Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сидона (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
13. Хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ; 14. ҫавах сутра Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ятла пуҫланӑ: 21. хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ; 22. калатӑп сире: сут кунӗ Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Хадрах ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтерсе каланӑ сӑмах; вӑл Дамаска ҫити сарӑлӗ, ҫавӑнта чарӑнса тӑрӗ: Ҫӳлхуҫа куҫӗ, Израилӗн пур йӑхне те курса тӑнӑ пек, пур ҫынна та курса тӑрать, 2. унпа юнашар ларакан Емаф хулине те, Тир хулине те, питех ӑслӑланса кайнӑ Сидона та курса тӑрать.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль ҫыннисен аллине ӳкернӗ, Израиль ҫыннисем вӗсене аслӑ Сидона ҫитиччен, Мисрефоф-Маима ҫитиччен, тухӑҫ енчи Мицфа айлӑмне ҫитиччен хыҫран хӑваласа пӗтерсе пынӑ, вӗсене тӗппипех пӗтернӗ, пӗри те чӗрӗ юлман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман].
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1