Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑваттӑ вырӑнне ҫеҫ те мар, пӗр мӑлатукпах сакӑр е вунӑ мӑлатук вырӑнне те чиперех усӑ курма пулать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Мӑлатук хӑвӑртлӑхӗ сикекен ҫын хӑвӑртлӑхӗнчен, снаряд хӑвӑртлӑхӗ мӑлатук хӑвӑртлӑхӗнчен ытларах, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫӳлерех хӑпарма пултарать те.
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Спортсмен мӑлатук ывӑтать; мӑлатук ҫитмӗл-сакӑрвунӑ метр вӗҫсе каять те каллех стадион ҫине ӳкет.Спортсмен бросает молот; молот пролетает семьдесят-восемьдесят метров и падает обратно на стадион.
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
— Ноутбукпа йывӑр мӑлатук илетӗн, банкомат патне пыратӑн та мӑлатукпа ҫӗмӗрме пуҫлатӑн.— Берешь ноутбук и кувалду, подходишь к банкомату и начинаешь его ломать кувалдой.
Банкомата ҫӗмӗрсе уҫасси // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/wiki/%D0%9A%D1%83%D0 ... 0%B9%D3%97
Ӗмӗтри Ваҫук мӑлатук тытнӑ та шакка-шакка кивӗ пӑта таврашне тӳрлетет.
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Микулана сывлӑш ҫитми пулчӗ, чӗри мӑлатук пек шаккама тытӑнчӗ: Квартальнӑй ҫӑткӑн куҫӗсемпе пӳлӗм ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Накидка тӳмисене тӳмелерӗ, кӗсйине мӑлатук чикрӗ.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Таврара малтанхиллех ӗҫ вӗрет, аялта автомашинӑсем кӑшкӑртаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен иртсе таҫта васкаҫҫӗ, сывлӑш вӑйӗпе ӗҫлекен мӑлатук бетон юпана тӳнклеттерет-кӗрлет, Иринӑран вунӑ-вун икӗ метрта ларакан ҫӗклекен кранӑн кантӑк кабининче шурӑ катанпир ҫинче кӑвак чечеклӗ блузкӑллӑ хӗр рычаксене куҫаркалать, кран стрелин мӗлки таҫта васканӑн колонна ҫинчен колонна ҫине кусать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Мӑлатук ӑсти сӑмах чӗнмесӗр унпа килӗшет.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Папанин текен хушма ятлӑ мӑлатук ҫапакан тимӗр таткине асӑрханмасӑр кирлӗ мар ҫӗртен шаплаттарнӑ та хӗрнӗ тимӗр касӑкӗ Ванюшӑн ҫанни ҫине ӳкнӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл ҫаплах мана тӗсесе сӑнарӗ: аллӑмри мӑлатук, сӗрмелли ҫупа вараланнӑ хуп-хура пӳрнесем, уйрӑмах эпӗ ӳпӗнсе ӳксех чакалакан темле ӑнланмалла мар япала, ниме юрӑхсӑрскер…
VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Юнашар пӳлӗмре каллех мӑлатук шаккама тытӑнчӗ.
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӗркӗчсене сарса янӑ ӗнтӗ, мӑлатук ҫӗкленӗ тимӗрҫӗ ӗҫе хатӗр тӑрать…
12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эпир вӗсем валли пӑра, мӑлатук, сӑнчӑр тата вӗсене пӗр-пӗринпе хӗстерме пулӑшакан хӗскӗчсем илсе килтӗмӗр.Мы доставили для них сверла, молотки, цепи и зажимы для закрепления цепей.
Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html
Тен, туйӑннӑран та мар пуль, пӗр-ик сӑмах хушас килнӗрен-и, Тимуш уй хӗррине тухнӑ Укаҫ ҫумне пырса тӑчӗ те: «Санӑн, Укаҫ, ҫаву мӑкалмасть те-и вара? Кӳр, кӑштах шаккаса парам. Мӑлатук айне хунӑ хыҫҫӑн аванрах касать вӑл», — терӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
«Хӑвна ху сунтал тетӗн пулсан – тӳс, мӑлатук тетӗн пулсан – ҫап», – тесе ҫырнӑ Александр Артемьев «Симӗс ылтӑн» повеҫре.
Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570
Аллинче пуртӑпа мӑлатук.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Йывӑр мӑлатук шакка каҫӑн-ирӗн.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Сасартӑках вӑл хӑйне те ҫак верстаксенчен пӗрин умӗнче вӗренекен ачасемпе пӗрле тӑнӑ пек туйрӗ: пит-куҫӗ хӑйӗн вӗсенни майлах вараланса пӗтнӗ, ӗҫленипе пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ тарланӑ; вӑл та ак ыттисем пекех ҫаннисене тавӑрнӑ, унӑн картузне те (Доруцӑнни пек) тӗтӗм шӑрши ҫапнӑ, ҫапах та вӑл аллине йывӑр мӑлатук тытса хӗрсех ӗҫлет…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Автоматлӑ мӑлатук вӑл.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.