Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӑваран (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хусан архиепископӗ Герман святитель ячӗпе ял ҫыннисем никӗсленӗ чиркӗве халӑх ылханакан вӑтӑрмӗш ҫулта Пӑваран килнӗ кӗлмӗҫсемпе салтаксем тӗпӗ-йӗрӗпе тустарса аркатнӑ, турӑшсене кӑвайт ҫине пӑрахса ҫунтарса янӑ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗҫӗн Таяпа, Элекҫей Тимеш, Елчӗк, Таяпа Энтри ялӗсенче ҫӗнӗ шыв башнисем вырнаҫтарнӑ, Ҫӗнӗ Пӑваран Аслӑ Шӑхальне каҫмалли кӗпере юсанӑ, шкулсемпе ача сачӗсенчи ӑшӑ пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ, Курнавӑш, Елчӗк, Тӗмер чиркӗвӗсенче юсав ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Пӑваран таварсем илсе килнӗ, тепӗр хут лавккана уҫса, сутӑ тума пуҫланӑ…

Help to translate

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эппин, чӑнах та, ылтӑнне арӑмӗ шыраса тупнӑ, унӑн пӗр пайӗпе аллӑ пин кирпӗч сутӑн илнӗ, Пӑваран таварсем туянса килнӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сутӑ та хӑех тӑвать, таварсене те Пӑваран хӑех кайса илет.

Help to translate

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар Пӑваран тавар тиесе килнине курса юлнӑ Хветут нумай тытӑнса тӑмарӗ, хул хушшине пушӑ михӗ хӗстерчӗ те ерипен тӗнкӗртетсе ун патне каҫрӗ.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах та, хӑй Пӑваран килнӗ ҫӗре арӑмӗ ҫавнашкал лару-тӑрӑва лекнӗ самант пулсан, мӗн тӑвӗччӗ-ха вӑл?

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл Сергей Пӑваран илсе килнӗ таварсене тӗрӗслеме аннӑ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑваран е Хусантан таварсене мӗн хакпа туянса килнине ҫирӗплетекен хутсене ҫав юлташсене кӑтартмалла пулать.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑваран килнисем те ҫавӑнта.

И буинские тоже там, говорят.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӑваран килнӗ ҫынсемччӗ унта.

Там работали приезжие люди из Буинска.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ашшӗ ун валли Пӑваран вӗр-ҫӗнӗ атӑ илсе килнӗччӗ.

Отец привез ему из Буинска новые сапоги.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Энтюк Пӑваран Шерккей патне пурӑнмаллипех кӳҫса килчӗ.

Эндюк приехал вместе с Шерккеем из Буинска и поселился у него.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӑваран килетӗп тет…

Из Буинска, видите ли, он едет!

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӑваран килме пулчӗҫ…

— Из Буинска приедут.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кунта Елчӗк районӗнчи Хирти Пӑваран пӗр ҫемье тиесе килнӗ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫавӑн пекех Тутар Республикинчи Пӑваран Вероника Шуркина тата Пушкӑрт Республикинчи Алина Савельева, Иркутскри Полина Тимофеева, Светлана Мерчен, Виталий Романов поэт-юрӑҫ юрӑ шӑрантарчӗҫ.

Help to translate

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed