Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хаярланса (тĕпĕ: хаярлан) more information about the word form can be found here.
Ун патне чи кӗҫӗн шӑллӗ ҫывхарчӗ те хаярланса кайсах каларӗ:

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл тӳрех тавҫӑрса илчӗ, ҫиллентерме кирлӗ мар хаярланса кайнӑ ҫынсене.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫамка пӗҫернине пӑхса тӑмасӑрах, Левен ҫӗртри пуртта ярса илет те: — А эпӗ сире йывӑҫсем патнелле тек пӗр шит те пустармастӑп, — тет, шутсӑр хаярланса кайса.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑш чух, хаярланса кайса, шарт тутарса илме те ӳркенмест: шарт — «ытлашши ан ҫывӑр!», шарт — «тӗрӗс ут!», шарт — «халӑхран, йышран ан юл!»

Help to translate

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ан суй! — хаярланса каять Ваҫук.

Help to translate

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Апуҫ, хаярланса кайнӑскер, часах ун аллинчен ҫӑлӑнса тухрӗ, ӑна хӑй айне пӗтӗрсе чикрӗ.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӑйне халӑхпа пӗр кӑмӑллӑ пек кӑтартма тӑрӑшса, юри хаярланса эхлетрӗ:

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки ытлашши хаярланса каясран шикленнӗ Анюта сассине пусарчӗ:

Help to translate

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах ӗнтӗ вӗсене тахҫанах пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен шӑлса ывӑтнӑ, сӑнӗсем кӑна хаярланса, чееленсе кӗленче айӗнче пӑнтӑхаҫҫӗ ак.

Help to translate

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑт хаярланса ҫитрӗҫ те хӗрарӑмсем.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫук, — тет хаярланса кайнӑ хӗр.

Help to translate

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вара хаярланса кайнӑ тискер кайӑк уланӑн туйӑнать.

Тогда кажется, будто ревет расходившийся, растревоженный зверь.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ют ҫын сассине илтсе тата ытларах хаярланса кайрӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ тата шаккарӑм — алӑк уҫӑлмарӗ, унтан, калама ҫук хаярланса, мӗнпур вӑйпа танлаттара пуҫларӑм.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫапла сӑмах каласа вӑл тӗпчет, Урха ҫине хаярланса кӑшкӑрать; Тӗксӗм Урха сухаллине чӗпӗтет, Сӑмахсене кӑкӑрпала кӑларать:

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑнтӑр кунӗ лайӑхчӗ, Пӗтӗм тӗнче уярччӗ, Анчах халӗ кӳлӗм ен Тӗттӗмленчӗ ҫур тӗнчен: Хура пӗлӗт явӑнса Хаярланса хӑпарать, Ҫиҫӗм ҫиҫсе вӑрӑнса Аслатийӗ ахӑрать.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урха ҫапла каласа Сиксе тӑрать вырӑнтан, Хаярланса улшӑнса Шута каять тем таран.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрҫӑ вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса, хаярланса пычӗ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унти тӑшман ҫапларах хаярланса ҫитни ҫинчен шухӑшламанччӗ.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ак ӗнтӗ вӑл, каллех хӑйне такама лапатка ҫине ҫавӑрса хунӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек каҫӑрткаласа, суя куллине лӑнкӑрт ҫӑтса ярса, хӑй тин ҫеҫ юхтарнӑ лӑймака, йӑплака сӑмахӗсене сирсе ывӑтрӗ те, хаярланса, самант чи малтанхисене, пуҫламӑшӗсене, усаллисене вут хыптарса, амалантарса ячӗ:

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed