Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑҫсем хыҫӗнче хӗвел ҫутин хӗрлӗ пайӑрки ансӑрлансах, ансӑрлансах пычӗ, юлашкинчен хӗрлӗ пайӑркаран шупкарах ҫутӑ ҫеҫ тӑрса юлчӗ, вӑл ҫӗр ҫинче аялта ҫуталса тӑчӗ.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Кутамкка чӗнӗсем унӑн хулпуҫҫине каялла туртса лартнӑ, ҫанни ҫинче хӗрлӗ пурҫӑн якӑр ҫутӑлса тӑрать, тюбетейка айӗнчен хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑрки курӑнать.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Стенасем ҫийӗнче питех те илемлӗ мрамор курӑнать, ҫак мрамор тӑрӑх ӳт тӗслӗ, е сарӑ йӗрлӗ тымарсем тӑсӑлкаласа выртаҫҫӗ, хутран-ситрен хӗрлӗ пӑнчӑсем курӑнкалаҫҫӗ, е хура мрамор ҫинче хӗрлӗрех пӑнчӑсем палӑраҫҫӗ.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ташӑ ансамблӗ хӗрлӗ ялавлӑ, мӗншӗн пӗр хӗрлӗ ялавлӑ колхоз та ҫук?Ансамбль пляски краснознаменный, а почему-то колхозов ни одного нету.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗрлӗрех сарӑ тата кӗрен тӗслӗ ир пиҫсе ҫитекен кавӑнсем, ҫутӑ сарӑ дыньӑсем, пӑрӑҫсен хӗрлӗ ҫыххисем, пирсем ҫине сарнӑ хура-хӗрлӗ кизилсем, шӑлан ҫырлисен коралл куписем тата терновник ҫырлисен тӗксӗм кӑвак куписем, инжирӑн симӗс-сарӑ та хура ҫыххисем тата гранатсен тӗксӗм хӑмӑр чӑмӑрккисем ҫурт виттисен тайлӑмӗсене илемлетсе тӑраҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
«Тухтӑр» хыҫҫӑн пралукран тунӑ ҫунатне хӗрлӗ стрептоцидпа пӗветнӗ марлӗпе карнӑ лӗпӗш-хӗрача, ҫӑпаталлӑ «Рязань хӗрарӑмӗ»; коленкор атӑллӑ «танкист», мӑйӑхлӑ йывӑҫ лаша ҫине утланнӑ, кӗске йӗмӗ ҫине хӗрлӗ хӑю ҫӗленӗ «Дон казакӗ», пӗчӗк ҫатмасем йӑтнӑ «повар», шоколад чӗркекен кӗмӗл хутран тунӑ «тимӗр тумтир» тӑхӑннӑ «Александр Невский» пыраҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кухньӑра ун куҫне хӗрлӗ хӑмач татӑкӗ ҫыпӑҫтарнӑ патак курӑнчӗ, ӑна вӑл кӑмӑлсӑррӑн алла тытса кӑмака айне чикесшӗн пулчӗ, анчах унтан, тарӑннӑн сывласа ярса, ҫав патак ҫумӗнчи ялав ҫурӑкне татса илчӗ, хӗрлӗ татӑка тирпейлӗн хутлатса кӗсйине чиксе хучӗ, патакне чӗркуҫҫипе хуҫса кӑмака умне пӑрахрӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Мухтав, пирӗн большевиксен партине, мухтав Хӗрлӗ Ҫарпа Хӗрлӗ Флота!Слава нашей партии большевиков, слава Красной Армии и Красному Флоту!
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫак ҫӗнтерӗве вӑл хӑйӗн аслӑ ҫулпуҫӗсен Ленинпа Сталин ӑслӑлӑхне, Хӗрлӗ Ҫарӑн паттӑрлӑхне, хӗрлӗ партизансен хастарлӑхӗпе хӑюлӑхне пула турӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӗрлӗ Мускав — Хӗрлӗ Берлин!
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Санин унта пӗрер стакан лимонад ӗҫес тесе кӗчӗ, анчах пӗрремӗш пӳлӗмре пӗр чун та пулмарӗ, — кунта, лавккаҫӑ тӑракан вырӑн хыҫӗнчи сӑрланӑ шкаф ҫӳлӗкӗсем ҫинче, аптекӑна аса илтерсе, ылтӑн хутлӑ темиҫе бутылка тата сухарисем, шоколадсем, леденецсем хунӑ кӗленче банкӑсем лараҫҫӗ; сӑрӑ кушак анчах чӳрече патӗнчи ҫӳллӗ, ҫыхса тунӑ тенкел ҫинче малти урисене вылятса, куҫне хӗссе мӑрлатать тата йывӑҫран касса тунӑ, йӑвантарса янӑ карҫинккапа юнашар пысӑк тӗркем хӗрлӗ ҫӑм каҫхи хӗвелӗн чалӑш кӗрекен пайӑркисемпе йӑм хӗрлӗ курӑнса выртать.
I // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Рыцарь питлӗхӗ ҫинче ылтӑн пиҫиххи пулать пирӗн; аялта, сылтӑм енче, — чалӑш хӗрлӗ хӗреспе йӑлмак, хӗресӗ ҫинче йытӑ выртать — ку ӗнтӗ хӑрушлӑха пӗлтерет; йытӑ ури айӗнче — шӑллӑ сӑнчӑр, ку — чуралӑх; симӗс шеврон, унӑн ҫӳлти вӗҫӗ тӑмхаллӑ, сенкер тӗс ҫинче виҫӗ авӑнчӑк йӗр, питлӗх варринче — герб, ун хӗррисене картласа эрешленӗ; ҫӳлте — хуп-хура таркӑн негр, хулпуҫҫи урлӑ вӑл ҫӑк ҫакнӑ, сулахай енчи хура йӗр ҫинче тӑрать, питлӗхе аялтан икӗ хӗрлӗ юпа тытса тӑраҫҫӗ — кусем эпир иксӗмӗр; девиз «Маggiorе frettа, — minorе аtt».
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах вӑл та пулин тепӗр сехетренех сӳрелет: вӗсем апат е ҫӑкӑр илме салтаксен «хӗрлӗ» кухни патнелле туртӑна пуҫлаҫҫӗ, водопровод хӑҫан ӗҫлеме пуҫласси пирки ыйтма «хӗрлӗ» коменданта шыраҫҫӗ, хӑйсен ачисене варвитти чирӗ ернипе ерменнине пӗлме аманнӑ салтаксем выртакан медсанбата ҫӗклеҫҫӗ…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Йывӑҫ турачӗсем хушшисемпе лутра тӗмесенче илемлӗ саслӑ какадусем, хӗрлӗ пӗсехеллӗ симӗс какариксем, йӑлтӑртатса тӑракан хура питлӗ таупӑсемпе кӑвакал пысӑкӑшне ҫитекен хӗрлӗ те кӑпӑш тӗклӗ попугайсем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юланутсем иккӗшӗ те шинельпе, шинель ҫинчен портупейсемпе туртса ҫыхнӑ, ҫаннисем ҫинче виҫшер хӗрлӗ квадрат, анчах Гаврилов комбатӑн петлицисем симӗс, унӑн юлташӗн хӗрлӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ку кӳлӗ «Шурӑ» ята илме тивӗҫли, Хура тинӗс «хура» ята, Хӗрлӗ тинӗс «хӗрлӗ» ята, Сарӑ шыв «сарӑ» ята, юлашкинчен, Сенкер сӑртсем «сенкер» ята илме тивӗҫлӗ пулнинчен пӗрре те ытлашши мар.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ, Хӗрлӗ Ялав орденӗ, МОПР значокӗ, йӗпсем, пӗр катушка ҫип, валериановӑй тумлам кӗленчи.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
— Аслати авӑтнӑ пекех, кӗмсӗртетрӗҫ орудисем, ҫил пекех вӗҫтерсе ҫитрӗҫ утлӑ ҫарсем, пӗлӗтсем пекех вӗлкӗшсе иртрӗҫ хӗрлӗ ялавсем, — ҫавӑн пек тапӑнма пуҫларӗ Хӗрлӗ Ҫар.
Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.
Манӑн кӗсьере юн пек хӗрлӗ пӗрлӗхен ҫырли те, кӑвак хура ҫырла та, хӗрлӗ кӗтмел ҫырли те пурччӗ.Еще у меня была в кармане кровавая ягодка костяника, и голубая черника, и красная брусника.
Тилӗ ҫӑкӑрӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 7–9 с.
Кун ҫути тахҫанах сӳннӗ ӗнтӗ, каҫ пулчӗ, малтан вӑл вут ҫулӑмӗ пек сарӑ хӗрлӗ тӗслӗччӗ, кайран йӑмӑх хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ ӑна.День давно погас, и вечер, сперва весь огнистый, потом ясный и алый.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.