Шырав
Шырав ĕçĕ:
айӑккисенчен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Нимӗҫсем Ромолан ҫине вӑйлӑн тӑрӑннӑ, айӑккисенчен ҫавӑрса иле пуҫласан, хӗрлисем, сахӑрпа тар тӑвакан заводсен районне сыхлас шутпа, Бахманчпа Конотоп патӗнче капланса пухӑнма тытӑннӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫав тери вӑйлӑ пенӗ вӗсене карап ҫинчен: кимӗсенчен ҫурри тайкаланма пикеннӗ, ӳпӗнсе кайнӑ, пӗр ҫын кӑна мар шыва кайнӑ; ҫапах та кимӗ айӑккисенчен ҫыхса янӑ хӑмӑш ҫыххисем вӗсене путасран ҫӑлнӑ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Мастеровойсем, вӗренсене туртнӑ та айӑккисенчен хытарса тӑракан пӗренесене сӗтӗрсе антарма пуҫланӑ.
Адмиралтейски верфь // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Митька, урӑм-сурӑм ирсӗррӗн хӑйкӑлтатса ятлаҫса, хӑйне чӗн пиҫиххирен тытса хыҫалалла сӗтӗрекен Михей ҫине пӑхмасӑрах, вӑкӑрне сӑмси-ҫӑварӗнчен, айӑккисенчен ӑшалантарать.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑватӑ «мессершмитт», ҫапӑҫуран тухса, Алексея ҫӳлтен, аялтан, айӑккисенчен те хупӑрларӗҫ те, тӑрӑ кӑвак тӳпере аванах курӑнакан пульӑсемпе ҫул кӑтартса, ӑна «хӗскӗче» илчӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Страницăсем:
- 1