Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӳрнисемпе (тĕпĕ: пӳрни) more information about the word form can be found here.
Михаил Васильевич пӳрнисемпе сӗтеле шакӑртаттарса илчӗ.

Help to translate

XIV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Сахал илмеҫҫӗ, укҫа пулма кирлех вӗсен, — унтан, пӳрнисемпе сӗтеле шакӑртаттарса, кӑштах шухӑшласа тӑчӗ.

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӑл кӑвак хупӑллӑ пӗчӗк кӗнекесене пӗрерӗн-пӗрерӗн асӑрханса илет, уҫса пӑхать, пӳрнисемпе хуллен сӗртӗнсе ачашлать.

Help to translate

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Игорь, кӑмӑллӑн кулкаласа, пӳрнисемпе каллех хӗлӗхсене перӗнчӗ.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Михаил Васильевич пысӑк пӳрнисемпе сӗтеле шакӑртаттарса илчӗ.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пуҫне уснӑ хӑй, аллинчи ула карттусне ниҫта чикме пӗлмесӗр хуҫлаткалать те пӗтӗркелет, ҫав хушӑрах хура та вӑрӑм ҫӳҫне пӳрнисемпе якатанҫи тӑвать.

Help to translate

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Кайран вӗсем ҫине чалӑшшӑн пӑхма пуҫларӗ халӑх, хыҫалтан пӳрнисемпе тӗлле-тӗлле кӑтартрӗҫ, кайран куҫранах калама тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тӳпе ҫине, паллӑ мар тӗнче ҫине пӗлме тӑрӑшнӑн пӑхрӗҫ вӗсем, ҫӑлтӑрсене пӳрнисемпе тӗлле-тӗлле кӑтартрӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӳрнисемпе массаж турӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Унтан чӗркуҫҫине хуҫланнӑ тӗлте супӑньпе сӗрме тытӑнчӗ, пӳрнисемпе тӑрӑшсах массаж турӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пичче, — тетчӗ вӑл, ман сурансене ҫыхнӑ бинта пӗчӗк пӳрнисемпе тӗрткелесе пӑхса.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӗтрекен пӳрнисемпе конверта пӗр пуҫӗнчен ҫурчӗ хайхискер, хӑмӑртарах хут таткине туртса кӑларчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура мӑйӑхӗпе кӑвакарма пуҫланӑ сухалне сарӑхнӑ пӳрнисемпе шӑлкаласа тасатрӗ Ҫӗпритун.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрре сӗтел ҫинчи карчӗсем ҫине, тепре кӗске те пуклак пӳрнисемпе виҫ-тӑватӑ карт тытса ларакан Укань ҫине пӑха-пӑха илет.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳрнисемпе пӗр вӗҫӗмсӗр чӗрҫитти кантрине пӗтӗрет.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упа чӗрнисем ҫамка ҫине хӑварнӑ йӗре пӳрнисемпе тыта-тыта пӑхаҫҫӗ, сулахай хул калакӗ тӗлӗнчи ҫурхахпа карӑннӑ пысӑк путӑка курсан, сӑмсисене турта-турта тӗлӗнеҫҫӗ:

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗнчелери пысӑк тӗркерен туртӑннӑ, ҫителӗклӗ тӑсӑлнӑ ҫӑма пӗтӗрсе ҫип тӑвас тесе йӗкине сылтӑм алӑри пӳрнисемпе пӗлтӗр-р-р! ҫавӑрса яратчӗ.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

— Тӗрӗс йышӑну тунӑ эсӗ пурнӑҫра, Михаил Степанович, — мухтарӗ Алексей Михайлович сӗтел ҫинчи панулмие илсе ҫирӗп пӳрнисемпе ӑна икке пайланӑ май.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иван Сидорович савӑннипе сылтӑм аллин пӳрнисемпе сӗтел тӑрӑх чуптарса-шакӑртаттарса, аслисен калаҫӑвне тӗлӗнсе итлесе ларакан Римма еннелле сулахай куҫне хупкаласа-вылятса илчӗ те: — Акӑ тинех йӗркене кӗчӗ! — терӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл тарӑхнӑн пӑхса илнине асӑрхаса илчӗ офицер, чӑтаймарӗ, ҫӑмлӑ пӳрнисемпе тӑлӑх арӑм кӑкӑрӗ ҫинчи кофтӑран ярса тытрӗ — пусма чӑтаймарӗ, чартлатса ҫурӑлчӗ, урайне тӳмесем сирпӗнчӗҫ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed