Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Вара Ония каланӑ: «ку — тӑвана юратакан, халӑхшӑн тата сӑваплӑ хулашӑн нумай кӗлтӑвакан Иеремия, Турӑ пророкӗ» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Менелай ӗнтӗ, Андроник пӗччен чухне май тупса, ӑна Онияна вӗлерме ыйтнӑ; лешӗ, Ония патне пырса, тупа туса алӑ парса, ӑна ултавлӑн ӗнентернӗ, хӑйне шанман пулин те, вӑл Онияна тарса пытаннӑ ҫӗртен тухма ӳкӗте кӗртнӗ, вара намӑс-симӗсе пӗлмесӗр ҫавӑнтах вӗлернӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тӗрӗс тӗпчесе пӗлсе, Ония ҫакна тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ та хӑй шанчӑклӑ вырӑна — Антиохи патӗнчи Дафна хулине — кайса пытаннӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Селевк вилсессӗн, патшалӑха Епифан теекен Антиох илсессӗн, Иасон, Ония тӑванӗ, аслӑ священник пуласшӑн хыпкаланнӑ, 8. вӑл куҫа-куҫӑн курӑнӑҫнӑ вӑхӑтра патшана виҫҫӗр утмӑл талант кӗмӗл тата ытти хӑш-пӗр тупӑшран сакӑрвунӑ талант пама пулнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хирӗҫӳ питӗ шала кӗрсе кайсассӑн, Симонӑн пӗр шанчӑклӑ ҫынни урлӑ ҫынсене вӗлерме тытӑнсассӑн, 4. Ония кӗрешӳ хӑрушӑ иккенне, Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗ Аполлоний питӗ тискер хӑтланнине, Симон ҫилли ӳссех пынине курса 5. патша патне кайнӑ, анчах ҫынсене айӑплама мар, кашнине, пӗтӗм халӑха усӑ пултӑр тесе кайнӑ вӑл, 6. мӗншӗн тесессӗн патша тӑрӑшмасӑр ӗҫ-пуҫа килӗшӳллӗн татса пама май ҫуккине, Симон хӑйӗн ӑссӑрлӑхне пӑрахмассине вӑл лайӑх курса тӑнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлте асӑннӑ Симон вара, Турӑ Ҫуртӗнчи пуянлӑхпа тӑван ҫӗршывӗн сутӑнчӑкӗ пулса тӑнӑскер, Ония ҫинчен Илиодора ҫавӑ хавхалантарса тӑнӑ, ҫав усал ӗҫшӗн вӑл айӑплӑ тесе элекленӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Кӗҫех Илиодорӑн ҫывӑх ҫыннисем хӑшӗ-пӗри Ония патне пынӑ та ӑна кӗҫ-вӗҫ сывлӑшӗ тухса каясла выртакана пурӑнӑҫ патӑрччӗ тесе Ҫӳлти Турра кӗлтума йӑлӑннӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сӑваплӑ хулара тӑнӑҫлӑн пурӑннӑ чухне, саккуна тимлӗн тытса тӑнӑ чухне аслӑ священник Ония Турра хисеплесе усала тӳртӗн тӑнӑран 2. ҫак вырӑна патшасем хӑйсем те чысланӑ, вӗсем Турӑ Ҫуртне питех те паха парнесем кӳрсе мухтавлани те пулкаланӑ, 3. ҫавна май Ази патши Селевк та парне кӳме каякан пӗтӗм тӑкака саплаштарма хӑйӗн тупӑшӗнчен кирлӗ чухлех парса тӑнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне Ония сирӗн халӑхӑр янӑ ҫынна чыс туса йышӑннӑ, пирӗн хушшӑмӑрти туслӑхпа татулӑх ҫинчен уҫӑмлӑн каланӑ ҫырусене илнӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗлӗкех-ха Дарий [Арей], сирӗн патшӑр пулнӑскер, аслӑ священник Ония патне ҫырусем янӑ пулнӑ, ҫав ҫырусенче эсир пирӗн тӑвансем иккенни ҫинчен каланӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Симон — Ония ывӑлӗ, аслӑ священник — хӑй пурӑнӑҫӗнче Турӑ Ҫуртне юсаса лартнӑ, хӑй кунҫулӗнче вӑл ӑна тӗреклӗлетнӗ; 2. вӑл унӑн картишне ҫӗкленӗ, унӑн карти валли ҫӳллӗ никӗс тутарнӑ; 3. ун вӑхӑтӗнче чул касса шыв тытакан вырӑн тунӑ, вӑл тинӗс пек тем сарлакӑш пулнӑ; 4. халӑхшӑн тӑрӑшнӑ, ӑна тапӑнакансенчен хӳтӗленӗ, тӑшман ҫавӑрса илсессӗн сыхланма хулана ҫирӗплетнӗ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1