулчӗ.

Help to translate

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑрӑм куҫ тӗкӗсем айӗн куҫ шӑрҫисем пушшех хуран, куҫ шуррисем пушшех тасан, пӗчӗк ачанни пек курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑв таса пулсан, ҫын сана ҫамка айӗн сиввӗн пӑхни нимех те мар.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Унтан, упӑшкине парӑннӑн курӑнма тӑрӑшса, куҫ айӗн Микула ҫине ӑмсанса пӑхрӗ те: — Эсир каччӑ чухнехине аса илсе ӗҫрӗр, манӑн мӗне аса илсе ӗҫес-ши? — терӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмах калаччен вӑл, Михха ҫине куҫ айӗн пӑхса, йӑл кулса илчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан Уҫка ҫине куҫ айӗн пӑхрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар куҫ айӗн пӑхса илчӗ те: — Эпӗ хам мӗн пама пултарнине йӑлтах паратӑп. Мана нимӗн те ытлашши кирлӗ мар, — терӗ.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӗлкӗшпе пӑр катӑкӗсем, каҫма айӗн йӑтӑнса тухса, малалла ҫул тытаҫҫӗ.

Help to translate

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Стерлӗкпе улталанӑ пек улталамӑн-и? — куҫ айӗн пӑхса ыйтрӗ Али-Акрам.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ывӑлӗпе пӗрле сӗтел хушшине ирхи апата кӗрсе ларсан (те ирхи апат пулчӗ ӗнтӗ уншӑн, те кӑнтӑр апачӗ) пурне те куҫ айӗн пӑхса ҫаврӑнса майӗпен кӑна ҫапла ыйтрӗ:

Help to translate

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тукайпа эпир туслӑ, — тем ырӑ япала асне килчӗ пулас хуҫана — сухал айӗн кулӑ палӑрчӗ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Санпа черкке шаккама пулать, — терӗ куҫ айӗн Бурнаш ывӑлӗ ҫине пӑхса Сарри.

Help to translate

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed