Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унӑн (тĕпĕ: уна) more information about the word form can be found here.
Каярахпа унӑн шутне ӳстерсех пынӑ.

Позже стал увеличивать его количество.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑн та, ӳкерес, йывӑҫран кӗлетке касса кӑларас туртӑм унӑн маларах та пулнӑ.

Help to translate

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Унӑн ашшӗпе амӑшӗ колхоза вӑхӑтра кӗменрен (1947 ҫулта ҫеҫ кӗнӗ) ҫемьен питӗ пысӑк налук тӳлеме тивнӗ.

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Унӑн тӗп тӗллевӗ - наркопреступленисем пирки пӗлесси, наркопритонсемпе наркотик хутӑшӗсен саккуна хирӗҫле ҫаврӑнӑшне чарса лартасси, ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса панӑ чухне ҫынсене явӑҫтарасси.

Help to translate

Вилӗме ӑҫта сутнине пӗлтер // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Унӑн рецепчӗ ансат: сӗлӗне, урпана, куккуруса пӗр пек виҫепе /1:1:1/ илмелле, авӑртмалла.

Его рецепт прост: взять в одинаковой пропорции /1:1:1/ овес, ячмень, кукурузу, промолоть.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Унӑн мӑнукӗсенчен эпӗ чи асли тата пӗртен-пӗр хӗрача, ыттисем — арҫын ачасем.

Среди её внуков я самая старшая и единственная девочка, остальные - мальчики.

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ара, унӑн та чылай юлташ-ҫке.

Help to translate

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Унӑн тыткӑнне ҫакланнисен чӗлхи ҫинче сӑмах тӑмасть, хыпарсем ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗҫсе саланаҫҫӗ, кама е мӗне те пулин «кӑшламаллах» вӗсен.

Help to translate

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Унӑн ӗҫлесе илнӗ тупӑшӑн 1/3 пайне тӗпренчӗкӗсене памалла пулнӑ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Унӑн малашнехи пурнӑҫне татса парас ӗҫре пирӗн тӳпе те пур.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Унӑн шухӑшӗпе, парӑмҫӑ йышланни мӑшӑрсем уйрӑлнӑ тӗслӗх нумайланнипе ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ача ҫуралсан хӑй тӗллӗнех ҫитӗнет», — тесе шухӑшлать, ахӑртнех, хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ, ҫавӑнпа тӗпренчӗкӗ ҫинчен манать, унӑн пуласлӑхӗ пирки пачах пӑшӑрханмасть.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗрех айӑпне ӑнланмасть, унӑн шухӑшӗпе, вӑл кӑна тӗрӗс тӑвать.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ара, унӑн еркӗнӗпе пӗр сӗтел хушшинче темиҫе те ӗҫсе-ҫинӗ, пӗр-пӗрне питӗ лайӑх палланӑ-ҫке вӗсем!

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хӗрарӑм унӑн куҫӗнче, тӗпсӗр авӑра анса кайнӑ евӗр, путнӑ.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ача шухӑшӗ пулман унӑн! Кафе, мунча, пляж тӑрӑх арҫынсемпе сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ вӑл!» — ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарчӗ Володя.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре пурӑнакан Владимир Катыревпа унӑн арӑмӗ Ирина Матвеева /ҫырӑннӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн хушаматне хӑварнӑ/ нимӗн тума аптӑранипе пирӗнтен пулӑшу ыйтрӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

— Хӗрарӑм кӑштах та пулин кӗвӗҫмест пулсан унӑн чӗринче юрату ҫук тейӗттӗм.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed