Шырав
Шырав ĕçĕ:
Британин Кавказри ҫар миссийӗн начальникӗ генерал Бриггс хушнипе вӑл Дон Ҫарӗн большевиксенчен тасатнӑ ҫӗрӗ тӑрӑх инспекци йӗркипе тӗрӗслесе ҫӳреме тухнӑ Сидоринпа пӗрле килнӗ те тӑлмачӑ пулӑшнипе казаксен шухӑш-кӑмӑлне пӗлсе ҫитме тӑрӑшнӑ, ҫав хушӑрах фронтри лару-тӑрупа та паллашнӑ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кудинов Сидоринпа парса илекен ҫырусем ҫинчен чи шанчӑклӑ темиҫе ҫынна ҫеҫ пӗлтерсе тӑрать, ҫакна йӑлтах ыттисенчен питӗ хытӑ вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ.
LV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Попов, килпетсӗр чӑпӑрккапа хӑмсарса, лашана вырӑнтанах уҫӑ юртӑпа хускатса ярать; ун хыҫҫӑн, йӗнер йӑранисем ҫинче чӗввӗн тӑрса тата кӗлеткисемпе кӑштах ӳпӗнсе, вестовой-казаксем, Сидоринпа ытти офицерсем юрттарса каяҫҫӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сидоринпа ытти офицерсем, йӗнерсем ҫинчен анса, ун хыҫҫӑн каяҫҫӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
13-мӗшӗнче ирпеле Попов хӑйӗн штаб начальникӗпе — полковник Сидоринпа — тата конвойри темиҫе казак офицерӗсемпе пӗрле Ольгинскине сиктерсе ҫитет.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1