Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрача the word is in our database.
Хӗрача (тĕпĕ: хӗрача) more information about the word form can be found here.
 — Ӗнер эпӗ ӑна коридорта курсаттӑм та, чӑннипех те хӗрача ӗнтӗ, ҫап-ҫамрӑк хӗрача.

 — Встретил я вчера ее в коридоре, ну, девчушка еще, совсем девчушка.

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Алӑк витӗр Мархва йынӑшни тата хӗрача хурлӑхлӑн йӗни илтӗнет; унтан ҫенӗк алӑкӗ уҫӑлчӗ те Корнейӑн амӑшӗ хӗрачапа таса пӳлӗмрен тухса ҫенӗк витӗр пысӑк пӳрте кӗрсе кайни илтӗнчӗ.

Из-за дверей слышно было, как стонала Марфа и жалостно плакала девочка; потом отворилась дверь в сени, и он слышал, как мать с девочкой вышла из горницы и прошла через сени в большую избу.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Майӗпен-майӗпенех вӑл хӗре палласа илчӗ, хӑй килтен тухса кайнӑ чухне вӑл ҫинҫешке, савӑнӑҫлӑ хӗрачаччӗ, ҫак хӗрача ӗнтӗ ашшӗ-амӑшне, пиччӗшне те ҫӗре чикнӗ.

Мало-помалу он узнал в ней, наконец, ту маленькую, тоненькую и веселенькую девочку, которую он оставил дома с теми, кому она закрыла глаза.

Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.

Сӑпкари хӗрача кама хывнине пӗлме кансӗр пулсан та, хӑнасем карчӑка кӳрентерме хӑяйман, ҫывӑрса выртакан хӗрача питне курса, пурте вӑл чӑн-чӑнах Василиса Ниловнӑна пӑхнӑ тесе шутланӑ.

И хотя трудно было заметить хоть каплю сходства, но гости не смели огорчать старуху, и все, видя сонное личико девочки, приходили к тому, что ребенок и в самом деле вылитая копия Василисы Ниловны.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Радӑна курсан хӗрача хӗпӗртесе кайрӗ, Огнянова лайӑх пӗлекен ҫын кунта пӗртен пӗр Рада ҫеҫ-ха, хӗрача вӑл пулӑшасса та ӗмӗтленме пултаратчӗ.

Не мудрено, что она обрадовалась, завидев Раду, ведь Рада была здесь единственным человеком, близким Огнянову, и у нее можно было попросить помощи.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӑх-ха, ку хӗрача ӑҫталла ҫапла ут-вӗттин чупать? — ыйтрӗ те Стайка, утнӑ ҫӗртен чарӑнса, ҫыранпа чупса пыракан хӗрача еннелле кӑтартрӗ.

— Глянь-ка, чего она бежит со всех ног, эта девчонка? — спросила Стайка, остановившись и указав рукой на босоногую девочку, быстро пробегавшую по лужайке.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл хӑй тӑнӑ вырӑнтан кӑштах сикрӗ те: — Хӗрача! Марийка! Марийка! Хӗрача, эй! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Он тронулся с места и закричал: — Девочка! Марийка! Марийка! Девочка, эй!

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнтан сиссе илчӗ те вӑл ку хӗрача Марийка иккенне, вӑл тухтӑра шырать пулсан, темле пит кирлӗ ӗҫпе шырать ҫав ӗнтӗ; хӗрача макӑрни вара темӗнле тытӑннӑ ӗҫ ӑнӑҫманнине ҫеҫ пӗлтерчӗ…

Теперь он догадался, что эта девочка — Марийка и что если она искала доктора, то, надо полагать, по очень важному делу; а ее испуганный плач можно объяснить только ее неудачей…

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫыран хӗрринчи шнур ӑстисем пурӑнакан ҫуртсенчен пӗрин алӑкӗ уҫӑлчӗ те, урамалла пӗр хӗрача тухса тӑчӗ; хапха патнелле пырса хӗрача питне-куҫне ҫума тытӑнчӗ.

Дверь одной из шнуровых мастерских, стоявших на берегу, открылась, и во двор вышла девочка-подросток; подойдя к воротам, она принялась умываться.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Саня, пиччӳ каланине кирек хӑҫан та итле, — тет Даша инке йӑмӑка, — эсӗ хӗрача, хӗрачан арҫын ача ҫумӗнче хӳтлӗх тупмалла.

— Ты, Саня, смотри, слушайся брата во всем, — говорит тетя Даша сестре, — Ты, как девочка, должна на него опираться.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрача текех курӑнмарӗ, ҫапах та Том хӑйне хӑй пӑртак йӑпатса ҫапла шухӑшларӗ: хӗрача пӗр-пӗр чӳречерен пӑхать пулӗ, вӑл уншӑн епле тӑрашнине курать пулӗ.

Но девочка больше не показывалась, и Том утешал себя мыслью, что она, может быть, подходила в это время к окну и видела его старания.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл вара пурне те кӑларса ярать те, хӗрача ашшӗпе амӑшне тата Хӑйпе пӗрле пынисене илсе, хӗрача выртакан пӳлӗме кӗрет.

Но Он, выслав всех, берет с Собою отца и мать девицы и бывших с Ним и входит туда, где девица лежала.

Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗррехинче вӗсем Израиль ҫӗрӗнче пӗчӗк хӗрачана тыткӑна илнӗ; ҫак хӗрача Нееман арӑмӗ патӗнче тарҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ.

Однажды пошли отрядами и взяли в плен из земли Израильской маленькую девочку, и она служила жене Неемановой.

4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла майпа бригада командирне пехотӑпа ҫыхӑнма, пулӑшу кӳме май панӑ та, - каласа парать 17-ри хӗрача.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Хӗрача Сафрон Филиппович Филиппов мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне «утса тухма» тӗв тытнӑ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Тата икӗ ҫултан хӗрача ҫуралчӗ.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шкула ҫӳрекен хӗрача пек.

Help to translate

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӗрача, канфетсене илсе, йытта сӑмсалӑхӗнчен пырса тытрӗ.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чылайран тин алӑка ҫырӑ ҫӳҫлӗ, чакӑр куҫлӑ, йӑмра хулли майлах чанккамас хӗрача пырса уҫрӗ.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Иккӗ-виҫҫӗри этем хӑй тӑлӑх ачасен интернатӗнче пурӑннине те, унта кухньӑра ӗҫлекен Пӑлаки аппа — шкула ҫӳрекен хӗрача пекех хыткан, пӑрчӑкан евӗр йӑрӑ хӗрарӑм — амӑшӗ пулманнине те чухлайман вӗт-ха.

Help to translate

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed