Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лопухов йӑлтах каласа кӑтартать: ӑна уроксем тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитерни тата мӗнле ҫемьере е мӗнле ачасем мӗншӗн йӑлӑхтарни, завод кантурӗнче вӗрентесси йӑлӑхтарманни ҫинчен те каласа кӑтартать, мӗншӗн тесен унта вӗрентни питӗ кирлӗ ӗҫ, пӗтӗм заводри халӑха пырса тивет, унта вӑл хӑшпӗр ӗҫсене тума ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ: хут вӗренме кӑмӑл тӑвакансене питӗ нумай шыраса тупнӑ, вӗсене хут вӗрентме вӗрентсе ҫитернӗ, вӗреннӗ работник машинӑсене те, ӗҫе те сахалтарах пӑснине кӑтартса парса, ҫав учительсене фирмӑран шалу памалла тутарнӑ, мӗншӗн тесен работниксене вӗрентсен, прогул тӑвакансемпе ӳсӗр ҫӳрекенсем сахалланаҫҫӗ, паллах, шалӑвӗ ытлашши пысӑках мар ӗнтӗ; тата вӑл рабочисене ӗҫме яманни, ҫавӑнпа вара час-часах вӗсен килӗсенче пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — сахал-и унта мӗн пулма пултарать.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн ӗҫ йывӑр, хӑшпӗр ӗҫсене вара эпӗ хам та тем пекех кураймастӑп.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсанов хӑйӗн тусӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн Лопуховсем патне пырсассӑн хӑй ӑнсӑртран йӑнӑшасран е Вера Павловна ҫине пуҫласа пӑхсассӑн хӗрелсе каясран, е вӑл ун ҫине пӑхма тӑрӑшманни ытла паллӑ пуласран, е мӗн те пулин ҫавӑн пеккинчен хӑранӑ; ҫук, Верӑпа пӗр минутлӑх тӗл пулнӑ хушӑра вӑл питӗ савӑнӑҫлӑ пулчӗ тата унӑн савӑнӑҫлӑ пулма тулли право та пулнӑ: хӑшпӗр вӑхӑта тусӗсенчен уйрӑлмалла пулнӑскер, тахҫанхи тусӗсем патне таврӑннипе савӑнса, ҫын кӑмӑллӑн та ӑшшӑн йӑл кулать, лӑпкӑн пӑхать вӑл, витӗмлӗн те ним шухӑшласа тӑмасӑр калаҫать, ун чун-чӗринче, вӑл калакан шухӑшсемсӗр пуҫне, урӑх нимӗнле шухӑш та ҫук вара, эсир чи усал элекҫӗ-хӗрарӑм пулнӑ тата сирӗн, ун ҫине пӑхса мӗн те пулин ун пек марри ҫав тери тупас килнӗ пулсан та, эсир пурпӗрех ӗҫ ҫукран, хӑйне лайӑх паллакан ҫынсемпе пӗрле каҫхи вӑхӑтне ирттерме хавас ҫынна курнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курман пулӑттӑр.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Юлашки вӑхӑтра хӑшпӗр чух мӗншӗн кичем пула пуҫларӗ-ха ҫак мана? е кичемлӗх мар-и ку, ахаль ҫеҫ-и?«Что это в последнее время стало мне несколько скучно иногда? или это не скучно, а так?
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ хӑшпӗр вак-тӗвексем ҫинче чарӑнса тӑратӑп пулсан, ӑна эпӗ Вера Павловна ӗҫе мӗнле туни, вӑл ӗҫе утӑм хыҫҫӑн утӑм чӑтӑмлӑн, ывӑнма пӗлмесӗр илсе пыни, хӑйӗн правилине ҫирӗп тытса пыни курӑнса тӑтӑр тесе анчах тӑватӑп: вӑл канаш парать, ӑнлантарать, хӑй пулӑшма хатӗр тӑрать, пурте пӗрле шутланине пурнӑҫлама пулӑшать, анчах хӑй тӗллӗн нимӗн те тумасть.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑшпӗр магазинсемпе ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерскойсем ӑна ӑмсанма пуҫларӗҫ, анчах ӗҫ нимӗн чухлӗ те улшӑнмарӗ темелле, тӗрлӗрен чӑркӑшусем ан пулччӑр тесе, Вера Павловнӑн мастерской ҫине вывеска ҫакма право илмелле пулчӗ кӑна.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑшпӗр ӗҫ чеен тумасӑрах чеен пулса пырать.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна хӗрхенекен, анчах та каҫарма пултарайман ҫынсем, унтан хӑйӗнчен каҫару ыйтса, ӑна унӑн хӑшпӗр лайӑх енӗсем ҫинчен те калама пултарнӑ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑшпӗр ашкӑнчӑксене хӗретмеллех сӑмахсем лаплаттаракан Жюли-и ку?Та ли это Жюли, которая отпускает штуки, заставляющие краснеть иных повес?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кусем ман хыҫран вута та, шыва та кӗрӗҫ, Войсковой хуторти хӑшпӗр йӗксӗксем, ӗненмен казаксем пек мар.Эти за мной пойдут в огонь и в воду, не так, как некоторые подлецы и маловеры из хутора Войскового.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Факта хирӗҫ кайма ҫук тата хӑшпӗр япаларан ҫӳлерех те сикме ҫук.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кунта, Ватн-эль-Хав тӑвӗ ҫинче, хӑшпӗр чухне вӗрӳ-суру туррисем ҫӳреҫҫӗ, теҫҫӗ…Рассказывают, что здесь, на горе Ватн-эль-Хав, иногда бродят языческие боги…
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.