Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн ӗмӗчӗ ҫунни — кӑвак куҫӗсем таҫталла вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпене пӑхнинченех паллӑ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Сӑнасамӑр, хаклӑ тусӑм, асамлӑ ҫак тӳпене, хаяр лӑпкӑ океана тата хунарсен ҫутине, эпир тӗлӗнтермӗшсен хушшинче пурӑнатпӑр, вӗсен хӑвачӗ тӗлӗшпе эпир сивлек.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Шӑпах халӗ япӑх ҫанталӑк аванланчӗ; тӳпене ҫӗр ҫиҫеҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ.Как раз теперь дурная погода кончилась; небо и земля сияли, кричали.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чусти лайӑх йӳҫсе хӑпарнӑран, минтер пекех кӑпӑшка та ҫемҫе килти ҫӑкӑр: хӗррисем такам ятарласа чӗпӗтсе тухнӑ лек кӑтӑр-кӑтӑр, пичӗ тулли те яка, тӳпене хӑпарса ҫитнӗ ҫуллахи хӗвел пекех.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Чӑнкӑ, тӑвӑр кукӑрӑлчӑксенче — пиртен чылай ҫӳлте — ҫутӑпа тӳпене хупласа стенасене сӑрса кӑтралатнӑ тӗмсен хушшинче сывлӑш юхӑмӗ йӗркеленнӗ, вӑл вӑрмансен ҫемҫе ҫилне аса илтерет; нӳрлӗх, тымарлансах ларнӑ шӑплӑх тата ӗмӗрхи ӗнтрӗк ҫав вырӑна сивлек те тискер сӗм кӗртеҫҫӗ, — ку манӑн кӑмӑл-туйӑмпа туллин пӗр килет.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Чулсем мана ҫут тӗнче аваллӑхӗ пирки аса илтереҫҫӗ; хӗвел айӗнчи тинӗс пек йӑлтӑркка тӳпене вара ҫӗрӗн хӑлхасӑр-чӗлхесӗр йӗкӗреш хӑраххипе танлаштаратӑп, — ӑна хӑйӗн ӑнланман тӑванне питӗнчен пӑхмашкӑн яланлӑхах чарнӑ.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫӗрлелӗхӗн ыйхӑсӑр куҫӗсем чӗмсӗрлӗхпе сывлаҫҫӗ; ҫӑл куҫ шывӗлле тап-таса, тулли, чӑн-чӑн шӑплӑх сыхлать пуш хире, шӑплӑх тӗнчене вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑйӗн айне путарнӑ, тӳпене ҫӗкленнӗ те патшаланать, хуҫаланать.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Пушӑ хир пекех хӑлхасӑр, шӑрӑх типӗтнӗ Суан Ылханать пек тӳпене те, хӗвеле те шыв ҫукран.Там, где в зное лежит пустынный, глухой Суан, Я заклятью предаю небо четырех стран.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Чӗрӳне туртса кӑлар та пер эс тӗпсӗр тӳпене — самантрах умри тӗнчӳ ав сас памасӑр ӳпӗнет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ҫапӑҫу хирӗнчен нумай-нумай чун тӳпене ҫӗкленчӗ, анчах вӗсен хушшинче нимӗҫсен пӗр чунӗ те курӑнмасть.Много поднялось к небу душ с поля сражения, но не было среди них ни одной немецкой души.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Экспедици пуҫлӑхӗ чӗнмерӗ, сӑмала пек хура тӳпене тата чарӑнми ӳкекен юра пула шап-шурӑ, тӗтреллӗ материк тӳремлӗхне сӑнать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Иккӗмӗш хут аҫа ҫапрӗ те — тӳпене ҫавӑрса кӗмсӗртетрӗ, чӳрече кантӑкӗнчен самантрах мӗскӗннӗн шакӑртаттарчӗ.Второй удар грома охватил небо и отозвался в оконном стекле мгновенным жалобным звоном.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Кӗлеткесен ҫӑмхисем ҫыхланса-явӑнса та татӑлса-ҫурӑлса, ҫавра ҫилле ҫаврӑна-ҫаврӑна е аялалла чул катрамӗлле вӗҫе-вӗҫе хӑйсен чарӑнми куҫӑмӗпе тӳпене океанпа пӗрлештереҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл шӑпланчӗ те каҫхи тӳпене хушуллӑн тӗмсӗлчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! — кӑшкӑрса ячӗ ҫак самантра манӑн аппа, вара эпир, вӑл куҫӗсене хӑрушла чарса пӑхнӑ тӗлелле йӗрлесе, акӑ мӗн сӑнарӑмӑр: тӳпене хӑвӑрт куҫакан тӗлӗнмелле карапсем талккӑшпех хупласа хунӑ; эпир халиччен курман такелажлӑ, парӑслӑ карапсене аса илтереҫҫӗ, сывлӑшра хӑйсен айӗнче мӗлкеленсе курӑнаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Эсир ирхи шуҫӑмран пуҫласа каҫхи шуҫӑмччен ахӑлтатса кулас килтерекен тӳпене курнӑ-и?Видали вы небо, под которым хочется хохотать с зари до зари?
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Шӗвелсе кайнӑ хура пӗлӗт пӗтӗм тӳпене хупласа хунӑ та хӗвел хӑш тӗлтине пӗлме ҫук.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пуҫ тӑрринче ҫакӑнса, тӳпене хупласа хурса ешӗллӗхӗн чӗрӗ пуставӗ купаланнӑ; кайӑксем тӑрлата-тӑрлата вӗҫеҫҫӗ, йӗпсем тӑрӑнса тулнӑ, пиҫсе ҫитнӗ пысӑк ҫимӗҫсем сап-сарӑ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Нумай нациллӗ тата нумай тӗнлӗ пысӑк ҫемье йышӗнче — Раҫҫей патшалӑхӗнче — эпир пилӗк ҫӗр ҫула яхӑн ӗнтӗ, пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрпа пӗрле ӑна аталантарас, ҫирӗплетес ӗҫе кашни хамӑр тӳпене хыватпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Тӳпене парӑнтаракансен калама ҫук чаплӑ паттӑрлӑхне ҫирӗплетекен тӗслӗхсем Шуршӑлти Асӑну комплексӗнче упранаҫҫӗ, унта йышлӑ туристсемпе Чӑваш Ен хӑнисем тӑтӑшах пулса кураҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/12/news-3824924