Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Христоньӑна (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Дуняшка кӗҫех Филоново патӗнчи фронтран ҫапӑҫура вӗлернӗ виҫӗ казака — Аникушкӑна, Христоньӑна, унтан тата хуторӑн леш вӗҫӗнчи тепӗр вунҫичӗ ҫулхи йӗкӗте хурса таврӑнни ҫинчен пырса пӗлтерчӗ.

Вскоре Дуняшка вернулась с известием, что с Филоновского фронта привезли трех убитых казаков — Аникушку, Христоню и еще одного, семнадцатилетнего парнишку с того конца хутора.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Христоньӑна ӑсатнӑ хыҫҫӑн Григорий кӑштах шухӑшлакаласа ларчӗ те ҫапла шут турӗ:

Проводив Христоню, Григорий после короткого размышления решил:

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗнле вӑл Христоньӑна ҫурӑм тӑрӑх туртса касрӗ!

Как он Христоню-то потянул вдоль спины!

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн ҫирӗп тута шанса туртӑнчӗ, хӑй, мухтаннӑ пек, Христоньӑна хулпуҫҫийӗнчен лӑпкаса илчӗ.

Твердые губы его ежились, и он не без похвальбы хлопнул Христоню по плечу.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку унӑн пуҫӗнче майдана кайнӑ чух тӗвӗленсе пиҫрӗ; анчах кун пирки Григорие те, Христоньӑна та шарламарӗ; вӗсене темскер урӑххи канӑҫ паманнине уҫӑмсӑррӑн тавҫӑрса, халӗ вӗсемпе асӑрханарах калаҫма шут турӗ.

Решение это выспело в нем, пока шли к майдану, но ни Григорию, ни Христоне Иван Алексеевич не сказал о нем, смутно понимая, что они переживают что-то иное, и в глубине сознания уже опасаясь их.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Съезд пыракан пӳлӗме кӗрсе каймалли алӑк умӗнче Христоньӑна темле казак, калаҫнӑ тӑрӑх анахрисем пек туйӑнаканскер, чарса тӑратрӗ.

Почти у самого входа в комнату, где происходил съезд, Христоню остановил один из казаков, — судя по выговору, низовской.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Христоньӑна шинель ҫаннинчен туртрӗ те Иван Алексеевич, палӑрмаллах тӗксӗмленсе, каласа хучӗ:

 — Иван Алексеевич тронул рукав Христониной шинели, сказал, заметно бледнея:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун патӗнче Христоньӑна Иван Алексеевич тӑраҫҫӗ.

Около него стояли Христоня и Иван Алексеевич.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Карчӑк, хӑйӗн тӗпренсе пӗтмен вӗтӗ шӑлӗсен ҫӑра речӗпе Христоньӑна тӗлӗнтерсе, сивлеккӗн кулса илчӗ.

— Старуха сурово улыбнулась, удивив Христоню густым рядом несъеденных мелких зубов.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку вӑхӑтчен нимӗн шарламасӑр тӑнӑ Степан ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн: вӑл Христоньӑна тӗртсе ячӗ те тӳрех Петро ҫине сиксе ӳкрӗ.

Молчавший все время Степан словно этого и ждал: отпихнув Христоню, кинулся на Петра.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed