Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Списока (тĕпĕ: список) more information about the word form can be found here.
Аяларах тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе курнӑ яппун космонавчӗсенчен тӑракан списока кӑтартнӑ.

Ниже представлен список из японских космонавтов, участвовавших в космическом полёте.

Япони космонавчӗсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AF%D0%BF%D ... 0%BA%D3%97

Машина туянас текенсене уйрӑм списока ҫыраҫҫӗ те, черет ҫитсен, ҫырупа е телефонпа пӗлтереҫҫӗ.

Help to translate

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Ку списока татах та ытти профессисемпе тӑсма пулать.

Help to translate

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Ку списока ҫавӑн пекех хамӑр тӑрӑхри Р.М.Мансуров (13-мӗш), Г.М.Хайртдинова (17-мӗш), З.М.Сафиуллин (20-мӗш), Г.В.Атласкин (26-мӗш), Т.Г.Хайртдинов (38-мӗш), Х.Я.Миназетдинов (51-мӗш), Р.А.Хайртдинов (53-мӗш), Р.М.Шарафутдинов (55-мӗш), С.В.Любимов (69-мӗш), В.Н.Тяканов (76-мӗш), Ф.Г.Хайртдинов (79-мӗш), В.В. Михайлов (80-мӗш), А.Г.Хайртдинов (85-мӗш) та кӗнӗ.

Help to translate

Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%84%d0%b ... %bd%d3%91/

Ку списока малалла та тӑсма пулать…

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Списока, чӑн та, арҫын уҫрӗ — строительство мнистрӗн пӗрремӗш ҫумне Владимир Максимова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Help to translate

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Ку списока татах та тӑсма пулать.

Help to translate

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Вӑл «хура списока» лекнӗ ҫынсенчен пӗри пулни тӳрех сисӗнет.

По всему было видно, что это один из попавших в «черный список».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Столовӑйӗнче пулса иртнӗ пӗрремӗш кӗрешӳрех вара эпир хамӑр списока тӗрӗс мар туни палӑрчӗ.

И вот там, в столовой, при первом же боевом столкновении оказалось, что наши списки были составлены неправильно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Викторӑн организаторла куҫӗ списока ялсенчен килнӗ ҫамрӑксене кӗртмеллине те курмасӑр ирттермерӗ.

Организаторский глаз Виктора предвидел пополнение списка и деревенскими парнями.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кайран кашни урама икшер комсомолец ҫирӗплетмелле те вӗсене ҫав списока памалла.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрнарти территорири суйлав комиссийӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, сасӑлава списока кӗртнӗ 19898 суйлавҫӑран 10693-шӗ хутшӑннӑ.

Help to translate

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

— Пур-ха, унта, — списока тишкӗрме пикенчӗ Михала.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ну, Михаил Михайлович, ҫынсем килӗшеҫҫӗ-и? — ыйтрӗ Левентей, списока Кӑтра Михалана тыттарса.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Канашлу вӑхӑтӗнче ҫитес ҫул ветерансен юбилейӗсене паллӑ тума хатӗрленекен списока пӑхса тухнӑ, хӑйсен ӗҫӗнче пысӑк хастарлӑхпа палӑрнӑ ӗҫтешсен ҫурчӗ ҫине хисеп хӑмисем ҫакас ӗҫе малалла тӑсассине палӑртнӑ.

Help to translate

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-3/

Григорьевсен пысӑк ҫемйине пурӑнмалли ҫурт-йӗр лаптӑкӗпе тивӗҫтермелли тӗллевлӗ списока 2014 ҫулта кӗртнӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫуртсенче кӗтсе илнӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bde- ... bb%d0%bde/

12) ҫак Саккунӑн 291 статйин 12-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ списока кӗртмен ҫын алӑ пуснисене ҫирӗплетнӗ алӑ пустармалли листара пӗтӗм суйлавҫӑ алӑ пуснисем;

12) все подписи избирателей в подписном листе, который заверен осуществлявшим сбор подписей избирателей лицом, не внесенным в список, составленный в соответствии с частью 12 статьи 291 настоящего Закона;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Вӗсене те аран списока кӗртсе ятӑмӑр.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пур чӑваш кандидачӗсене те пӗр списока кӗртни, ман шутпа, тӗрӗс мар.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кама-кама кӗртне вӑл списока, пӗлетӗн-и?

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed