Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Щукаре (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫакна Давыдов стана ҫитсен пӗлчӗ, халлӗхе вӑл Щукаре ӑсатса ячӗ те Разметнова лашана хытӑрах хӑвалама хушрӗ, вара часах вӗсем бригада станӗ патне пырса ҫитрӗҫ.

Давыдов обо всем этом узнал, приехав на стан, а пока, проводив Щукаря, попросил Размётнова погонять — и вскоре подъехал к стану бригады.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукаре Любишкин аллинчи ҫӑпала ҫӗҫӗ пекех курӑнса кайнӑ та, вӑл вара ури вӑйӗ ҫитнӗ таран, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, вырӑнтан тапса сикнӗ…

Щукарю показалось, что в руках у Любишкина нож, и он со всех ног, не оглядываясь, кинулся бежать…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑмсем вӑкӑрӗсене пӑрахсах Щукаре курма пухӑнса тӑраҫҫӗ.

А бабы быков кинут, заиржут, зашумят: «У Щукаря грызь выпала!..» — и опрометью бегут любопытствовать, как он, Щукарь этот, грызь обратно в свое нутряное место впихивает.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсене вӗлернӗшӗн вара каллех Щукаре тӗрмене хупса лартма пултараҫҫӗ…

Вот тебе и убивство, и обратно могли бы посадить Щукаря в тюрьму…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юрать-ха тата вӑл ман карланкӑ патне ҫитеймерӗ, ярса илнӗ пулсан, пӗр-икӗ хутчен пӑвнӑ пулӗччӗ те, вара хайхи Щукаре вилнисене асӑнмалли кӗнеке ҫине ҫыр та хур пулатчӗ.

Да ить хорошо, что он мне до глотки не добрался, а то давнул бы раза два за хрип — вот тебе и записывай Щукаря в поминание.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӑмӑл урапа ачасем тӗлне ҫитсен, вӑл Щукаре: «Тӑрат-ха», — терӗ те куҫӗпе тӗллесе, пӗр ҫара уран пыракан ҫичӗ ҫулсене ҫитнӗ шурӑ пуҫлӑ ачана чӗнсе илчӗ:

Когда дрожки поравнялись с ребятами, он попросил Щукаря: «Останови» — и, прицелившись взглядом, выбрал парнишку лет семи, босого, белоголового:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла майпа вӑл Щукаре ҫывӑхри тӑкӑрлӑка ҫити вирхӗнтерсе каять.

Таким манером пронесла она Щукаря до первого проулка.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тавах-ха, чиканӗ ырӑ кӑмӑллӑскер пулнӑ: хаклашсан-хаклашсан юлашки пӗр тенкине те катса панӑ, чӗлпӗрне, аркӑ вӗҫӗпе чӗркесе Щукаре тыттарнӑ, Щукарӗ те ӑна хӑйӗн сюртук аркипе чӗркесе тытнӑ.

Спасибо, цыган оказался человеком доброй души: поторговавшись, он сбавил и последний рубль, из полы в полу передал Щукарю повод недоуздка.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗҫен кайӑк пек! — сӗлехине сирпӗтсе, ӗшеннипе лӑштӑрах кайнӑ Щукаре сюртукӗ аркинчен турта-турта, турра асӑна-асӑнах ӗнентернӗ чикан.

Как птица! — уверял и божился цыган, брызжа слюной, хватая сомлевшего от устали Щукаря за полу куртки.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукаре Давыдов колхоз правлени конюхӗ туса хучӗ.

Щукаря Давыдов назначил конюхом при правлении колхоза.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов Щукаре шурӑ кӗрӗкӗнчен палласа илчӗ, вара, хӑй ӑна-кӑна пӗлмесӗрех, мучие кӳрентермелле каласа хучӗ:

Давыдов узнал Щукаря по белой шубе и, сам того не зная, жестоко его обидел:

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed