Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ҫӗр ӗсӗклесе йӗрӗ, кашни йӑх уйрӑммӑн йӗрӗ: Давид килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм; Нафан килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм; 13. Левий килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм; Симеон йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ун хыҫӗнчен Нафан — Давид вӑхӑтӗнчи пророк — ҫитнӗ.1. После сего явился Нафан, чтобы пророчествовать во дни Давида.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вирсавия патне кӗнӗ хыҫҫӑн хӑй патне Нафан пророк пырса кайсассӑн.2. когда приходил к нему пророк Нафан, после того, как Давид вошел к Вирсавии.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Анчах унта священниксемпе левитсенчен никама та курмарӑм, 43. эпӗ вара Елеазар, Идуил, Маасман, Алнафан, Мамей, Самей, Иоривон, Нафан, Еннатан, Захария, Мосоллам пуҫлӑхсемпе ӑсчахсем патне ҫынсем ятӑм, 44. вӗсене Касифье теекен вырӑнта пуҫлӑхра тӑракан Доддей патне кайма каларӑм, 45. Доддейпе унӑн ҫав Касифье теекен вырӑнта пурӑнакан тӑванӗсене Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли священниксем ярса паччӑр тесе калама хушрӑм.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Священниксен ывӑлӗсем хушшинче ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем ҫаксем тупӑннӑ: Иоседек ывӑлӗн Иисусӑн ывӑлӗсемпе ун тӑванӗсенчен: Маасея, Елиезер, Иарив тата Гедалия; 19. вӗсем хӑйсен арӑмӗсене каялла яма сӑмах панӑ; кашнийӗ хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн пӗр сурӑх таки парне кӳнӗ; 20. Иммер ывӑлӗсенчен: Хананий тата Зевадия; 21. Харим ывӑлӗсенчен: Маасея, Елия, Шемаия, Иехиил тата Уззия; 22. Пашхур ывӑлӗсенчен: Елиоенай, Маасея, Исмаил, Нафанаил, Иозавад тата Еласа; 23. левитсенчен: Иозавад, Шимей, Келаия, вӑлах — Клита, Пафахия, Иуда тата Елиезер; 24. юрӑҫсенчен: Елияшив; хапха хуралҫисенчен: Шаллум, Телем тата Урий; 25. израильсенчен вара — Парош ывӑлӗсенчен: Рамаия, Иззия, Малхия, Миямин, Елеазар, Малхия тата Венаия; 26. Елам ывӑлӗсенчен: Матфания, Захария, Иехиел, Авдий, Иремоф тата Елия; 27. Заффу ывӑлӗсенчен: Елиоенай, Елияшив, Матфания, Иремоф, Завад тата Азиса; 28. Бевай ывӑлӗсенчен: Иоханан, Ханания, Забвай тата Афлай; 29. Ваний ывӑлӗсенчен: Мешуллам, Маллух, Адая, Иашув, Шеал тата Иерамоф; 30. Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен: Адна, Хелал, Венаия, Маасея, Матфания, Веселиил, Биннуй тата Манассия; 31. Харим ывӑлӗсенчен: Елиезер, Ишшия, Малхия, Шемаия, Симеон, 32. Вениамин, Маллух, Шемария; 33. Хашум ывӑлӗсенчен: Мафнай, Мафафа, Завад, Елифелет, Иеремай, Манассия тата Шимей; 34. Ваний ывӑлӗсенчен: Маадай, Амрам, Уел, 35. Бенаия, Бидья, Келуги, 36. Ванея, Меремоф, Елиашив, 37. Матфания, Мафнай, Иаасай, 38. Ваний, Биннуй, Шимей, 39. Шелемия, Нафан, Адаия, 40. Махнадбай, Шашай, Шарай, 41. Азариел, Шелемиягу, Шемария, 42. Шаллум, Амария тата Иосиф; 43. Нево ывӑлӗсенчен: Иеиел, Матфифия, Завад, Зевина, Иаддай, Иоель тата Бенаия.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ вара Елиезер, Ариэл, Шемаия, Елнафан, Иарив, Елнафан, Нафан, Захария, Мешшулам пуҫлӑхсене тата Иояривпа Елнафан ӑсчахсене чӗнтерсе килме хушрӑм.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Давид вӗрентнӗ пек, патшанӑн витӗркуранӗ Гад тата Нафан пророк каланӑ пек, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне левитсене кимвалсемпе, псалтирьсемпе тата цитрӑсемпе тӑратнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ ҫавӑн пек йӗрке панӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Соломонӑн ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Нафан пророк ҫырса пынисенче, Силом ҫынни Ахия малашнехине пӗлтерсе каланинче тата Иоиль витӗркуран куҫне Нават ывӑлӗ Иеровоам пирки мӗн курӑннинче кӑтартса панӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Давид патшанӑн малтанхи тата кайранхи ӗҫӗсем ҫинчен Самуил витӗркуран, Нафан пророк тата Гад витӗркуран ҫырса хӑварнӑ, 30. унта унӑн мӗнпур ӗҫне-хӗлне, унӑн паттӑрлӑхне, унӑн пурӑнӑҫӗнче тата Израильре, тата ҫӗр ҫинчи ытти патшалӑхсенче мӗн-мӗн пулса иртнине ҫырса кӑтартнӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫак мӗнпур сӑмаха тата хӑйне мӗн курӑннине Нафан Давида пӗтӗмпех тӗп-тӗрӗс каласа панӑ.15. Все эти слова и все видение точно пересказал Нафан Давиду.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Нафан Давида каланӑ: чӗрӳ мӗн шухӑшланине ту — Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле, тенӗ.2. И сказал Нафан Давиду: все, что у тебя на сердце, делай, ибо с тобою Бог.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑйӗн керменӗнче пурӑннӑ чухне Давид Нафан пророка каланӑ: акӑ эпӗ кедр ҫуртра пурӑнатӑп, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи вара чатӑрта ларать, тенӗ.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ Иерусалимра ҫуралнӑ ачисен ячӗсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон, 5. Евеар, Елисуя, Елфалет, 6. Ногах, Нафек, Иафиа, 7. Елисама, Веелиада тата Елифалеф.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иерусалимра вара унӑн ҫаксем ҫуралнӑ: Шима, Шовав, Нафан тата Соломон, кусем, тӑваттӑшӗ, — Вирсавияран, Аммиил хӗрӗнчен, ҫуралнисем; 6. тата Ивхар, Елишама, Елифелет, 7. Ногаг, Нефег, Иафия, 8. Елишама, Елиада тата Елифелет — пурӗ тӑххӑрӑн.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Аттайран Нафан ҫуралнӑ, Нафанран Завад ҫуралнӑ; 37. Завадран Ефлал ҫуралнӑ, Ефлалран Овид ҫуралнӑ; 38. Овидран Иеуй ҫуралнӑ, Иеуйран Азария ҫуралнӑ; 39. Азарияран Хелец ҫуралнӑ, Хелецран Елеаса ҫуралнӑ; 40. Елеасӑран Сисмай ҫуралнӑ, Сисмайран Саллум ҫуралнӑ; 41. Саллумран Иекамия ҫуралнӑ, Иекамийӑран Елишама ҫуралнӑ.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун ҫумӗнче пулнӑ пуҫлӑхсем ҫаксем: Садок священник ывӑлӗ Азария; 3. Сива ывӑлӗсем Елихорефпа Ахия, ҫыруҫӑсем; Ахилуд ывӑлӗ Иоасафат, самана ҫыруҫи; 4. Иодай ывӑлӗ Ванея, ҫарпуҫ; Садокпа Авиафар — священниксем; 5. Нафан ывӑлӗ Азария, халӑха пӑхса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ; Нафан священник ывӑлӗ Завуф — патша тусӗ; 6. Ахисар — патша ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑх; Авда ывӑлӗ Адонирам — аслӑ алманчӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ионафан ӗнтӗ Адонияна хуравласа каланӑ: ҫапла, пирӗн Давид патша хуҫамӑр Соломона патшана лартнӑ; 44. Соломонпа пӗрле патша Садок священника, Нафан пророка, Иодай ывӑлне Ванеяна тата хелефейсемпе фелефейсене янӑ, лешӗсем Соломона патшанӑн мулӗ ҫине лартса илсе кайнӑ; 45. вара Гионра Садок священникпа Нафан пророк ӑна патша пулма ҫу сӗрнӗ, унтан савӑнса таврӑнчӗҫ, ӗнтӗ хула хускалнӑ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вара Садок священникпа Нафан пророк, Иодай ывӑлӗ Ванея тата хелефейсемпе фелефейсем кайнӑ та Соломона, Давид патшанӑн мулӗ ҫине лартса, Гион патне илсе пынӑ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Патша вӗсене каланӑ: хӑвӑрпа пӗрле хуҫӑрӑн тарҫисене илӗр те Соломон ывӑлӑма манӑн мул ҫине лартса Гион патне илсе кайӑр, 34. Садок священникпа Нафан пророк унта ӑна Израиль патшине лартмашкӑн ҫу сӗрччӗр, эсир трупа кӑшкӑртӑр, сывӑ пултӑр Соломон патша! тесе кӑшкӑрӑр.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Давид патша каланӑ: ман патӑма Садок священникпа Нафан пророка тата Иодай ывӑлне Ванеяна чӗнӗр, тенӗ.32. И сказал царь Давид: позовите ко мне священника Садока и пророка Нафана и Ванею, сына Иодаева.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2