Шырав
Шырав ĕçĕ:
Курпун Ефимушка та ырӑ кӑмӑллӑ пек те тӳрӗскер пек туйӑнатчӗ, анчах яланах вӑл кулӑшла пекчӗ, хӑш-хӑш чухне тӑнсӑртарах пек, лӑпкӑ ухмахла, ӑсран кайнӑ ҫын пек те туйӑнатчӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑн чухне вӑл мантан пӗр-ик ҫул аслӑрах, ҫаврака куҫлӑ ачаччӗ; ҫивӗчскер, ӑслӑ та тӳрӗскер, вӑл пултаруллӑ пулнӑччӗ: кайӑксене кушаксемпе йытӑсене аван ӳкеретчӗ тата мастерсем ҫинчен карикатурӑсем тӗлӗнмелле вӑрт-варт туса хуратчӗ, яланах вӗсене кайӑксем пек ӳкеретчӗ: Ситанова — хӑрах ура ҫинче тӑракан хуйхӑллӑ шыв чӑххи пек, Жихарева — пуҫ тӳпинче тӗксем ҫак тата кикирикне татса илнӗ автан пек, чирлӗ Давидова — хӑрушӑ текерлӗк пек шутлаттӑм.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Генерал-губернатор, ахаль те хӑма пек тӳрӗскер, хулпуҫҫийӗсене тата ытларах тӳрлетет те сехӗрлентерекен сасӑпа хуллен: — Петроградран вӑрттӑн приказ килсе ҫитрӗ, — тет, куҫран тинкерсе.
Тӗлӗнмелле хӳтлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Яланхи пекех лӑпкӑ, ҫӳллӗ, тӳрӗскер, старик Фишман вилмешкӗн аллине тухтӑр чемоданне тытса утнӑ.Как всегда, тихий, высокий, прямой старик Фишман пошел на смерть, держа в руках чемодан доктора.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Капитанӑн мӑнкӑмӑллӑ, лайӑх мар характер пулнине тата мустангерӗ пит кӑмӑллӑ та тӳрӗскер пулнине пурте лайӑх пӗлсе тӑнӑ.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫинҫе те тӳрӗскер, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклерех тытса, вӑл Виктор умӗнче, халь-халь шӑхӑрса каяс ухӑ йӗппи пек, карӑнса тӑрать, тем пысӑкӑш хӑмӑр куҫӗсемпе ун ҫине, ҫилле шӑнараймасӑр, пӑхать.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
17. Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах; 18. пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе, 19-20. ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Сион хӗрӗ, хӗпӗртесе савӑн, эй Иерусалим хӗрӗ, хавасланса тӑр: акӑ сан патна хӑвӑн Патшу, тӳрӗскер, ҫӑлаканскер, йӑвашскер, ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫинче ларса килет.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1