Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Саккун the word is in our database.
Саккун (тĕпĕ: саккун) more information about the word form can be found here.
Ҫар ретне тӑрассинчен пӑрӑнса ҫӳренӗскере саккун 200 пин тенкӗ таран штрафланинчен тытӑнса икӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.

Help to translate

Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html

Рейтинг хаклавӗсене палӑртнӑ чухне ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли ӗҫсен индексӗсене /атмосферӑри сывлӑш, шыв, биопуянлӑх/, промышленноҫ-экологин /йӑлари хытӑ каяш, промышленноҫ ӑпӑр-тапӑрӗ, бизнес яваплӑхӗ, промышленноҫ предприятийӗсен таврашӗ/, социаллӑ экологин /этем пурӑнакан тавралӑх, информаци-психологи лару-тӑрӑвӗ, саккун тата влаҫ/ индексӗсене тата пӗрлехи индекссене тӗпе хураҫҫӗ.

Help to translate

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Патшалӑх вырӑнти тавар туса кӑларакансене саккун шайӗнче яланах пулӑшнине тата малалла та пулӑшассине палӑртрӗ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Темиҫе саккун проекчӗ тӗлӗшпе тишкерӳ ҫапла шӳтлӗ-тавлашуллӑ пулнине пӑхмасӑр вӗсене ырларӗҫ.

Help to translate

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли саккун проекчӗпе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Сергей Павлов сӑмах илчӗ те - Моляковӑн каллех ыйту пур иккен: Ҫӗнӗ Шупашкарта глифосат кӑларма пуҫламалли проект тӗлӗшпе техника документацийӗ пур-и?

Для ознакомления проектом закона об обеспечении экологической безопасности слово взял министр природных ресурсов Сергей Павлов - у Молякова опять возник вопрос: есть ли техническая документация по проекту о выпуске глифосата в Новочебоксарске.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Хайхи саккун шӑпах предпринимательсене вӑхӑтлӑх тӑхтав парӗ.

Нынешний закон именно предпринимателям дает временный перерыв.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Интернетпа ҫыхӑнман ялсен переченӗ ҫинчен калакан саккун проекчӗн тишкерӗвӗ кӗтмен ҫӗртен тавлашу ҫуратрӗ.

Рассмотрение проекта закона о перечне деревень, не подключенных к интернету, неожиданно породило спор.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Ҫавӑнпах-тӑр Игорь Моляков эсер-депутат сессие уҫнӑ-уҫман унӑн кун йӗркине улшӑну кӗртес шутпа тавлашу пуҫарчӗ: пахчаҫӑсене пулӑшмалли саккун кирлӗ-мӗн, Правительство ҫуртӗнче тунӑ мунча ыйтӑвне тепӗр хут тишкермелле.

Наверное поэтому депутат-эсер Игорь Моляков сразу же после открытия начал спор с намерением внести в повестку дня изменения: мол, нужен закон о помощи огородникам, заново изучать банный вопрос в Доме правительства.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Ют ҫӗршыв предпринимателӗсене проектсем пурнӑҫлама лайӑх майсем туса парас тесе Чӑваш Республикин экономикине ют ҫӗршыв инвестицийӗсене явӑҫтарасси ҫинчен калакан саккун йышӑннӑ.

Чтобы создать благоприятные условия для реализации проектов иностранными предпринимателями, принят закон о привлечении иностранных инвестиций в экономику Чувашской Республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Саккун капла та кӑсӑклӑ маншӑн.

Закон и так интересен для меня.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Уголовнӑй саккун тӑрӑх чи пахи пуҫ шутланнӑ пулас, ҫавӑнпа ӗнтӗ чи пысӑк айӑпшӑн ҫыннӑнне пуҫне каснӑ, ун хыҫҫӑн — ар хатӗрӗсем, ахальтен мар пӗччен пӳлӗме хупассипе кастарса ярасси самаях хӑратакан мелсем шутланнӑ.

Для них важнее была голова, и ее отсечение считалось тяжким наказанием, не менее тяжелым считалась и кастрация.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed