Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шахруна (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Шахруна тытма уйӑрса янӑ ҫынсемпе полици салтакӗ Шуркассине ҫитнӗ ҫӗре Яка Илле тарҫи урайӗнче хускалмасӑр выртатчӗ.

Когда выделенные на поимку Шахруна несколько человек и сопровождавший их полицейский прибыли в Шургасы, работник Яга Илле лежал бездыханный на полу.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сирӗн вырӑнта эп ҫав Шахруна тахҫанах хулӑпа йӑкӑрламалла.

— Я бы на вашем месте давно ему кол в задницу всадил да перебутырил все его кишки вонючие!

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аптранӑ енне Ивук хӑйне пулӑшма хӑрах куҫлӑ тарҫине Шахруна ертсе килнӗ-мӗн, лешӗ кун каҫа Савтепи умӗнчен темиҫе хут сӑмах чӗнмесӗр ирте-ирте каять.

Загнанный в угол, Ивук привел себе в помощники одноглазого работника отца — Шахруна, который днем и вечером молча маячит возле Савдеби.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук хӑйӗн ӑшӗнче Шахруна мухтаса илчӗ те ун ҫине тепре сӑнаса пахрӗ.

И, в душе похвалив Шахруна, взглянул на него теплее.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан Ухтиван кӑштах пӗкӗрӗлет те пуҫӗпе каялла Шахруна сӑмсинчен шачлаттарать.

Выждав минуту, Ухтиван что есть силы двинул затылком Шахруну в нос.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шахрун кӗлет хурал тӑрать, эсӗ кӗлетпе Шахруна сӑнатӑн, ҫынсем сире пурне те кураҫҫӗ.

Шахрун амбар стережет, ты — Шахруна с амбаром, а люди, деревня все видят.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пӑшатан куҫ! — аса илет каллех Яка Илле Шахруна — Пампур.

«Ах, бес одноглазый! — снова принимается за Шахруна Илле. — Памбур!

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пулма-ас! — тет вӑл хӑй ӑшӗнче хӑрах куҫлӑ Шахруна ятласа.

Молча, про себя, почем зря наругивает Шахруна: «Не-ет, не бывать по-твоему.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шахруна ыйхӑ пуснӑ.

Шахрун борется со сном.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑш-пӗр чухне иккӗн-виҫҫӗн пӗр харӑссӑн ҫапаҫҫӗ Шахруна.

Иногда одновременно три-четыре удара.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вилӗмне сиснӗ тискер кайӑк тӑп-тӑр кӑнтӑр кунӗнче яла пырса кӗнӗ пек, Шахруна та темскер ҫынсем ҫине туртать.

А Шахруна так и тянуло к людям, словно дикого зверя, почуявшего свой близкий конец и забредшего средь бела дня в самое пекло.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрӗнкӗ пулсан та ҫын ӑсне ҫитерет: вӑл хуллен кӑна сӑнаса тӑрать, ушкӑнтан Лӗхтинккапа Шахруна палласа илет те лешсем тухса кайсан тин стараста патне чупать.

Приглядевшись, признал среди грабителей Лехтинку и Шахруна и, как только они ушли с ворованными товарами со двора, побежал к старосте.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепре ҫапла хӑтланнине курсан эп сире ҫапса пӑрахатӑп, Шахруна калатӑп!

Еще раз такое увижу, прибью вас, Шахруну скажу.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эппин, Шахруна хушатпӑр.

— Тогда прикажем Шахруну.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed