Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Иудея патши Озия тата Израиль патши Иоас ывӑлӗ Иеровоам пурӑннӑ вӑхӑтра, ҫӗр чӗтрениччен икӗ ҫул маларах, Амоса — Фекоя хулин пӗр кӗтӳҫне — Турӑ курӑннӑ, ҫавӑн чухне вӑл Израиль ҫинчен каланӑ ҫак сӑмахсене илтнӗ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Тата малалла, хӳмен тепӗр пайне, — пысӑк та ҫӳллӗ пашне патӗнчен пуҫласа Офел хӳмине ҫитиччен — Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе юнашар хӳмен тепӗр сыпӑкне Меремоф — Гакоц ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Мешуллам — Мешизабел ывӑлӗн Берехиян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Баана ывӑлӗ Садок юсарӗ; 5. вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ; анчах вӗсенӗн чаплӑ ҫыннисем хӑйсен Ҫӳлхуҫишӗн пилӗк авмарӗҫ, ӗҫлемерӗҫ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иосафат ҫарӗ ирхине ирех тӑнӑ та Фекоя пушхирӗ еннелле кайнӑ; тапранса кайнӑ чухне Иосафат тӑнӑ та каланӑ: эй иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, итлӗр мана!
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл тӗреклӗлетнӗ хуласем: Вифлеем, Ефам, Фекоя, 7. Вефцур, Сохо, Одоллам, 8. Геф, Мареша, Зиф, 9. Адораим, Лахис, Азека, 10. Цора, Аиалон, Хеврон.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Улттӑмӗшӗ, улттӑмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Ира — Иккеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни — пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.9. Шестой, для шестого месяца, Ира, сын Иккеша, Фекоянин, и в его отделении двадцать четыре тысячи.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Акӑ ҫав паттӑрсен ячӗсем: Иоавпа пӗртӑван Асаил; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни; 27. Гарод ҫынни Шамма; Пелони ҫынни Херец; 28. Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни; Анафоф ҫынни Евиезер; 29. Хушат ҫынни Сивхай; Ахоха ҫынни Илай; 30. Нетофа ҫынни Магарай; Ваана ывӑлӗ Хелед, Нетофа ҫынни; 31. Рибай ывӑлӗ Иттай — Вениаминсен Гивинчен; Пирафон ҫынни Ванея; 32. Хурай — Нагале-Гаашран; Авиел — Аравӑран; 33. Бахарум ҫынни Азмавеф; Шаалбони ҫынни Елияхба.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ахшурӑн, Фекоя ашшӗн, икӗ арӑм пулнӑ: Хела тата Наара.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вилсессӗн унӑн арӑмӗ Авия ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Ашхура тесе чӗннӗ, вӑл Фекоя ашшӗ пулнӑ.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. [Акӑ Давид патша хӑюҫахӗсен ячӗсем:] Иоавпа пӗртӑван Асаил — вӑтӑр ҫарпуҫ шутӗнче; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни, 25. Харод ҫынни Шамма, Харод ҫынни Елика, 26. Палтит ҫынни Херец, Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни, 27. Анафоф ҫынни Евиезер, Хушат ҫынни Мебуннай, 28. Ахоха ҫынни Цалмон, Нетофа ҫынни Магарай, 29. Хелев — Баана ывӑлӗ, Нетофа ҫынни, Иттай — Рибай ывӑлӗ, Вениамин ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи Гива ҫынни, 30. Пирафон ҫынни Ванея, Нахле-Гааш ҫынни Иддай, 31. Арбат ҫынни Ави-Албон, Бархум ҫынни Азмавет, 32. Шаалбони ҫынни Елияхба; Яшен ывӑлӗсенчен — Ионафан, 33. Гарир ҫынни Шама, Ахиам — Шарар ывӑлӗ, Арар ҫынни, 34. Елифелет — Магахати ывӑлӗн Ахасбайӑн ывӑлӗ, Елиам — Ахитофел ывӑлӗ, Гило ҫынни, 35. Кармил ҫынни Хецрай, Арбит ҫынни Паарай, 36. Игал — Нафан ывӑлӗ, Цоба ҫынни, Гад йӑхӗн ҫынни Бани, 37. Аммон ҫынни Целек, Берот ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн Иоавӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ, 38. Итр ҫынни Ира, Итр ҫынни Гареб, 39. хет ҫынни Урия.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах Фекоя хӗрарӑмӗ патшана татах та каланӑ: патша хуҫамӑм, айӑпӗ мана тата ман аттем килне пултӑр, патшапа унӑн килӗ айӑплӑ мар, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Фекоя хӗрарӑмӗ патша патне кӗнӗ те ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ: пулӑшсамччӗ, патша, [пулӑшсамччӗ]! тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иоав вара Фекоя хулине ҫын янӑ та унтан пӗр ӑслӑ хӗрарӑма илсе килтернӗ, ҫавна каланӑ вӑл: макӑракан ҫын пек пул та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑн, йывӑҫ ҫӑвӗпе ан сӗрӗн, вилнӗ ҫыншӑн темиҫе кун макӑрнӑ ҫын пек пул; 3. вара патша патне кай та ҫапла-ҫапла тесе кала, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1