Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Учӗсем (тĕпĕ: ут) more information about the word form can be found here.
Пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те ҫынсем чӗмсӗррӗн учӗсем патне утрӗҫ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслӑ ҫул хӗррине ҫӗкленнӗ вӗрҫӗнӗ вилтӑпри ҫумӗнчен темиҫе ҫын хӑпрӗҫ те чӑтӑмсӑррӑн пуҫ ухса тӑракан учӗсем патне пычӗҫ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Учӗсем ывӑннӑ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен учӗсем хыттӑн кӗҫенсе, чӗвен тӑчӗҫ, ӳкрӗҫ…

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Матуррӑн ларса пыраҫҫӗ вӗсем учӗсем ҫинче, сулахай аллисемпе чӗлпӗр тытнӑ, кашнин сылтӑм алли хӗҫ аврине чӑмӑртанӑ.

Help to translate

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу учӗ те, хусахсен учӗсем те ҫил пек вӗҫеҫҫӗ.

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте старикпе сывпуллашрӗҫ те учӗсем патне чупрӗҫ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен учӗсем те шӑрӑхпа аптӑранӑ курӑнать: юлхавланса ҫеҫ утаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна вилӗмрен ҫӑлнӑ ҫынсен учӗсем ун чухне аслӑ хирпе ҫурҫӗрелле сиктерсе пыратчӗҫ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем учӗсем ҫинче ҫуралнӑ пекех лараҫҫӗ, тавраналла мӑнаҫлӑн пӑхаҫҫӗ, сиккипе кайма паллӑ парасса кӗтеҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӑлтти-ялтти юлансем, Ыткӑнаҫҫӗ учӗсем.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Учӗсем пӗринчен тепри илемлӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мамич-Бердей юлан учӗсем ял пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне юртӑпа чуптарса тухрӗҫ те ниҫта нимле хӑрушлӑх ҫуккине кура, калаҫса татӑлнӑ пек, староста ҫурчӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай юлан учӗсем иртекен ҫул ҫинче кашни ялта шуйхану тӑчӗ, кун пек шуйхану вырӑссемпе пӗрле Хусана илме тапраннӑранпа та пулманччӗ-ха.

Help to translate

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун учӗсем турта хушшинче те, йӗнер айӗнче те ташласа кӑна пыччӑр.

Help to translate

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та ҫапӑҫу пуҫланнӑ-пуҫланман Япанчан ытти отрячӗсем персе ҫитрӗҫ, вырӑссен малти юлан учӗсем, тутарсем вӑйлӑн тапӑнса пынине тӳсеймесӗр, вӑрманалла саланчӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Черемисинов каялла ҫаврӑнчӗ, такама чышкӑпа юнарӗ, хыҫалта инҫе те мар вырӑс юлан учӗсем сиккипе килнине асӑрхасан шӑлне ҫыртса хӑйӗн воинӗсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл нумай ҫул каялла кунта пуҫласа килнине, III Василий вӗсене, Саррипе иккӗшне, хӗҫ тыттарнине, ҫакӑнти тахӑш картлашка умӗнче ӑна Иван Бельский боярин йӗнерленӗ ут пырса панине, «астунӑ пулӑр, ан ӳкӗр, Мускав учӗсем питӗ шухӑ вӗсем» тесе кулса ӑсатнине аса илчӗ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул ҫинче Сарыев юлан учӗсем ҫав-ҫавах курӑнмаҫҫӗ-ха — ниепле те тухса килеймест мӑрса тӑван ялӗнчен.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумайӑшсем кӑна ӗненесшӗн те пулмарӗҫ — мӑрса учӗсем крепость картишӗнчи витере тӑнӑ-ҫке-ха, ытти лашасем пек тӑлӑ вӗҫҫӗн вӑрманта ҫӳремен.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed