Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ҫавӑнпа вӗсене ҫак сӑмаха кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: кирек хӑш кӑкшӑма та эрех тултараҫҫӗ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисене каласа парӑр; 3. вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлемен ҫынна ылхан ҫитӗ; 4. ҫакӑ сӑмахсене Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, тимӗр кӑмакаран, илсе тухсан каларӑм: «Манӑн сӑмахӑма итлӗр, Эпӗ сире ӳкӗтлесе каланине пурне те тӑвӑр, вара эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп» терӗм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иаков Турри — ун пек мар: Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Израиль — Унӑн халӑхӗ, Унӑн еткерлӗхӗ, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Эпӗ панӑ саккуна, хӑвӑра панӑ саккуна, пӑрахнӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, ӑна уяса пурӑнманшӑн, 14. хӑйсен ашшӗсем вӗрентсе хӑварнӑ пек, тӳрккесленсех хӑйсен еккипе Ваалсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн 15. Эпӗ вӗсене, ҫак халӑха, армути ҫитерӗп те ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерӗп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри; 16. вӗсене хӑйсем те, хӑйсен ашшӗсем те пӗлмен халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп та хыҫҫӑн хӗҫ ярса тӗппипе пӗтерсе тӑкӑп.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: парнесем кӳрӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене кӳрӗр, аш ҫийӗр; 22. сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне ҫинчен, ытти парне ҫинчен каламарӑм, ӳкӗтлемерӗм, 23. анчах вӗсене ҫакӑн пек ӳкӗтлерӗм: «Мана итлӗр, вара Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп, Эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, хӑвӑра ырӑ пултӑр тесессӗн, Эпӗ вӗрентекен ҫулпа ҫӳрӗр» терӗм.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӳпен ама турри валли икерчӗ пӗҫермешкӗн ачисем вут-шанкӑ пуҫтараҫҫӗ, ашшӗсем вут чӗртеҫҫӗ, хӗрарӑмӗсем чуста ҫӑраҫҫӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетӗр те, Эпӗ сире ҫак вырӑнтах пурӑнма хӑварӑп.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӗр ҫинче пиллӗх илекенсене чӑнлӑх Турри ячӗпе пиллеччӗр; ҫӗр ҫинче тупа тӑваканӗ чӑнлӑх Турри ячӗпе тупа тутӑр, мӗншӗн тесессӗн унчченхи асапсем манӑҫа тухӗҫ, Манӑн куҫ умӗнчен ҫухалӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан хӑра — намӑса тӑрса юлмӑн; ан шиклен — мӑшкӑл курмӑн: яшлӑхунта намӑс тӳснине эсӗ манӑн, тӑлӑх арӑмӑн хурлӑ пурӑнӑҫне текех аса илмӗн: 5. санӑн упӑшку — хӑвна Пултараканӗ; Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа; сана ҫӑлаканӗ — Израиль Святойӗ: пӗтӗм тӗнче Турри тесе калӗҫ Ӑна.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Васкамасӑр тухатӑр эсир, чупмасӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа пырӗ, хыҫӑртан Израиль Турри сыхласа пырӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пулать! тет Ҫӳлхуҫа: вӑйлийӗнчен те тыткӑнри ҫыннисене туртса илӗҫ, усал патшан тупӑшне те илсе кайӗҫ; мӗншӗн тесессӗн санӑн тӑшманусемпе Эпӗ ҫапӑҫӑп, санӑн ывӑлусене Эпӗ хӑтарӑп; 26. сана пусмӑрлакансене хӑйсен ӳчӗпех тӑрантарӑп, вӗсем хӑйсен юнне ҫӗнӗ эрех ӗҫнӗ пек ӗҫӗҫ, ӳсӗрӗлӗҫ; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сана Ҫӑлаканӗ, сана Тӳлесе Илекенӗ, Иаковӑн Хӑватлӑ Турри пулнине кирек кам та пӗлсе тӑрӗ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ хуларан пулса кайнисем тееҫҫӗ, Израиль Турри ҫине тӗревленеҫҫӗ; Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӑнах, Эсӗ — пӗлсе ҫитермелле мар Турӑ, Израиль Турри, Ҫӑлакан.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара Исаия, Амос ывӑлӗ, Езекия патне хыпар янӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: эсӗ Мана Ассири патшине Сеннахирима хирӗҫ каласа кӗлтурӑн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӑхсене хӑйсен туррисем Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ-и? пӗр турри те пулин хӑй ҫӗрне ҫӑлайрӗ-и?Спасли ли боги народов, каждый свою землю, от руки царя Ассирийского?
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнпах Ҫӳлхуҫа сире ҫӑлма васкамасть-ха, сире хӗрхенессине вӑрахлать-ха, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа — тӗрӗслӗх Турри; Ӑна шанса тӑракансем пурте телейлӗ!
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫак меле ӑна хӑйӗн Турри хӑнӑхтарать; ӑна Вӑл вӗрентет.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа мана акӑ ҫапла каларӗ: тепӗр ҫулталӑк, тара кӗрӗшнӗ ҫын ҫулталӑкӗпе танлашаканскер, иртӗ те, Кидарӑн мӗнпур мухтавӗ ҫухалӗ; 17. Кидарӑн ухӑпа перекен паттӑр ывӑлӗсем сахаллӑн тӑрса юлӗҫ, ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сире: «вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансемпе асамҫӑсем патне, пӑшӑлтатакансемпе мӑкӑртатакансем патне кайӑр» тесессӗн, эсир ҫапла хуравлӑр: халӑхӑн хӑйӗн Турри патне каймалла мар-и? чӗррисем пирки вилнисенчен ыйтмалла-и вара?
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль Турри тесе ят панӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗпе 21. эсӗ, пӑхӑр пухнӑ пек, ылтӑн пухнӑ, тӑхлан пуҫтарнӑ пек, кӗмӗл пуҫтарнӑ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.