Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сафравузан (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
1. Ҫавӑн чухне Келе-Сирипе Финикия ҫӗрӗн аслӑ пуҫлӑхӗ Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем, Дарий патша хушнине итлесе, 2. сӑваплӑ ӗҫе тӑрӑшсах пикеннӗ, иудейсен аслӑ ҫыннисемпе священниксен пуҫлӑхӗсене пулӑшнӑ.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Сисинни Дарие ҫырса янӑ ҫырӑва ӳкерсе илни: «Сирипе Финикия ҫӗрне тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсем, Дарий патшана савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 8. Патша хуҫамӑр пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир, Иудея ҫӗрне ҫитсе Иерусалим хулине кӗрсессӗн, Иерусалим хулинче иудейсен тыткӑнран таврӑннӑ аслӑ ҫыннисене куртӑмӑр, 9. вӗсем Ҫӳлхуҫа валли чутласа якатнӑ хаклӑ чулсенчен, стенисене йывӑҫ хывса, ҫӗнӗ пысӑк Ҫурт тӑваҫҫӗ; 10. ку ӗҫе тӑрӑшса тӑваҫҫӗ, ӑнса пырать ӗҫ вӗсен аллинче, питӗ чаплӑ та тӗплӗ тӑваҫҫӗ. 11. Вара эпир ҫак аслӑ ҫынсенчен: «ҫак Ҫурта, ҫак ӗҫе эсир кам хушнипе тӑватӑр?» тесе ыйтрӑмӑр.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне Сирипе Финикия ҫӗрне тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем пынӑ та каланӑ: 4. ку Ҫурта, ытти хуралтӑсене эсир кам ирӗк панипе тӑватӑр? Ҫакна тӑвакансем камсем? тенӗ.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1