Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нюрӑран (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Костя каҫченех ҫыран хӗрринче салхулланса выртать, Нюрӑран пӑрӑнса кайса хӑйӗн кӑмӑл туртӑмне шырать.

Костя до вечера мрачно лежит на берегу, отмахивается от Нюры и ищет свое призвание.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫак пӗчӗк хутаҫсем ҫинче, хӗр аллисем тӗрленӗ, ытла та тӗлӗнмелле чечексем ҫурӑлаҫҫӗ, кайӑксем вӗҫеҫҫӗ, ӑшӑ кӑмӑллӑ сӑмахсем курӑнаҫҫӗ: «Савнӑ боеца Нюрӑран», «Героя салам», «Чӗлӗм туртӑр, сывлӑхӑра пултӑр»…

На этих скромных мешочках, вышитых девичьими руками, расцветали невиданные цветы, летали птицы, виднелись ласковые слова: «Дорогому бойцу от Нюры», «Привет герою», «Кури на здоровье»…

Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пӗррехинче Марья Дмитриевна Нюрӑран хӑйсен ҫемйи ҫинчен каласа пама ыйтрӗ, Нюра вара ҫавӑнтах хӑйсен йышлӑ ҫемйи ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Однажды Марья Дмитриевна спросила ее о доме, и Нюра увлеклась и рассказала о своей многочисленной семье.

Чӑмӑр Танька пӑр ирӗлтерчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Анчах Танька, халӗ те кӑштах ӗсӗклесе, Нюрӑран пӑрӑнчӗ, Марья Дмитриевна ҫумне лӑпчӑнса: — Каймастӑп, эп ун патне юлатӑп, — терӗ ачашланса.

Но Тонька, еще чуть всхлипывая, отшатнулась от Нюры и, прижавшись к Марье Дмитриевне, протянула капризно: — Не пойду, хочу с ней.

Чӑмӑр Танька пӑр ирӗлтерчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Нюрӑран ыйтрӗ, — Нюра та мӑрӑлтаткаларӗ ҫеҫ.

Спросила Нюру, — Нюра мямлила.

Ленӑна ҫав тери йывӑр // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Апла эсир чӗрӗ-ха? — ыйтрӗ Одинцов, Нюрӑран именсе.

— Значит вы живы? — спросил Одинцов у Нюры опсаливо.

40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Список санра-и? — ыйтрӗ Саша Нюрӑран.

— Список у тебя? — крикнул он Нюре.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed