Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайран, каҫалапа, хӑнасем саланса пӗтсен, эпӗ ун патне пытӑм та: пире «Сидпа» иксӗмӗре тулти шӑв-шавпа пӑшал сассисем вӑратрӗҫ терӗм; мӗн пулса иртнине пирӗн курас килчӗ, алӑка питӗрнӗ, ҫавӑнпа эпир ҫиҫӗмсирен тӑрӑх антӑмӑр, иксӗмӗр те урасене ыраттартӑмӑр, ӳлӗмрен нихҫан та апла тумӑпӑр терӗм.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ниҫта та кайман-ҫке, — тетӗп эпӗ, — Сидпа иксӗмӗр таркӑн негра хӑваларӑмӑр.— Нигде я не был, — говорю, — просто мы ловили беглого негра вместе с Сидом.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ пӗлекен ҫынсем пурте пекех пӑрахут ҫинче: атте, Тэчер судья, Бекки Тэчер, Джо Гарпер, Том Сойер хӑйӗн Полли аппӑшӗпе, Сидпа тата Мэрипе.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Полли мӑнаккӑшӗ ҫывӑрма выртас умӗн Сидпа Мэрие ахаль чухнехинчен те ачашраххӑн чуптурӗ.Тетя Полли была гораздо ласковее обыкновенного, прощаясь на ночь с Сидом и Мэри.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Сидпа Мэри ун хыҫҫӑн васкарӗҫ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Сидпа Мэри ун ҫумне пырса ларчӗҫ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Алӑкран кӗнӗ чухне Том Сидпа Мэрирен хӑпса юлчӗ те пӗр ачаран ҫапла ыйтрӗ: — Итле-ха, Билл, санӑн сарӑ билет пур-и? — терӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1