Шырав
Шырав ĕçĕ:
Городничийӗн сулахай урине юлашки вӑрҫӑра витӗрех амантнӑ, ҫавӑнпа вӑл уксахласа утать, утнӑ чух тата сулахай урине аяккинелле таҫта катана ярса пусать те, сылтӑм ури малалла пусӑнни пачах сая кайса пырать, ҫавӑнпа вӑл урисемпе мӗн чухлӗ васкаса ӗҫленӗ, ҫавӑн чухлех утти те унӑн ӳсӗнмен.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Костя пакур авринчен ярса тытать, Ефим Кондратьевич та ӑна сулахай чавсипе хӗстерсе тытса тӑрать, сулахай аллипе якорьне ывӑтать.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Анчах пур шухӑшсем те сасартӑк татӑлчӗҫ, хӑранипе таҫта кайса ҫухалчӗҫ: Артамонов, кӗтмен ҫӗртен, хӑй умӗнче ӑна Алексей пек ҫӑмӑллӑн та ӑста пурӑнма, ытти ҫивӗч ҫынсем пек пурӑнма кансӗрлекен ҫынна курчӗ; — ӑна хӑйӗнпе тӗлме-тӗл, сӑмавар умӗнче ларакан сарлака сӑн-питлӗ, сухаллӑ ҫын кансӗрленӗ; вӑл ним чӗнмесӗр, сулахай аллин пӳрнисемпе сухалне пӗтӗрсе тытса, пит ҫӑмартипе ывӑҫ тупанӗ ҫине тӗренсе ларать; вӑл Петр Артамонов ҫине ҫав тери салхуллӑн, унпа сывпуллашнӑ пек пӑхать, ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑна хӗрхеннӗ пек, ӑна темшӗн ӳпкелешнӗ пек пулнӑ; пӑхать те — макӑрать; унӑн хӗрлӗрех сарӑ куҫ тӗкӗсем айӗнчен усал куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ; сухалӗ хӗррипе, сулахай куҫӗ патӗнче, пысӑк шӑна шуса пырать; акӑ вӑл, вилнӗ ҫын пичӗ урлӑ каҫнӑ пек, тӑнлав ҫинелле шуса каҫрӗ, куҫхарши ҫинче чарӑнса тӑрса, куҫсенчен пӑхма пуҫларӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл кивӗ проектӑн малтанхи материалӗсене тишкерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫакна пӗлнӗ: сӑнаса тӗпченӗ ҫынсем трассӑна сулахай енӗпе хывма сӗннӗ, анчах сулахай енчи ҫыран айлӑм пулнӑ пирки, ҫуркунне шыв илет тесе, Грубский ҫак сӗнӳпе килӗшмен иккен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ылтӑн позументлӑ хура сомбреро тӑхӑннӑ пуҫӗ юланутӑн сулахай пӗҫҫи ҫумӗнче, анчах ӑна юланут ҫине сулахай енчен пӑхакан ҫын ҫеҫ курма пултарать.
LXXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пуҫ купташки пӑсӑлчӗ — пуҫ шӑмми сулахай тӑнлав тӗлӗнче ҫӗмӗрӗлнӗ тата сулахай куҫӑм та аманнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Хӑна патне сылтӑм енчен пыма май ҫук пулсан, эрех тултарнӑ чухне хӑна енне питпе пулас тесе сулахай алпа сулахай енчен, сылтӑм алпа сылтӑм енчен яраҫҫӗ.Если к следующему гостю нельзя подойти справа, ему наливают левой рукой, а налево — правой.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сулахай шухӑшлӑ итальянецсем сулахай чехсемпе е французсемпе ҫывӑхланаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сӗвенсемччӗ унпа сылтӑм хулӑм ҫумне, Унтан хур эс ӑна сулахай енне, Сулахай енне, шурӑ кӑкӑр ҫине.И-эх! на правую сторонушку, На правую, да на левую, Да на грудь мою, грудь белую.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Типшӗм шӑмӑллӑ пулнӑ, уксахланӑ (ҫамрӑк чухне патша смотрӗнче юланутсем ӑмӑртса чупнӑ чух вӑл сулахай урине хуҫнӑ пулнӑ), сулахай хӑлхине ҫур уйӑх евӗрлӗ кӗмӗл алка ҫакса ҫӳренӗ; унӑн хура сухалӗпе ҫӳҫӗсем мӗн ватӑлса ҫитичченех шупкалман; ҫилленнӗ чухне вӑл хӑйне хӑй пӗлейми пуличченех хӗрсе кайнӑ иккен.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку таранччен сулахай хулпуҫҫине малта тытса тӑракан Володя, сулахай аллине аяккалла ярса вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, сасартӑк сылтӑм аллине тӑсса, моделе хыттӑн тӗртсе, сывлӑша кӑларса ячӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах кунта эпӗ йӑнӑш каларӑм, эпе сулахай, малти, пӗр сӑмахпа каласан, сулахай урине кутӑн пӑрса лартрӗҫ, тесшӗнччӗ, вӑл вара ҫаплах, кутӑн утсах кайрӗ, тахӑш еннелле утать хӑй — ниепле те ӑнланмастӑн.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Федоткӑн чӑтӑмлӑх ҫуккине курнипе хӗпӗртенӗ Давыдов чӑмласа йӗпетнӗ хутран тӑрӑшса, васкамасӑр чӑмакка турӗ, сулахай аллинчи пуҫ пӳрнин чӗрни ҫине хучӗ, сулахай куҫне тӗлленӗ пек хӗсрӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макар каллех ыйтать унран: «А вӑт эпӗ сана сулахай хӑлхунтан янклаттарса ярсан, мӗн, сулахай хӑлху ҫеҫ янраса кайӗ тесе шутлатӑн-и эсӗ? Ҫук ҫав, икӗ хӑлхунта та мӑнкун чанӗсем кӗрлӗҫ!» тет.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Королев академик, Антонин Яноушек, Георгий Седов, Гончаров, Гражданин – мӑшӑр мар ен 1 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 97 №-лӗ ҫурт таран тата мӑшӑр ен 40 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 60 №-лӗ ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ таран, Грасис, Добролюбов – Энтузиастсен урамӗпе хӗресленнӗ ҫӗртен пуҫласавӗҫне ҫитиччен вырнаҫнӑ ҫуртсем, Докучаев, Достоевский, Зоя Космодемьянская, Максимов композитор, Хӗрлӗ ту, Крылов – Гражданин урамӗпе хӗресленнӗ ҫӗртен пуҫласа Сӑкӑт сулахай ҫыранлӑхӗн урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнти ҫуртсем, Сӑкӑт шывӗн сулахай ҫыранлӑхӗ, Лермонтов – ҫуртсем Н. Никольский проспекчӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченвырнаҫнӑ ҫуртсем, Лиза Чайкина, Ломоносов, Лев Толстой, Матросов, Ҫамрӑк гварди, Сӑкӑт шыв ҫыранлӑхӗ, Сӑкӑт шыв ҫыранлӑхӗ2-мӗш, Олег Кошевой, Островский, Спартак, Тельман – Н. Никольский проспектӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен вырнаҫнӑҫуртсем, Чайковский, Челюскин, Чкалов, Шмидт – Граждан урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнти ҫуртсенчен пуҫласа Сӑкӑт шыв ҫыранлӑхӗ урамӗпе хӗресленнӗ вырӑна ҫитиччен вырнаҫнӑ ҫуртсем, Эльмен, Энтузиастсен – мӑшӑр мар ен 1 №-лӗ ҫуртран пуҫласа 19 №-лӗ ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ таран тата мӑшӑр ен: урам пуҫламӑшӗнчен пуҫласа 24 №-лӗ ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ таранвырнаҫнӑҫуртсем, Юрий Смирнов.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
21. Ҫав ҫын чухӑн пулсассӑн, юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, хӑйне тасатмашкӑн ӳкӗнӗҫ парни силлентерсе кӳме пӗр така илсе пытӑр, тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса илсе пытӑр тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пытӑр; 22. тата икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — алли мӗн тупнӑ, ҫавна — илсе пытӑр, ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗри ҫылӑх парни валли, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли пулӗ; 23. ҫакна вӑл хӑй тасалмалли саккӑрмӗш кунӗнче священник патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа умне, илсе пытӑр; 24. священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн такипе пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 25. ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе килнӗ такана пусса пӑрахӗ, священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 26. священник хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарӗ, 27. сулахай ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине сылтӑм аллин пӳрнине пуҫа-пуҫа Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 28. ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 29. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫакна вӑл ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатас тесе тӑвӗ; 30. вара тасалакан ҫыннӑн алли тупнӑ улатӑпасенчен пӗрне е ҫамрӑк кӑвакарчӑнсенчен пӗрне парне кӳрӗ; 31. тасалаканӑн алли тупнӑ вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне тырӑ-пулӑ парнипе пӗрле пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ; вара священник тасалакан ҫынна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан Иосиф [хӑйӗн ывӑлӗсене] иккӗшне те ҫавӑтнӑ та Ефрема хӑйӗн сылтӑм аллипе тытса Израилӗн сулахай аллине хирӗҫ, Манассияна сулахай аллипе тытса Израилӗн сылтӑм аллине хирӗҫ пырса тӑратнӑ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Заветнӑй салинче Ленина костюмпа сӑнарланӑ, сылтӑм аллине вӑл ҫӗкленӗ, сулахай аллине шӑлавар кӗсйине чикнӗ.
Заветнӑй районӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%97%D0%B0%D ... 0%BD%D3%97
Ял Тухӑҫ Европа тӳремлӗхӗ шутне кӗрекен Ергенин сӑртлӑхӗн анӑҫ сӗвеклӗхӗн лаптӑкӗнче, Амта юханшыв хӗрринче (ялӑн ытларах пайӗ юханшывӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ), Заветнӑй салапа Андреев хуторӗ хушшинче, тинӗс шайӗнчен 85 метра яхӑн ҫӳллӗшре вырнаҫнӑ.
Кичкино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B8%D ... 0%BD%D0%BE