Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кай, анчах пӗлсе тӑр, сана ҫемье чысӗ хаклӑ мар пулсан, мана эсӗ мар, ҫемье чысӗ хаклӑ.— Уходи, только знай, что если тебе не дорога честь семьи, то мне не ты дорога, но честь семьи.
XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑхӑчӗ пит хаклӑ пулнӑ, похода тухнӑран вара та вӑл хальхи пек хаклӑ пулман.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Эпӗ тахҫанах партире чечекленнӗ, тен, хул хушшине портфель те хӗстерсе ҫӳренӗ пулӑттӑм, анчах, хаклӑ граждансемпе хаклӑ карчӑксем, хоспоти турӑ умӗнче тӑнӑ пек калатӑп: халлӗхе хамӑр партире пулма тивӗҫ илеймерӗм-ха эпӗ…
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ, хаклӑ юлташсем, халь ӗнтӗ колхозниксем, шӑпах социализм патне илсе пыракан хамӑрӑн хаклӑ ҫул пулса тӑракан колхоза Сталин ятне пама сӗнетӗп.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах патша ун чух хӑйне турӑ кӗҫех пуянлӑхран, чапран, ӑслӑлӑхран та хаклӑ, мӗн унта, пурнӑҫран та хаклӑрах — мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫпа та хисеплешмест, илемрен те хӑрамасть — ҫепӗҫ те вут-ҫулӑмлӑ, ҫав тери тимлӗхлӗ те питӗ хӳхӗм юрату ярса парасса пӗлмен пулнӑ-ха.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Хаклӑ юлташӑм, хаклӑ Саня…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах малалли йӗркине вуласан, ӑнлантӑм: «Эй, тусӑм, хаклӑ Дюльдялӗм, эс пур ылтӑнтан та хаклӑ. Тен, хӑйӗн чунне парса, сана илме шутлакан ҫын тупӑнӗ, анчах ҫавӑ хак та саншӑн пулсан ҫителӗксӗр пулӗ…»
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
3) 4 статьян виҫҫӗмӗш абзацне «капитала» сӑмах хыҫҫӑн «, патшалӑхӑн хаклӑ йышши металсен тата хаклӑ йышши чулсен запасӗсене» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен (35№ саккун 2019) // Михаил Игнатьев. Закон № 35 от 07 мая 2019 г.
16. Вӑл ӗнтӗ чура мар, чураран мала — вӑл савнӑ тӑван; уйрӑмах вӑл маншӑн хаклӑ, саншӑн вара тата хаклӑрах: вӑл этем пулнипе те, Ҫӳлхуҫана ӗненнипе те ҫывӑх тӑван.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗсем вырӑнне вӑл керемсен туррине — хӑйӗн ашшӗсем пӗлмен турра — чыс тӑвӗ, ӑна вӑл ылтӑнпа та кӗмӗлпе, хаклӑ чулсемпе, хаклӑ парнесемпе чысласа тӑрӗ, 39. ют турӑпала вӑл ҫирӗп керемсене аркатӗ, хӑйне парӑннисенӗн ятне-чапне ӳстерӗ, нумайӑшне вӗсенӗн аллине парӗ, вӗсене ҫӗр парнелесе валеҫсе парӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем санпа хаклӑ тумпа, пурҫӑн тата тӗрӗллӗ пусмапа суту-илӳ тӑватчӗҫ, хӑйсен таварне кедр йывӑҫӗнчен тунӑ хаклӑ арчасене лайӑх чӗркесе-ҫыхса илсе килетчӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ хаклӑ Маншӑн, питех те хаклӑ, эсӗ — Манӑн юратнӑскерӗм, саншӑн Эпӗ урӑх ҫынсене, санӑн чунушӑн ытти халӑхсене парӑп.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Езекия хӑй патне килнӗ элчӗсене хапӑлласа йышӑннӑ, вӗсене кермен управӑшӗсене, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне, хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, хӑй ҫуртӗнчи пӗтӗм хаклӑ япалине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑслӑлӑха тивӗҫнӗ ҫын, ӑстӑн илнӗ ҫын телейлӗ: 14. ӑслӑлӑх тупни кӗмӗл тупнинчен аванрах, унӑн тупӑшӗ ылтӑн паракан тупӑшран пысӑкрах: 15. вӑл хаклӑ чулсенчен те хаклӑрах; [нимӗнле усаллӑх та ӑна хирӗҫ тӑраймасть; ун патне ҫывӑхаракансем ӑна пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ,] ху мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ылтӑнпа кӗмӗл пухаҫҫӗ, ытти тӗрлӗрен хаклӑ йышши япала та пухса пыраҫҫӗ, унтан чипер сӑнлӑ, хитре хӗрарӑма кураҫҫӗ те, 19. пурне те пӑрахса, ун патнелле ӑнтӑлаҫҫӗ, ун ҫине ҫӑвар карса пӑхаҫҫӗ, ӗнтӗ пурте ылтӑнпа кӗмӗлтен те, ытти хаклӑ япаларан та ытларах ун ҫумне ҫыпҫӑнаҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур хатӗр-хӗтӗре, пысӑккине те, пӗчӗккине те, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ пурлӑха тата патшапа ун улпучӗсен хаклӑ пурлӑхне пӗтӗмпех Вавилона илсе кайнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Езекия хӑй патне янӑ ҫынсене итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсене кермен управӑшӗсене кӑтартнӑ, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне тата хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, пӗтӗм хаклӑ япалине, хӑй ҫуртӗнче мӗн пуррине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Никӗсе хаклӑ чулсем, вунӑ чике хулӑнӑш, сакӑр чике хулӑнӑш пысӑк чулсем янӑ, 11. ҫиелтен те ҫав виҫепех касса янтӑланӑ хаклӑ чулсем тата кедр пӑрӑссем хунӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Давид ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ патша сӑнни — пӗр тарҫи килтӗр те илсе кайтӑр; 23. Ҫӳлхуҫа пире иксӗмӗре тӳрӗлӗхӗмӗре те чӑнлӑхӑмӑра кура тавӑрса патӑр, Ҫӳлхуҫа сана манӑн алла пачӗ, анчах эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗскерӗ ҫине алӑ ҫӗклесшӗн пулмарӑм; 24. паян санӑн пурӑнӑҫу маншӑн мӗн тери хаклӑ пулнӑ пек, манӑн пурӑнӑҫӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫавӑн пек хаклӑ пултӑрччӗ, [Вӑл мана хӳтӗлетӗрччӗ,] мана тӗрлӗ инкек-синкекрен хӑтартӑрччӗ! тенӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.