Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗррехинче the word is in our database.
Пӗррехинче (тĕпĕ: пӗррехинче) more information about the word form can be found here.
Ҫак вӑй пӗррехинче Вова Ядуркиншӑн тӳнтерле килсе тухрӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пӗррехинче Кольӑпа Ҫеруш автобус ҫине ларма укҫа пулман пирки тупӑшса Аслӑ Елчӗк ялӗнчен тӑван яла вӑтӑр километр ытла ҫуран утса ҫитнӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пӗррехинче, Атӑл хӗрринчи кафере юлташӗсемпе вӑхӑт ирттерсе ларнӑ чухне, Кеша ниҫта кайса кӗреймест.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Пӗррехинче пирӗн взвод пӗр объекта ӗҫлеме кайрӗ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пӗррехинче аттен аслӑ юлташӗ хӑнана килчӗ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пӗррехинче, ҫулла, Мишшана ҫамрӑк пӑрусем валли ҫемҫе те сӗткен ҫулҫӑллӑ ешӗл ҫӑка тураттисене касса вӑрмантан лавпа илсе килме хушаҫҫӗ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Астӑватӑп, анне пӗррехинче мана мӑшӑрланма вӑхӑт ҫитнине асӑрхаттарса каларӗ:

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Акӑ вӑл пӗррехинче, Атӑл юхан шывӗн ҫыранӗнчи «Юрату сӑмсахӗ» текен тӑрӑхра тӑнӑ чухне: — Татьяна, эпӗ сана питӗ килӗштеретӗп, юрататӑп, тухсам мана качча, — терӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӗррехинче пӗрле вылякансем Левентирен тӑрӑхлама-кулма пӑхнӑ:

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пӗррехинче, лупас айӗнчи чӗкеҫ йӑви патне хӑпарнӑ чухне, чутах леш тӗнчене ӑсанман шӑпӑрлан.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫапла платник пӗррехинче хӗне каять, йывӑр чир ӑна леш тӗнчене ӑсатать.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Пӗррехинче вӑл председатель лаша тупса парасса кӗтмен, трактор валне миххе чиксе хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хунӑ та ҫичӗ ҫухрӑмри машина-трактор станцине юсаттарма таплаттарнӑ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пӗррехинче пӗчӗк вӑлтапах сакӑр килограма яхӑн таякан ҫуйӑн туртса кӑларнӑ вӑл.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Йывӑрлансах пыратӑн пулмалла эсӗ? — ыйтрӗ Нина пӗррехинче Вӗҫелисран вӑл хырӑмне вӑрттӑн ачашланине курсан.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗррехинче, лешӗ тӗлпулӑва пыман каҫхине, хӗр Атӑлӑн ҫӳллӗ ҫыранӗнче виҫӗ сехет кӗтсе тӑчӗ, ӑшӑ ыйха путакан хулан пушанма тытӑннӑ урамӗпе унӑн общежитие пӗччен таврӑнма тиврӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Арҫын хӗрарӑма пӗррехинче акӑ мӗн каларӗ:

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗррехинче Римма саккӑрмӗш хутра пралукран ҫыхнӑ пысӑк клетка курчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗррехинче ҫапла, вунпӗрмӗш хутпа иртсе пынӑ чухне, Миша Алексее юсавсӑр лесапа усӑ курнӑшӑн аванах лектернине илтрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Гаврил Романович пӗррехинче Иринӑна, ӗҫ-пуҫ малалла та ҫаплах пырсан, ӑна палӑртнинчен пӗр кун маларах вӗҫлеме май пуласса пӗлтерчӗ, каланине вӑрттӑнлӑхра тытма хушрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗррехинче, кантура пырса кӗрсен, Ирина кулленхи ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвне палӑртакан хӑма патӗнче ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине курчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed