Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй хӗлле те, ҫулла та тимӗр пек хытса кайнӑ пӑру тир ҫӗлӗкӗпе те ҫӗтӗк сӑхманпа ҫӳренӗ.Ходил он и зимой и летом в заскорузлом малахае из телячьей кожи и рваном кафтане.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Аяла сарнӑ тир витерех ӑша сивӗ ҫапать.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗпи ҫинчен ӑна хура хыс, урине пахил, пуҫне путек тир ҫӗлӗк тӑхӑнтараҫҫӗ.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫӗтӗк тум тир тӑхӑннӑ пӗр ватӑ тутар ӗнерхи ӗҫсем пирки савӑнса каласа кӑтартать:
16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Старостӑсем нухайсене парне пама хаклӑ тир тата пылпа кӗрпе пуҫтараҫҫӗ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗҫме-ҫиме ҫукпа пӗрех, хаклӑ тир ҫукпа пӗрех.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сан пек тир илсе килнӗ пулсан мӑрса евӗр хырӑма каҫӑртса ҫӳреме пулатчӗ.
6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Сирӗн ӳт ҫинче пурин те темиҫе хут тир, — тарӑхса сӑмахларӗ Тукай.
6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ку таврари сунарҫӑсен ытлашши тир тупӑнчӗ — вӗсем ӑна сутма вырӑс пасарне каяҫҫӗ, килте тыткалама тимӗртен тунӑ ӑпӑр-тапӑр кирлӗ — ӑна никамран та мар, ялсем тӑрӑх ҫӳрекен вырӑс ӑстисенчен илсе юлаҫҫӗ.
6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
55 ҫулти арҫын сӑран тата тир япала ҫӗлессине йӗркелесе янӑ.
Япала ҫӗлекен усламҫӑ налук тӳлемен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32378.html
— Хырӑмӗ пит ыратнӑ пирки тир айне морфи яма тиврӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Пӗррехинче, палатӑра выртакансене пӑхса ҫаврӑннӑ чух, пӗр мӑнтӑркка хӗрарӑм атропин растворне тир айне яртарасшӑн пулмарӗ.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Адреналин яр тир айне!
Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ак тӗлӗнтермӗш: ҫур миллиграмм гистамин тир айне янӑ хыҫҫӑнах реакци пулни палӑрчӗ.
Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Гистамин шӗвекне тир айне ҫур миллиграмм ҫеҫ ярсан та, хырӑмлӑх сӗтеке тухасси вӑйланать.
Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тир айне часрах камфора ямалла, ӑша чӗре эмелӗ памалла, — терӗ те хӗрачана больницӑпа илсе кайма хушрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хул хушшине хӗстернӗ тир тӗркемӗсемпе вӗсем унталла-кунталла вӑрттӑн пӑхкаласа, кирлӗ вырӑнта ҫынсенчен пытана-пытана тӑрса пахча хыҫӗпе килелле васкарӗҫ.
20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӗттӗм пулнӑ ҫӗре Урасмет мӑрса килне темиҫе лав хаклӑ тир, кӗрпе-ҫӑнӑх тата ытти япала турттарса пычӗ, Элентейпе Мӑрсук Тукай картишне ясак вырӑнне илсе тухнӑ темиҫе ӗнене кӗртсе ячӗҫ.
20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сунарҫӑсем вӑрмантан тухма пӗлмеҫҫӗ: выҫлӑх пулас пулсан вӗсене, яланхи пекех, тир ытларах хатӗрлени ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать.
19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нумай хаклӑ тир кӗчӗ паян мӑрса кӗлетне, нумай выльӑх хӑваласа пычӗҫ иҫниксем ун пысӑк витисене.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.