Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Районти (тĕпĕ: район) more information about the word form can be found here.
Районти тӗп библиотекӑна, пасара, лавккасене ҫӳрет вӑл.

Help to translate

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

Районти пур ялсене те темелле ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Ӗҫлӗ пулӑшу кӑтартнӑшӑн хисеп те пулмалла // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... e-pulmalla

«Прогресс» унитарлӑ муниципаллӑ предприяти социаллӑ пурнӑҫпа культурӑлла пӗлтерӗшлӗ объектсене ӑшӑтассине, районти халӑха ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерессине тата ытти ҫавнашкал пулӑшу ӗҫӗсене пурнӑҫлать.

Help to translate

Ӗҫлӗ пулӑшу кӑтартнӑшӑн хисеп те пулмалла // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... e-pulmalla

1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑрман организацисене ӗҫлеме куҫнӑ: 1940 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен Мӑн Сӗнтӗр вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте прорабра, 1941 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен вара — Чӑваш АССР Совнарком ҫумӗнчи вырӑнти топливо промышленноҫӗн управленийӗн районти вӑрман хатӗрлев директорӗнче вӑй хунӑ.

В ноябре 1938 года перешёл на работу в лесные организации: до февраля 1940 года трудился прорабом на лесозаготовках в Сундырском лесхозе, а по январь 1941 года — директором районных лесозаготовок управления местной топливной промышленности при Совнаркоме Чувашской АССР.

Андреев Евтихий Андреевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BD%D ... 0%B8%D1%87

Ҫав хушӑрах районти библиотекарьсен пӗрлехи сӑн ӳкерчӗкӗнче Валентина Ефимовнӑна шыраса тупатпӑр, Шел, ун чухнехи сӑн ӳкерчӗксем нумаях мар, сӑн ӳкерӗнес йӑла та пулман пулас паянхи пек.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫулсерен выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен ҫӗрте, картараран ҫуллахи лагере выльӑх-чӗрлӗх усрама туслӑ та массӑллӑ куҫнӑ.

Help to translate

Сӗтпе кӑтартусем ӳсеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... se-3781529

Районти бизнес-пӗрлӗхӗн пурнӑҫӗнче паллӑ пулӑма пула тренингсемпе мастер-классем йӗркеленӗ.

Help to translate

Пишпӳлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмӗсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ // Екатерина ЗАХАРОВА. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3781584

Эпӗ пачах урӑх районти хӗре качча илтӗм, хамӑн киле лартса килтӗм.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӑҫалхи йӑлана кӗнӗ мероприятие пӗтӗм районти шкул ачисем хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Пишпӳлекре пӗтӗм районти турслет иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3778405

Спорт туризмӗ енӗпе ӑмӑртӑва муниципаллӑ районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен аслӑ тата кӗҫӗн ҫулсенчи 14 команда хутшӑнать.

Help to translate

Турслет - питӗ чаплӑ! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... pl-3778429

Александр Валерьевич пирӗн районти Хырхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Help to translate

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Районти аптекӑра ӗҫлекен йыснӑшӗнчен вӑл ҫывраттаракан эмел илнӗ те Суйӑк мӑнаккӑшне тыттарнӑ, манпа тӗл пулнӑ хушӑра ҫав эмелпе усӑ курма сӗнӳ панӑ.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Шкул ачин сумкине хурса алла хресчен сенӗк-кӗреҫине тытнӑ тапхӑрта Вихтӗрсене, колхозри ҫамрӑк волейболистсене, районти ӑмӑртӑва илсе каяҫҫӗ.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Производство практики тухма ӑна пирӗн районти Ҫӑкӑр заводне янӑ.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Ҫав вӑхӑтрах 20 ҫул ытла районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшать.

Help to translate

Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче районти Культурӑпа Туризм ҫурчӗн ӗҫченӗсем тата ял тӑрӑхӗсенчи культура вучахӗсенче вӑй хуракансем 1941 ҫулта хӳтӗлев чиккисене хӑпартнине кино ӳкерсе сӑнласа пама пултарчӗҫ.

Help to translate

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Пирӗн районти пӗрлештернӗ культура тата библиотека системин ӗҫченӗсем виҫӗмкун иртнӗ семинарта хутшӑнса пӗлтӗрхи ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ.

Help to translate

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Унтан хӑнасем районти краеведени музейне пынӑ, унта купца тата мещенсен пурнӑҫӗпе паллаштаракан пӳлӗмсенче пулнӑ, ҫавӑн пекех районти тӗп библиотекӑн ҫӗнелнӗ сӑн-сӑпачӗпе паллашрӗҫ.

Help to translate

Ӗҫлӗ ҫӳревре район аталанӑвӗпе паллашрӗ // А. МАКСИМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/13/l- ... e-pallashr

Кунта хӑнасем предприяти кӑларакан продукципе паллашнӑ кӑна мар, районти ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе килӗштерсе ӗҫлемелли майсене те сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

Ӗҫлӗ ҫӳревре район аталанӑвӗпе паллашрӗ // А. МАКСИМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/13/l- ... e-pallashr

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed