Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Вӗсем ӗнтӗ йӗнӗ, типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, 6. кӗмӗл пуҫтарнӑ, кашнийӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, 7. ҫав кӗмӗле Иерусалима аслӑ священник Иоаким патне — Салом ывӑлӗн Хелкиян ывӑлӗ патне — тата священниксем патне, Иерусалимра унпа пӗрле юлнӑ пӗтӗм халӑха ярса панӑ, 8. кӗмӗлпе пӗрлех сиуал уйӑхӗн вуннӑмӗш кунӗнче тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен илсе кайнӑ савӑтсене, Седекия — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тутарнӑ кӗмӗл савӑтсене, Иудея ҫӗрне каялла тавӑрма Варух аллине панӑскерсене, ярса панӑ; 9. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене Навуходоносор, Вавилон патши, Иерусалим хулинчен Иехонияпа аслӑ ҫынсене, алӑстисене, улпутсене, Иудея ҫӗрӗн халӑхне Вавилона куҫарса кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ пулнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак кӗнеке сӑмахӗсене Варух ҫырнӑ, вӑл Нирия ывӑлӗ пулнӑ, Нирия вара — Маасей ывӑлӗ, Маасей — Седекия ывӑлӗ, Седекия — Асадий ывӑлӗ, Асадий — Хелкия ывӑлӗ; Варух ҫакна Вавилонра, 2. Иерусалим хулине халдейсем ярса илсе вутпа ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн пиллӗкӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче ҫырнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вавилон патши ӗнтӗ Седекия куҫӗ умӗнчех унӑн ывӑлӗсене чиксе пӑрахнӑ, Иудея пуҫлӑхӗсене те Ривлӑра чике-чике вӗлернӗ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хулана Седекия патшара вунпӗрмӗш ҫул ларичченех хупӑрласа тӑнӑ.5. И находился город в осаде до одиннадцатого года царя Седекии.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Седекия, Иоаким пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ; 3. ҫавӑнпа Иерусалимпа Иудӑна Ҫӳлхуҫа ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирнӗ; Седекия пыра-киле Вавилон патшинчен уйӑрӑлнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка Иудея патшинче Седекия ларма пуҫланӑ вӑхӑтра Елама хирӗҫ пулнӑ сӑмах: 35. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ Еламӑн уххине, вӗсенӗн тӗп вӑйне, хуҫса пӑрахӑп.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вавилон патши Ривла хулинче Седекия куҫӗ умӗнчех унӑн ывӑлӗсене чиксе пӑрахнӑ, Вавилон патши Иудея улпучӗсене те пурне те чике-чике вӗлернӗ; 7. ӗнтӗ Седекиян куҫне чиксе шӑтарнӑ, вара, тӑлласа, ӑна Вавилона хӑваласа кайнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсене курсассӑн, Иудея патши Седекия тата пӗтӗм ҫар ҫынни тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ, вӗсем ҫӗрле патша сачӗ тӗлӗпе иртсе икӗ хӳме хушшинчи хапхаран тухнӑ та айлӑмри ҫулпа кайнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Седекия вунпӗрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вара, тӑваттӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче, хула хӳмине ҫӗмӗрсе кӗнӗ.2. А в одиннадцатый год Седекии, в четвертый месяц, в девятый день месяца город был взят.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия тӑххӑрмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн мӗнпур ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна хупӑрласа илнӗ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Седекия Иеремийӑна каланӑ: ҫак сӑмахсене никам та пӗлмелле мар, вара эсӗ вилмӗн; 25. эхер те пуҫлӑхсем эпӗ санпа калаҫнине илтсессӗн, сана вӗсем: «кала-ха, эсӗ патшана мӗн каларӑн, тата патша сана мӗн каларӗ — пирӗнтен ан пытар, вара сана вӗлерттермӗпӗр» тесессӗн, 26. вӗсене ҫапла кала: «эпӗ патша умӗнче вӑл мана каялла Ионафан ҫуртне ан ятӑрччӗ, унта вилес марччӗ манӑн тесе йӑлӑнтӑм» те.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Седекия патша вара Иеремийӑна ҫапла каланӑ: эпӗ халдейсем енне куҫнӑ иудейсенчен хӑратӑп.19. И сказал царь Седекия Иеремии: я боюсь Иудеев, которые перешли к Халдеям,
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иеремия ӗнтӗ Седекия патшана ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсӗ Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухсассӑн, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ, ҫак хула та вутра ҫунса каймӗ, эсӗ чӗрӗ юлӑн, килӳ те сыхланса юлӗ; 18. эхер те Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухмасассӑн, ҫак хула халдейсен аллине лекӗ, вӗсем ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ, эсӗ ху та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Седекия патша вара Иеремийӑна вӑрттӑн тупа тунӑ: пире пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана вӗлермӗп, сана чунна шыракансенӗн аллине те памӑп, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн хыҫҫӑн Седекия патша Иеремия пророка хӑй патне чӗнтерсе илнӗ, Турӑ Ҫурчӗн виҫҫӗмӗш алӑкӗ патӗнче патша Иеремийӑна каланӑ: эпӗ санран пӗр япала ыйтатӑп; эсӗ манран нимӗн те ан пытар, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Седекия патша ҫапла каланӑ: вӑл — сирӗн аллӑрта, патша сирӗн кӑмӑлӑра хирӗҫ нимӗн те тӑваймасть, тенӗ.5. И сказал царь Седекия: вот, он в ваших руках, потому что царь ничего не может делать вопреки вам.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Седекия патша вара Иеремийӑна хурал ҫуртӗнче хупса усрама хушнӑ; унта ӑна ҫӑкӑр пӗҫерекенсен урамӗнчен хулара ҫӑкӑр пӗтсе ҫитичченех кунне пӗрер пашалу парса тӑнӑ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Седекия патшана Иеремия тата ҫапла каланӑ: эпӗ сан умӑнта, сан тарҫусем умӗнче, ҫак халӑх умӗнче мана тӗрмене хупмалӑх мӗн ҫылӑха кӗтӗм-ха?
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иеремия ҫапла ҫӗр айӗнчи тӗрмене лексе унта нумай кун ирттернӗ хыҫҫӑн 17. Седекия патша ун патне ҫынсем янӑ та ӑна хӑй патне илсе килме хушнӑ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.