Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗр шухӑшласан, эпир кунта, тӑшман хупӑрласа илнӗ хулара, ҫакӑн пек пурӑннинчен тӗлӗнмелле, — терӗ Гальцин, стаканне илсе чӳрече патнелле пынӑ май, — фортепьяно, хӑймаллӑ чей, хваттерӗ тата, тӗрӗссипе каласан, Петербургра эпӗ, хамӑн кун пек хваттер пулас пулсан, хаваслансах пурӑннӑ пулӑттӑм.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсӗ мана хваттер пар, вот лешне, тинӗс ҫывӑхӗнчи, ҫыран хӗрринчи урамри хваттере пар; манӑн ачана илсе килес пулать, тархасшӑн, ӑнлан эс!
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Хваттер хуҫи хваттертен хӑвалать, — тупнӑ кулянмалли!
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Пирогов часах ку хваттер пӗр-пӗр ӑстаҫӑ хваттерӗ пулнине чухласа илчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Абрамсонпа тӗл пулса калаҫнипе кӑмӑлӗ тулнӑ Бунчук унӑн инҫетри Таганрог урамӗ вӗҫӗнчи хваттерне ҫитрӗ те кӗнекесем хурса тултарнӑ пӗчӗк пӳлӗмре канса ларчӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫирӗ, Абрамсон ҫырӑвне хваттер хуҫи-хӗрарӑма парса, кравать ҫине выртрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗр-пӗринпе тӑвансем пек курнӑҫаҫҫӗ, хӑшпӗр кун вунӑ хут та, анчах кашни хутӗнчех пӗр е икӗ минутлӑха ҫеҫ; хӑшпӗр кунсенче пӗр енчи хваттер кунӗпех пушӑ пулать, унта пурӑнакансем тепӗр енчи хваттере куҫаҫҫӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лайӑх хваттерсем тупӑниччен тата вӗсене майласа ҫитериччен, Бьюмонтсем заводра пурӑнчӗҫ, — унта, фирма хушнипе, управляющий валли хваттер тунӑччӗ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хваттер шыраса тупнӑ кун, — хваттерӗ, чӑнах та, питӗ лайӑх ӗнтӗ: шырасса та нумай шыранӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа тупрӗҫ те — Лопухов, урокра пулнӑ хыҫҫӑн, эрне кун, ахаль чухнехи пекех, Верочкӑна каларӗ:
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун ӗҫӗсем вӑл виҫҫӗмӗш курсра чухне майлашса кайнӑ; квартал надзирателӗн помощникӗ ӑна уроксем ирттерме сӗннӗ, унтан вара уроксем татах та тупӑннӑ, халӗ вӑл иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ аптрамасӑр пурӑнать, вӑл икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнма пуҫланӑранпа ҫулталӑк ытла иртнӗ, икӗ пӳлӗмлӗ хваттер — апла пулсан, начар мар, вӑл пӗринче пурӑнать, ун пекех телейлӗ Кирсанов — тепринче.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ӑна нумай кӗтмелле пулать манӑн, — терӗ Обломов, — тен, эсир ӑна ман пирки хӑвӑрах пӗлтерӗр: мана халӗ хваттер кирлӗ мар пулчӗ, ҫавӑнпа ку пӳлӗме урӑх ҫынна яма ыйтатӑп, эпӗ хам та хваттер шыракансене тупма тӑрӑшӑп.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ кунта хваттер йышӑнсаттӑм, анчах манӑн халӗ хулан тепӗр вӗҫӗнче хваттер шырамалла килсе тухрӗ, ҫавӑнпа та сирӗнпе калаҫас тесе килтӗм…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Николай Антоныч хӑй валли хваттер Горький урамӗнчи ҫӗне ҫуртра илнӗ, мӗскӗн кукамая ҫак чаплӑ хваттерте хуть те хӑш пӳлӗмне суйласа илме сӗннӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
4) 11 статьян 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пунктӗнче «виҫӗ хваттер» сӑмахсене «пилӗк хваттер» сӑмахсемпе улӑштарас;4) в пункте 2 части 1 статьи 11 слова «три квартиры» заменить словами «пять квартир»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 18 февраля 2019 г.
Унччен малтан пурӑннӑ «малосемейкӑна» сутса панель ҫуртри пӗрремӗш хутра (пӗрремӗш тата юлашки хутри хваттерсем йӳнӗрех) виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянчӗ-ха.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
Компенсаци илмешкӗн ҫавӑн пекех хваттер ватӑ ҫын харпӑрлӑхӗнче пулмалла, вӑл хайхи хваттерте пӗччен пурӑнмалла.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Хваттер алӑкӗ умне пычӗ те пӑштак-пӑштик сывласа чӗвен тӑчӗ те шӑнкӑрав тӳмине пусрӗ.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вот отнашты пӑкӑварить решила папка с тетом, — ҫапла каланӑччӗ кӑна — Вовӑна шарт сиктерсе хваттер алӑкӗн шӑнкӑравӗ янӑраса кайрӗ.
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Патшалӑха ӗҫлесе памалли вӑхӑт вӗҫленсен, вӑл тӑван Чӑваш ҫӗршывне ан кайтӑр тесе, ӑна ҫӗнӗ ҫуртра хваттер пачӗҫ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хулара виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер тупрӗҫ, вӑл хӑвӑрт тупӑнчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Ҫав хваттер общежити евӗрлех, пушатса тиемелли пункт теме пулать.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.